Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта педофил ачасене тапӑнни пирки хыпар сарӑлнӑ. Чылайӑшне ку хытах сисчӗвлентернӗ. Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Университет урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра арҫын шкул ачинчен мӑшкӑллама тӑнӑ имӗш. Хайхискер хӗрачана унчченех йӗрленӗ, вӑл шкултан хӑҫан таврӑнассине пӗлнӗ, ӑна лифтра кӗтсе тӑнӑ-мӗн.
Ҫакнашкал хыпара ҫынсем халӑх тетелӗнче те сарнӑ, репост тунӑ. Педофилӑн сӑнӳкерчӗкӗ те пур.
Анчах ҫакна чӑнах та ӗненмелле-ши? РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев «Мой город Чебоксары» (чӑв. Манӑн хула Шупашкар) тӗнче тетелӗнчи хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал тӗслӗх пулман.