Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шӑмӑршӑра Яковлев вулавӗсем иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.04.2018 18:49 | 1484 хут пӑхнӑ
Культура

Шӑмӑршӑ районӗнче «Иван Яковлев – Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр» ятпа Яковлев вулавӗсем районти конкурс иртнӗ. Ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Конкурса 5—11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Конкурса районти тӗп, Асанкассинчи, Пуянкассинчи, Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнчи, Анат Чаткасри, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑри, Кивӗ Чукалти, Карапай Шӑмӑршӑри, Чукалти, Хайпӑлари, Васанти вулавӑшсенчен 19 заявка ҫитнӗ.

Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ, вулавӑш пуҫлӑхӗ тата вулавӑш ӗҫченӗ хакланӑ.

«Илемлӗ сӑмах» номинацире Шӑмӑршӑри вӑтам шкулти Максим Чураков ҫӗнтернӗ, «Илемлӗ вулав» номинацире — Виҫпӳрт Шӑмӑри Анна Мульдиярова, «Инсценировка» номинацире — Васанти шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем.

#культура, #вулавӑшсем, #Асанкасси, #Пуянкасси, #Пӑчӑрлӑ Пашьел, #Анат Чаткас, #Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ, #Кивӗ Чукал, #Карапай Шӑмӑршӑ, #Чукал, #Хайпӑла, #Васан, #конкурсем, #шкулсем, #ачасем, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем