Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен тӗп хулана 5 тоннӑран йывӑртарах машинӑсене кӗме чармашкӑн йышӑну кӑларнӑ. Асӑннӑ документа мэрин официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫапла майпа ҫитес тунтикунран пуҫласа Шупашкара кӗмелли ҫулсем ҫинче – тӗпрен илсен, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне тата Улатӑр шоссисенче — виҫев тӗрӗслевӗн стационарлӑ пункчӗсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ мобильлӗ комплекса хута ярӗҫ. Вӗсем пурте талӑкӗпех ӗҫлӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, Шупашкар хулине ирӗк илмесӗр кӗнӗ водительсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, ку статьяпа килӗшӳллӗн йӗркене пӑснисене 5 пин тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Сирире пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче персе аннӑ «АН-26» самолетра пулнӑ, Самар облаҫӗнчи Анатьялта (вӑл — чӑваш ялӗ) ҫуралнӑ Владимир Еремеев генерал-майора пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пытарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Владимир Вениаминович, аса илтерер, 1964 ҫулта ҫуралнӑ. Малтан Суворов училищинче, кайран танк училищинче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн Мускавра пурӑннӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче Тӗрӗслевпе надзор тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Генерал-майора Мускав облаҫӗнчи Мытищи хулинчи Федерацин ҫар мемориалӗн ҫӑвине пытарнӑ. Унта «Сыны отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) юлташлӑхӑн Мускаври организацийӗн пайташӗсем, пурӗ 16 ҫын, хутшӑннӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн офицера Паттӑрлӑх орденӗпе чыслама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне паллӑ тунӑ кун республикӑра икӗ пушар тухнӑ. Тӑвай районӗнче ирхи 3 сехетре ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм алхаснине кил хуҫи хӗрарӑмӗн ывӑлӗ асӑрханӑ. Амӑшӗ патакпа ҫеҫ утайнӑ. Ывӑлӗ ӑна ҫӑлас тесе ҫунакан пӳрте кӗнӗ, анчах тӗтӗме пула кравате шыраса тупайман, каялла урама тухнӑ. Шел те, 78 ҫулти хӗрарӑм пушарта вилнӗ. Унӑн виллине прихожӑйӗнче тупнӑ. Тепӗр пушар Шупашкар районӗнче пулнӑ. Унта хӑпартма пуҫланӑ ҫурт ҫуннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 68 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл ҫав ҫуртра пӗчченех пурӑннӑ. Пушар кил хуҫи асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухма пултарнӑ. Ҫак версие тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Республикӑра 80 ҫултан иртнӗ ҫынсен шучӗ ҫулран-ҫул ӳсет. Кун пирки Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтерет. Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑра тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ 370 пин пурӑнать. Вӗсенчен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ – хӗрарӑмсем. Ҫакна та палӑртмалла: Чӑваш Енре 100 ҫул каҫнӑ 65 ҫын кун кунлать. Вӗсенчен 62-шӗ – хӗрарӑмсем. 100 ҫул тултарнӑ ҫынсенчен чылайӑшӗ Шупашкарта пурӑнать. Вӗсем 11-ӗн. Ку енӗпе Елчӗк районӗ ытти районтан малта. Унта 6 ҫын 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Республикӑри чи ватӑ ҫын ӑҫта пурӑнать-ха? Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче. Вӑл кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче 104 ҫул тултарнӑ. Сӑмах май, Раҫҫейре 7 пин ытла ҫын 100 ҫултан иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ҫын вӗлернӗ тӗслӗх 70 процента яхӑн ӳснӗ. Кунашкал преступлени пӗлтӗрхи ку тапхӑрта 13 пулнӑ, кӑҫал вара — 22. Ҫакӑн пирки паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Леонид Вакс пӗлтернӗ. Кӑҫал пурнӑҫран уйӑрнӑ 22 ҫынран 17-шӗ – арҫын, 5-шӗ — хӗрарӑм. 16 преступлени йӑлара пулнӑ. Паянхи кун тӗлне тискер ӗҫ тунисене пурне те тытса чарнӑ. Асӑнса хӑвармалла, 15 преступление эрех ӗҫнӗ вӑхӑтра е ун хыҫҫӑнах тунӑ. Тепӗр самант. Чӑваш Енре кун йышши преступленисем ытларах чухне уяв кунӗсенче пулаҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, пуш уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче виҫӗ ҫынна вӗлернӗ, тепӗр виҫӗ ҫыннӑн сывлӑхне самай хавшатнӑ. Ултӑ тӗслӗхӗнче те тискер ӗҫе тӑвакансем ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Софья Авазашвили. soffly-studio.com сӑнӗ. Грузире ҫуралнӑ, пӗчӗк чухне Шупашкара куҫса килнӗ Софья Авазашвили «Песни» шоу-программӑн кастингне хутшӑннӑ. Максим Фадеевпа Тимати ирттерекен проекта эфира пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑларнӑ. Шоу-программӑн суйлав тапхӑрӗн пиллӗкмӗш кӑларӑмӗнче Софья хӑй ҫырса кӗвӗленӗ юрра шӑрантарнӑ. Проектра юлас, тепӗр тапхӑра куҫас тесен унта хутшӑнакансен пӗр тӳрене те пулин килӗшмелле. Софья вара тӳрех виҫӗ тӳре кӑмӑлне кайнӑ. «Мана килӗшрӗ, эпӗ сана ӗнентӗм», — тенӗ Максим Фадеев продюсер. «Маншӑн эсӗ тепӗр тапхӑра куҫатӑн», — палӑртнӑ опера юрӑҫи Аида Гарифуллина. Асӑнса хӑвармалла, ку проект Софья Авазашвилишӗн пӗрремӗш мар. Унччен вӑл Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Голос» шоу-программӑра хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре Л.С.Выготский ячӗллӗ конкурс иртнӗ. Нумай пулмасть эксперт канашӗ ӑна пӗтӗмлетнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: конкурс ҫӗнтерӳҫисен йышне Шупашкарти 10 ача пахчин педагогӗсем кӗнӗ: 2, 8, 70, 95, 106, 123, 127, 164, 167, 201-мӗш номерлисенче ӗҫлекенсем. Пӗтӗмпе конкурса 2769 ҫынран заявка килнӗ. Вӗсен йышӗнче шкул умӗнхи вӗренӗвӗн педагогӗсем тата аслӑ шкулсенче ҫак профильпе ӑс пухакан студентсем пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ педагогсене 50-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Мала тухнӑ студентсене вара 20-шер пин тенкӗ лекӗ. Кунсӑр пуҫне Шупашкарти 123-мӗш тата 164-мӗш ача пахчисен педагогӗсене «Ҫуллахи шкула» чӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем экспертсемпе тӳлевсӗрех тӗл пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ӗнер «Что? Где? Когда?» (чӑв. Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?) кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта хутшӑнакансем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан студенткӑн ыйтӑвне хуравлайман. Ҫапла майпа пирӗн ентеше 50 пин тенкӗ лекнӗ. Анастасия Скрябина вӑйӑҫӑсене спортпа ҫыхӑннӑ ыйту панӑ. Вӗсене 1930-мӗш ҫулсенчи сӑнӳкерчӗке кӑтартнӑ. Унта манекенщица пулнӑ. Вӑл пилӗкӗ ҫумне хӑйне евӗр ункӑ (обруч) ҫирӗплетнӗ. Ҫав ункӑпа мӗн тӗллевпе усӑ курнӑ-ши? Ҫакнашкал ыйту пулнӑ. Вӑйӑҫӑсем икӗ вариант пирки шухӑшланӑ. Пӗрремӗшӗ: вӑл ишнӗ чухне кирлӗ пулнӑ. Иккӗмӗшӗ: ункӑ юбкӑна кӑпӑшкарах кӑтартнӑ. Вӑйӑҫӑсем пӗрремӗш варианта суйланӑ. Анчах вӗсем йӑнӑшнӑ. Унка (обруча) конькипе ярӑнакансем тӑхӑннӑ-мӗн. Вӑл пӑр тӑрук катӑлсан шыва анса кайма паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнчи пӗр ялта чутах пысӑк инкек пулман. Телее, кил хуҫи хӗрарӑмӗ вӑхӑтра вӑранса ӗлкӗрнӗ. Унсӑрӑн ҫемйипех сӗрӗмпе наркӑмӑшланса ҫут тӗнчерен уйрӑлӗччӗҫ. Ку пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Нумай ачаллӑ амӑшӗ кӑмака хутнӑ, анчах юшкине кӑвар шӑранса пӗтмесерех хупса лартнӑ. Ҫав вӑхӑтра килте 7-ри, 8 ҫулти тата 14-ри ачасем пулнӑ. Вӗсем чутах сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилмен. Амӑшӗ те, ачисем те ҫывӑрнӑ. Хӗрарӑм хӑйне япӑх пулса кайнипе вӑраннӑ. Вӑл пӳлӗмре сӗрӗм шӑрши сарӑлнине сиснӗ те часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Кил-йыша пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Полици ӗҫченӗсем кӑмакана вӑхӑтра тӗрӗслемеллине аса илтереҫҫӗ, юшкӑна кӑвар пӗтсен ҫеҫ хупмалли пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Лакӑр ялӗнче пурӑннӑ виҫӗ ҫулти хӗрача шыва путнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек пирки йӗрке хуралҫисене ӗнер, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, систернӗ. Халӗ ку ӗҫпе тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Унтан та ытларах — ӗҫ-пуҫа Раҫҫей следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрассине пӗлтернӗ. Тӗпчевҫӗсен пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, виҫҫӗри хӗрача асӑннӑ ялпа юхса иртекен Йӑршу юханшывне путнӑ. Ача шывпа чыхӑнса мар, шӑнса кӳтнипе вилнӗ имӗш. Тепӗр хутчен палӑртар: тӗпчев малалла пырать, инкек сӑлтавӗ, ачана кам пӑхса ҫитерейменни, вӑл шыв хӗрне мӗнле майпа ҫитсе тухни каярах паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |