Культура
![]() Элина Нечаева Ҫак кунсенче Португалири Лиссабон хулинче «Еврокурав-2018» юрӑ конкурсӗ малалла пырать. Вӑл ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчех пуҫланчӗ-ха. Раҫҫейрен унта Юлия Самойлова хутшӑнчӗ. Сцена ҫине вӑл ӗнер тухрӗ. Пирӗн ҫӗршыв юрӑҫи, шел те, финала лекеймерӗ. Финала суйласа илнӗ 10 юрӑҫ хушшинче Эстонири Элина Нечаева пур. Эпир, чӑвашсем, унпа тивӗҫлипех мухтанса мӑнаҫланма пулатратпӑр. Унра эстон, вырӑс, чӑваш юнӗ чупать иккен. Элина Нечаева – опера юрӑҫи. Халӗ вӑл — 26 ҫулта. Ачаллах юрлама юратнӑскер икӗ ҫул каялла Эстонири музыкӑпа театр академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗнче шайӗнчи конкурссене вӑл унччен те хутшӑннӑ. Пӗр вӑхӑт модель пулса ӗҫленӗ. Финалта Эстони пикине епле йышӑнни ыран, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, палӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |