Культура
![]() Елена Рябцева Турцинчи кинофестивальте Пӗлтӗр ҫулла Муркаш районӗнче Елена Рябцева режиссер ӳкернӗ «Юман» фильмне авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Лондонри «INSHORT 2018» кинофестивальте кӑтартнине эпир пӗлтернӗччӗ. Кун ҫути курнӑранпа тӗрлӗ кинофорума ҫитме ӗлкӗрнӗ ӗҫпе халӗ тата Турцинче паллаштарнӑ. Авӑн уйӑхӗн 22-30-мӗшӗсенче Турцинчи Адана хулинче Пӗтӗм тӗнчери 25-мӗш кинофестиваль иртнӗ. Елена Рябцева ӳкернӗ кӗске метражлӑ фильма унта «Тюркский мир» (чӑв. Тӗрӗк тӗнчи) конкурсри мар программӑна кӗртнӗ. Турцинче пулнине Елена Рябцева асра юлмалли пулӑм тесе хаклать. Ҫыран хӗрринче вырнаҫнӑ хула илемӗпе киленнипе пӗрлех конкурс тата конкурс мар программӑна кӗртнӗ ӗҫсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Алексея Федорченко кинорежиссер тата продюсер ирттернӗ ӑсталӑх сехетӗнче ҫӗннине ӑша хывнӑ. Сӑмах май каласан, А. Федорченкон «Овсянки» фильмӗ чӑваш «Юманӗн» референсӗ пулнӑ. Фестивале Дагестанри, Кабарда-Балкарти, Пушкӑртстанри, Якут Республикинчи, Гагаузинчи, Кӑркӑстанри, Азербайджанри киноӑстисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |