Спорт
![]() Чӑваш Енре ача-пӑчан следж-хоккей ушкӑнне (чӑвашларах каласан, ҫуна ҫинчи хоккей) йӗркеленӗ. Ӑна «Атӑл» ят панӑ. Ун пек ушкӑн пирӗн республикӑра халиччен пулман. Следж-хоккей ушкӑнӗ ҫинчен Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайтӑшӗсемпе ӗнер ирттернӗ канашлура спорт министрӗ Сергей Шелтуков каласа кӑтартнӑ. Шупашкарта следж-хоккей ушкӑнне йӗркелеме Ача-пӑча следж-хоккей лигипе Еленӑпа Геннадий Тимченкосен ыр кӑмӑллӑх фончӗн пӗрлехи проекчӗ май панӑ. Шӑпах ҫав проектпа килӗшӳллӗн ятарлӑ оборудовани, кирлӗ хатӗр-хӗтӗр уйӑрнӑ. Ушкӑна пуҫарма укҫа та панӑ. Следж-хоккей ушкӑнӗсем хальлӗхе пирӗн ҫӗршыври тӑхӑр регионта ҫеҫ. Чӑваш Енри команда Шупашкарти спортпа хӑнӑхтару шкулӗнче ӗҫлет. Унта утас, ура ҫинче тӑрас енпе хавшак ачасене, 7 ҫултан пуҫласа 18 ҫул таранчченхисене, йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сергей Лаврентьев Ӗнер Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери кинофестивӑль вун пӗрмӗш хутчен уҫӑлнӑ. Ҫав пулӑма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитсе курнӑ, сӑмах каланӑ. Сӑмах калакансем татах пулнӑ-ха. Кинофорума хутшӑнакан илемлӗ фильмсен тӗп конкурсӗн жюри ертӳҫи, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ, СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Александр Прошкин темиҫе ҫул каялла Шупашкара пӗрремӗш хут килнине ӑшшӑн аса илнӗ. Вӑл Шупашкар ҫыннисем кинотеатра йышлӑ ҫӳренине палӑртнӑ. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсӗнчи кинокритикӗ Нэнси Конди фестиваль пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Кинофестиваль «Холодное лето пятьдесят третьего» фильмпа уҫӑлнӑ. Унӑн режиссёрӗ — эпир маларах асӑннӑ Александр Прошкин. Кинофорума фестивалӗн илемлӗх ертӳҫи Сергей Лаврентьев старт панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче газ укҫипе парӑмлисем пирки черетлӗ хутчен калаҫнӑ. Канашлӑва Михаил Игнатьев Элтепер ертсе пынӑ. Унта пысӑк парӑм пухӑнса кайнӑ район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене йыхравланӑ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов хутшӑннӑ. Муниципалитетсен газ парӑмӗ хальхи вӑхӑтра 1 млрд 465 млн тенке ҫитсе кайнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫав вӑхӑтринчен ку вӑл 37,2% нумайрах. Уйрӑмах пысӑк парӑмлисем — Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр хулисем тата Вӑрнар районӗ. Кияметдин Мифтахутдинов ӗнентернӗ тӑрӑх, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе парӑм пирки пӗрре ҫеҫ мар калаҫнӑ, ыйтӑва татмалли мелсене сӳтсе явнӑ. Апла пулин те хӑш-пӗр ҫӗрте лару-тӑру ҫивӗчленсе пырать имӗш. Элтепер управляющи компанисене те ӳпкеленӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, хайхисем укҫа пухаҫҫӗ, анчах газовиксемпе татӑлма васкамаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти унччен лавкка пулнӑ ҫурта реконструкциленӗ чухне 37 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Совет урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне арҫын ҫине перегородка йӑтӑнса аннӑ та ӑна хӗстерсе лартнӑ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Арҫын унта субподрядчик пек килӗшӳ тумасӑр ӗҫленӗ. Инкек мӗншӗн сиксе тухнине уҫӑмлатмашкӑн судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Тӗрӗслев ӗҫне Чӑваш Енри Ӗҫ патшалӑх инспекцийӗн специалисчӗсем те хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Константин Иванов уява пуҫтарать. Ҫакӑн пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат паян пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, савӑнӑҫлӑ мероприяти ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялӗнче иртӗ. Ӑна Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ йӗркелӗҫ. Вилӗмсӗр классикӑмӑр Константин Иванов ҫуралнӑранпа кӑҫал 128 ҫул ҫитет. Мухтавлӑ «Нарспи» поэмӑн авторне халалланӑ мероприяти 15 сехетре пуҫланӗ. Программӑра — поэт музей-ҫурчӗпе паллаштарасси, Кӗҫтенттин палӑкӗ умне чӗрӗ чечек хурасси, ҫӑлкуҫ патне анса унӑн сиплӗ шывне ас тивесси, сӑвӑ каласси, вырӑнти тата хӑнасен пултарулӑх ушкӑнӗсен ӑсталӑхӗпе паллашасси. Йӗркелӳҫӗсем пурне те хапӑл туса кӗтнине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Шупашкар Раҫҫейри усал сӑмахпа перкелешме юратакан 30 хула йышне кӗнӗ. «Zoom Market» маркетинг компанийӗ интервьюсем илсе ҫакнашкал танлаштарӑм хатӗрленӗ. Унта пӗтӗмпе 30 хула кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар та пур. Вӑл 13-мӗш вырӑн йышӑнать. Малти йӗркесене вара Пермь, Воронеж, Иваново хулисем лекнӗ. Чи юлашки йӗркере – Омск, Владивосток тата Хусан. Ыйтӑма 18-54 ҫулсенчи 3 пин ҫын хутшӑннӑ. Вӗсене виҫӗ ыйту панӑ. Пӗрремӗшӗ – эсир усал сӑмахпа перкелешетӗр-и? Иккӗмӗшӗ – тӑтӑшах усал сӑмахпа усӑ куратӑр-и? Виҫҫӗмӗшӗ – паян эсир усал сӑмах каланӑ-и? Агентствӑн коммерци директорӗ Андрей Штыров каланӑ тӑрӑх, ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗ интереслӗ пулнӑ. Ытларах ҫамрӑксем усал сӑмахпа калаҫаҫҫӗ-мӗн. Ҫакна Раҫҫейри музыка ушкӑнӗсем тата YouTube видеохостинг витӗм кӳреҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче тепӗр 5—7 кунтан ҫур акине вӗҫлесшӗн. Ҫакна паян республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура Сергей Артамонов вице-премьер — ял хуҫалӑх министрӗ ӗнентернӗ. Паянхи кун тӗлне хуҫалӑхсем тӗрлӗ культурӑна планпа палӑртнин 76,3% чухлӗ. Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Патӑрьел районӗсем уйрӑмах лайӑх ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗрулми кӑҫал 9 пин гектар йышӑнмалла. Ку вӑл — пӗлтӗрхинчен нумайрах. Сахӑр кӑшманӗн тата хӗвелҫаврӑнӑшӗн лаптӑкне чакарӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах техника культурисен лаптӑкӗ рапс, йӗтӗн тата горчица самай акнине кура пысӑкланӗ. Пӗр-пӗр хуҫалӑхра ҫур аки вӗҫленсен пушаннӑ техникӑна тепӗр хуҫалӑхсене пулӑшма ярасшӑн. Ҫак шухӑша Михаил Игнатьев Элтепер палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри ҫамрӑксен тӗп проекчӗсенчен пӗри – чӑваш ачисен «Аталан» форумӗ. Унти чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Проектӑн авторӗ — Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн ӗҫтӑвком ертӳҫин ҫамрӑксен политики енӗпе ҫумӗ Артем Носков. Форума Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнчи вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Унта 12—18 ҫулсенчи шкул ачисем хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем проект ачасене ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарнине палӑртаҫҫӗ. Чӑваш ачисем валли 7 кейс хатӗрленӗ. Вӗсем ташӑҫӑ, актер, ҫыравҫӑ ӑсталӑхӗсене ӑша хывса пӑхнӑ. Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, Петр Хусанкай тата Иван Яковлев кун-ҫулӗсемпе те паллаштарнӑ. «Шел пулин те, йыхравланӑ районсенчен хӑшӗ-пӗринчен делегатсем пулмарӗҫ. Пӑва, Апас, Теччӗ, Элмет, Пӗкӗлме районӗсенчен, Анат Кама хулинчен пӗр шкул ачи те, пӗр вӗрентекен те ҫитмерӗ. Ҫитес ҫулсенче вӗсенчен те делегатсем пуласса шанса тӑратпӑр», — ҫырнӑ «Сувар» хаҫатра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗпреҫ район администрацийӗн сайтӗнче ку хыпара иртнӗ уйӑхӑн 19-мӗшӗнчех пичетленӗ-ха. Ӑна Киров ял тӑрӑхӗн сайтӗнче те вырнаҫтарнӑ. Хуйхӑллӑ хыпар «Актуаллӑ» баннерта тӑнӑран пирӗн куҫ тӗлне лекрӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Йӗпреҫри Васильевсен пӳрчӗ ҫуннӑ. Арӑмӗпе упӑшки Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи ҫар ӗҫ комиссариатӗнче ӗҫлеҫҫӗ иккен. Ачисем вак-ши е ӳссе ҫитнӗ-ши — кӗске хыпарта ӑна пӗлтерсе тӑман. Вӑрӑран юлать тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ. Пушар, шел те, йӑлтах тӗп тӑвать. Инкекри ҫемьене пулӑшма ыйтса ҫырнӑ. Укҫа куҫармашкӑн банк карттисен номерӗсене те кӑтартнӑ: «ВТБ 24» кредит учрежденийӗнче уҫнӑ карттӑ номерӗ — 5368 2900 1562 4572; Перекет банкӗнчи карттӑ номерӗ — 5469 7500 1086 2970. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль уҫӑлать. Вӑл 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Кинофорум ӗҫлеме пуҫличчен, кӑнтӑрла, пресс-конференци иртнӗ. Журналистсемпе йӗркеленӗ тӗл пулӑва кинофестивалӗн пултарулӑх ертӳҫи, Раҫҫей киноискусствин академийӗн академикӗ Сергей Лаврентьев ертсе пынӑ. Унта этника тата регион киновӗн конкурсне суйласа илнӗ ӗҫсен комиссийӗн ертӳҫи Сергей Анашкин, илемлӗ фильмсен тӗп конкурсӗн жюри ертӳҫи, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ, СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Александр Прошкин, этника тата регион фильмӗсен жюри ертӳҫи, АПШ кинокритикӗ Нэнси Конди тата ыттисем хутшӑннӑ. Кинофестиваль тӗллевӗ, унӑн йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, — хальхи вӑхӑтри сахал йышлӑ халӑхсен фильмӗсене аталанма пулӑшасси, ку енӗпе пултаруллӑ ӗҫсене тупса палӑртасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |