Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тутарстанра чӑваш пикисенчен чи хитрине палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.03.2018 18:22 | 2424 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Тутарстан чӑваш пики – 2018» республика конкурсӗ кӑҫалхипе 9-мӗш хут иртнӗ. Вӑл Хусанти Халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче пулнӑ.

Вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, тӗп титулшӑн 13 хӗр тупӑшнӑ. «Йӗркелӳҫӗсем маларах шантарнӑ пекех ҫӗнӗлӗхсем нумай пулчӗҫ. Ҫапах та конкурсӑн тӗп темине чӑваш хӗрарӑмне халалланӑ», — пӗлтернӗ хаҫатра.

Хӗрсене тӗрлӗ номинаципе хакланӑ: «Сапӑр пике» – Регина Сеслюкова (Ҫӗпрел, Хулаҫырми); «Йӑл кулӑ» – Милена Скобелева (Элмет районӗ, Чӑваш Сиреньел); «Сатур пике» – Диана Мердюкова (Ҫӗпрел, Кивӗ Чакӑ); «Илем пике» – Екатерина Тюплина (Пӑва районӗ, Мӑкӑр); «Ҫепӗҫ пике» – Эльвина Фаррахова (Павлӑ районӗ, Потап-Тӑмпӑрлӑ); «Илӗртӳллӗ пике» – Анастасия Илюхина (Хусан); «Хӳхӗм пике» – Карина Туктамышева (Элмет районӗ, Клемтел); «Ӑс-хакӑл пике» – Александра Краснова (Ҫарӑмсан районӗ, Акрель); «Тарават пике» – Кристина Кузнецова (Теччӗ районӗ, Ҫармӑс); «Кӗмӗл саслӑ пике» – Екатерина Осипова (Нурлат районӗ, Якуркел); «Чи килпетлӗ пике» – Анастасия Дмитриева (Павлӑ районӗ, Ваҫкино-Туйраллӑ); «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» – Юлия Еликова (Элкел районӗ, Чӑваш Пӑрнайӗ).

Тӳресем пӗр саслӑн пулса «Сар пике» номинацие (III вырӑна) – Регина Сеслюковӑна панӑ; «Маттур пике» номинацие (II вырӑна) Анна Тихонова ҫӗнсе илнӗ. Тӗп титула Карина Туктамышева тивӗҫнӗ.

#Павлӑ районӗ, #Ҫармӑс, #Теччӗ районӗ, #Акрель, #культура, #конкурссем, #чӑвашлӑх, #Тутарстан, #ҫамрӑксем, #Хулаҫырми, #Ҫӗпрел, #Элмет районӗ, #Чӑваш Сиреньел, #Ҫӗпрел, #Кивӗ Чакӑ, #Пӑва районӗ, #Мӑкӑр, #Павлӑ районӗ, #Потап-Тӑмпӑрлӑ, #Элмет районӗ, #Клемтел, #Хусан, #Ҫарӑмсан районӗ, #Ваҫкино-Туйраллӑ, #Элкел районӗ, #Чӑваш Пӑрнайӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем