Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тутарстанри чӑваш ачисен «Аталан» форумӗ иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 21.05.2018 19:16 | 1725 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Тутарстанри ҫамрӑксен тӗп проекчӗсенчен пӗри – чӑваш ачисен «Аталан» форумӗ. Унти чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Проектӑн авторӗ — Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн ӗҫтӑвком ертӳҫин ҫамрӑксен политики енӗпе ҫумӗ Артем Носков.

Форума Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнчи вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Унта 12—18 ҫулсенчи шкул ачисем хутшӑннӑ.

Йӗркелӳҫӗсем проект ачасене ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарнине палӑртаҫҫӗ. Чӑваш ачисем валли 7 кейс хатӗрленӗ. Вӗсем ташӑҫӑ, актер, ҫыравҫӑ ӑсталӑхӗсене ӑша хывса пӑхнӑ. Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, Петр Хусанкай тата Иван Яковлев кун-ҫулӗсемпе те паллаштарнӑ.

«Шел пулин те, йыхравланӑ районсенчен хӑшӗ-пӗринчен делегатсем пулмарӗҫ. Пӑва, Апас, Теччӗ, Элмет, Пӗкӗлме районӗсенчен, Анат Кама хулинчен пӗр шкул ачи те, пӗр вӗрентекен те ҫитмерӗ. Ҫитес ҫулсенче вӗсенчен те делегатсем пуласса шанса тӑратпӑр», — ҫырнӑ «Сувар» хаҫатра.

#Теччӗ районӗ, #Апас районӗ, #Пӑва районӗ, #форумсем, #ачасем, #ҫамрӑксем, #Сиктӗрме-Хусанкай, #Элкел районӗ, #Тутарстан, #культура, #чӑвашлӑх, #Элмет районӗ, #Пӗкӗлме районӗ, #Анат Кама

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-78974186_1581
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем