Культура
![]() Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырмари культура ҫуртӗнче «Канаш ен мерченӗсем» ача-пӑча пултарулӑхӗн XXVIII фестивалӗ иртнӗ. Фестивале Раҫҫейре кӑҫал туса хунӑ Нимеҫӗсен ҫулталӑкне халалланӑ. Унӑн тӗллевӗ пултаруллӑ ҫамрӑк юрӑҫсене тупса палӑртасси теҫҫӗ. Фестивале 16 вӗренӳ учрежденийӗнчи 100-е яхӑн ача хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ҫулхи ачасем пулнӑ унта. Пилӗк ҫултан кӗҫӗнреххисем те сцена ҫине тухнӑ. Суйлав турӗнче ачасен 85-е яхӑн номерне хакланӑ. Унта суйласа илнӗ 26 номере гала-концертра кӑтартнӑ. Концерта вокал-ансамблӗсем, триосем, дуэтсем, солистсем, хитре вулакансем; ҫавӑн пекех ташӑ, инструмент, фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Шкул ачисем те, шкул ҫулне ҫитменнисем те гала-концертра чӑннипех те савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |