Тутарстанри Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштекӗ ялӗнче пурӑнакан ачасем чӑваш, тутар, вырӑс, удмурт ташшисене ташлаҫҫӗ. Вӗсене ҫак ӑсталӑха асӑннӑ ялти культура ҫуртӗнче хӑнӑхтараҫҫӗ.
Учреждени ертӳҫи Тамара Петрова Тат.медиа кӑларӑма пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта ачасен юрӑ-ташӑ кружокӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ачасем халӑх музыка инструменчӗсемпе калаҫҫӗ, театр кружокне ҫӳреҫҫӗ.
«Эпир чӑваш ташшисене вӗренетпӗр кӑна мар, ытти халӑх культурине те аталантаратпӑр. Нумаях пулмасть выляса илнӗ 100 пин тенкӗ укҫапа наци тумтирӗсене ҫӗлеттертӗмӗр», — тесе каласа кӑтартнӑ культура ҫурчӗн ертӳҫи.
Ҫӗнӗ тумтирпе Чӑваш Киштекӗнчи ачасем сцена ҫине тухнӑ та ӗнтӗ.
Тат.медиа Пӑва районӗнче тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пурӑннине пӗлтернӗ. Унта нумаях пулмасть куҫса пынисем те пур иккен. Вӗсем пурте туслӑ пурӑннине пӗлтернӗ.