Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тӗнчере

Турцири усламҫӑ «Риройл-5» карап экипажӗнче ӗҫлекенсене 8 уйӑх ӗҫ укҫи тӳлемен. Карап Мальта ялавӗпе ҫӳрет.

Экипажра – 12 ҫын. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Ен арҫынни те пур. Пӗтӗмӗшле илсен, унта Раҫҫейри 7 ҫын ӗҫлет: Ростов, Астрахань, Новосибирск облаҫӗсенчен Дагестанран тата Чӑваш Енрен. Хуҫа хӑшӗ-пӗрне 8 уйӑх шалу тӳлемен, ҫавна май тӑватӑ ҫын голодовка ирттереҫҫӗ. Вӗсем пурте – Раҫҫей ҫыннисем. Апат-ҫимӗҫ саппасӗ утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ҫитет-мӗн.

Экипажри пӗр ҫын моряксен профсоюзӗпе ҫыхӑнӑва тухнӑ. Хальлӗхе моряксем хӑйсене йӗркеллех туйни пирки пӗлтернӗ. Карап хуҫи вӗсемпе ҫыхӑнӑва тухать-мӗн, анчах парӑма татма васкамасть. Ҫавна май моряксем суда тавӑҫ тӑратма хатӗрленеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Малашне «Яндекс. Такси» такси операторӗпе ЧР Транспорт министерстви килӗштерсе ӗҫлӗҫ. Ӗнер ку тӗлӗшпе килӗшӳ алӑ пуснӑ.

Тӗп тӗллев – пассажирсене илсе ҫӳренӗ чухне хӑрушсӑрлӑха тата пахалӑха пысӑклатасси. Ҫакна Владимир Иванов министр пӗлтернӗ. Ведомство такси операторне водительсем пирки хыпарласа тӑрӗ: вӗсен пассажирсене илсе ҫӳреме ирӗк пур-и? Ҫапла майпа «Яндекс. Такси» сервиспа пассажирсене илсе ҫӳреме ирӗк пур водительсем ҫеҫ усӑ курайӗҫ.

Транспорт министерстви кунашкал килӗшӗве ытти такси операторӗпе те алӑ пусма хатӗр.

 

Спорт

Ҫак канмалли кунсенче Шупашкарта хӑйне евӗр спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерме палӑртнӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче тӗп хулана парӑс спортне кӑмӑллакансем пухӑнӗҫ.

Тупӑшу савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ. Ӑмӑрту 11 сехетре пуҫланӗ.

Тупӑшура крейсер яхтин 3 класӗнче наградӑсем выляттарӗҫ: «Четвертьтонник», «Картер-30», «ОRС». Ӑмӑрту Атӑл леш енчи «Солнышко» (чӑв. «Хӗвел») турбаза районӗнче иртӗ. Унтан яхтӑсем Шупашкарти тӗп пляж еннелле килӗҫ. Кун хыҫҫӑн каялла, финиша, ҫул тытӗҫ.

 

Вӗренӳ

Шупашкарти Роза Люксембург урамӗнче вырнаҫнӑ «Антошка» тата Бауман урамӗнчи «Ручеек» ача пахчисем РФ Вӗренӳ министерствин грантне тивӗҫнӗ. Вӗсене 1 миллион та 128-шар пин тенкӗ лекӗ.

«Антошка» ача пахчи «Матрешка» ҫемье хӑна пӳлӗмӗ» ятлӑ проект хатӗрлесе грант илнӗ. «Руччек» вара сусӑр ачасен «Лекотека» ушкӑнӗ валли «Со-Творение» пултарулӑх студийӗ» пирки проект тӑратнӑ.

Сӑмах май, пӗлтӗр Миттов урамӗнчи 7-мӗш ача пахчи тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 201-мӗш ача пахчи федераци грантне тивӗҫнӗ. Вӗсем пӗтӗмӗшле 14 миллион тенкӗ илнӗ. Ҫак укҫапа ашшӗ-амӑшӗ валли консультаци центрӗсем хута янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Прашкушкӑнь ялӗнче ҫурта аҫа ҫапнӑ. Юрать, унта пурӑнакансем ҫӑлӑнса юлнӑ. Пӳртӗн пӗр пайӗ вара сиенленнӗ.

Асӑннӑ ялта пурӑнакан 49 ҫулти арҫыннӑн ҫуртне аҫа ҫапнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре кил хуҫин арӑмӗ тата ачисем пулнӑ. Вӗсем тухса тарма ӗлкӗрнӗ.

Урама тухсан хӗрарӑм пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Вырӑна виҫӗ техника ҫитнӗ. Юнашар ялти пушар командисен хӑйирӗкҫисем те ҫулӑма сӳнтерме пулӑшнӑ.

Пушарта ҫурт тӑрри, мачча сиенленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑкак 200 пин тенкӗпе танлашнӑ.

 

Политика

Халӑха — ваттине те, яшшине те — калаҫтаракан пенси реформипе ҫыхӑннӑ саккун проектне Раҫҫейӗн Патшалӑх Думи паян пӑхса тухнӑ. Ӑна хальлӗхе пӗрремӗш вулавпа тишкернӗ.

Асӑннӑ саккун проектӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх арҫынсене ӳлӗмрен 65 ҫулта тивӗҫлӗ канӑвӑ кӑларӗҫ, хӗрарӑмсене 63 ҫулччен ӗҫлеттерӗҫ. Саккун проектне ҫӗршывӑн Правительстви сӗннӗ. Ҫӗнӗлӗхӗн ырлӑх-пурлӑхӗ пирки калаҫнӑ май пенси ҫулталӑкне вӑтамран 12 пин тенкӗ ӳсӗ тесе савӑнтарасшӑн. Пенси ҫулӗнчисем нумайланса кайнине, вӑйпиттисем сахалраххине те палӑртаҫҫӗ.

Саккун проектне пӗрремӗш вулавпа тишкернӗ чух оппозици текен парти пайташӗсенчен пӗр коммунист тытӑнса тӑнӑ, ыттисем саккун проектне хирӗҫ сасӑлани паллӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсенчен Наталья Поклонская ҫеҫ хирӗҫ пулнӑ.

Пирӗн Чӑваш Енрен суйланнӑ ултӑ депутатран Алена Аршинова, Николай Малов тата Леонид Черкесов саккун проекчӗшӗн пулнӑ. Вӗсем пурте — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем. Хирӗҫҫисем — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пайташӗсем Анатолий Аксаков тата Олег Николаев, ҫавӑн пекех Валентин Шурчанов коммунист.

 

Чӑвашлӑх

Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗрне нумаях пулмасть Петӗр Хусанкай ятне панӑ. Чӑваш халӑх поэчӗн ячӗпе хисепленме тивӗҫни — уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен 49-мӗш номерлӗ вӑтам шкул.

Республикӑн тӗп хулинчи вӗрентӳ учрежденине Петӗр Хусанкай ятне парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Улшӑну пулса иртнӗ хыҫҫӑн шкулпа ҫыхӑннӑ хутсене тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртмелле. Сити-менеджер алӑ пуснӑ документра ҫавна та пӑхса хӑварнӑ.

Чӑваш халӑх поэчӗн ячӗпе хисепленме тытӑннишӗн шкулӑн тӗллевӗллӗ малтанхиллех юлассине те хушура асӑннӑ.

Вӗренӳ учрежденийӗн ятӗнче улшӑну пулса иртнине сумлӑ ҫыннӑн ятне асра тытас тӗллевпе сӑлтавланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/node/29701
 

Экономика

Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкара хӗвел модулӗпе ӗҫлекен катамаран килӗ. Унпа паллаштарассишӗнех «Эковолна» (чӑв. Экоюхӑм) фестиваль ирттерӗҫ. Ҫавӑнта ӑслӑлӑхпа техника ҫитӗнӗвӗ ҫинчен калаҫӗҫ. Ҫӗнӗ йышши катамаранпа паллаштарассишӗн журналистсене пресс-конференцие пухӗҫ. Мухтанмалӑх-мӑнаҫланмалӑх, чӑн та, сӑлтавӗ пур. Катамарана электродвигатель вырнаҫтарнӑ. Хӗвел модулӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хевел» предприятире кӑларнӑскерсем.

Катамарана Питӗрте хута янӑ. Хӗвел модулӗсен пӗтӗмӗшле хӑвачӗ — 9 кВт.

Катамаран ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫула тухнӑ. Раҫҫейре халиччен пулман катамаран «Питӗр – Аслӑ Новгород – Мускав – Аҫтӑрхан» маршрутпа ҫула тухнӑскер ҫӗршывӑн 20 регионӗпе иртсе 5 пин ытла километр ҫӗнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Йывӑҫ чӳречесене пирӗнтен чылайӑшӗ пластикран тунисемпе ылмаштарма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Материалӗ сиенлӗ теҫҫӗ те, анчах лайӑх хупӑнать, ҫил вӗрсе тӑмасть, кӗркунне шӑтӑксене хутпа ҫыпӑҫтарма хӑтласа минремелле мар. Ырлӑх! Кантӑка яри уҫса хурсан шӑна-пӑван вӗҫсе кӗреймӗ: ятарлӑ ҫеткӑ вырнаҫтарнӑ. Анчах, шел те, ача-пӑча ҫавна пула шар курать. Ун пирки темле асӑрхаттарсан та инкек тупӑнсах тӑрать.

Утӑ уйӑхӗн 14-18-мӗшӗсенче Чӑваш Енри тӗрлӗ вырӑнта ҫулталӑкран пуҫласа виҫӗ ҫулчченхи виҫӗ ача чӳречерен ӳкнӗ. Ӗнер, акӑ, инкек Патӑрьелте сиксе тухнӑ. Унта икӗ ҫулхи ача шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен ҫеткӑ ҫумне тӗршӗннӗ те иккӗмӗш хутран персе аннӑ.

Пӗр кун маларах Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫулталӑк ҫурӑри ача иккӗмӗш хутран ӳкнӗ. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унтах пиллӗкмӗш хутран ҫулталӑкри ача персе аннӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Чӑваш Енри хӑш-пӗр районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑчӗ-ха. Чирлӗ чӑхсемлӗ территорисенче карантин тесе те йышӑнчӗҫ. Ун пеккине ҫак эрнере Ҫӗрпӳ хулинче те палӑртнӑччӗ. Чирлӗ чӑхсемлӗ хуҫалӑхсенче ҫеҫ мар, ҫывӑхри территорисенче те чир сарӑласран асӑрханмалли мерӑсем йышӑннӑччӗ.

Сӑмах май, чир Чулхула облаҫӗнчен сутма илсе килнӗ чӑх-чӗп урлӑ ҫакланма пулатрнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Апла-и, капла-и, халӗ тӗп тӗллев — кайӑк-кӗшӗк грипне малалла сарӑлма чарасси.

Комсомольски тата Патӑрьел районӗсенче чирлӗ чӑхсене тата вӗсен ҫӑмартисене халӑхран пуҫтарма тытӑннӑ. Кайӑк-кӗшӗке тата ҫӑмартана утилизацилӗҫ.

Чирлӗ чӑхпа унӑн ҫӑмартишӗн хыснаран укҫа тӳлеме пӑхса хӑварнӑ. Пӗр килограм чӗрӗ виҫешӗн 55 тенкӗ те 60 пус саплаштарӗҫ, 10 ҫӑмарташӑн — 29 тенкӗ те 70 пус.

 

Страницӑсем: 1 ... 2094, 2095, 2096, 2097, 2098, 2099, 2100, 2101, 2102, 2103, [2104], 2105, 2106, 2107, 2108, 2109, 2110, 2111, 2112, 2113, 2114, ... 3957
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.