Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем

Экономика

Ҫу уйӑхӗн 24–26-мӗш кунӗсенче Питӗр хулинче халӑхсем хушшинчи экономика форумӗ иртӗ. Унта Чӑваш Енӗн делегацийӗ те хутшӑнӗ. Инҫе ҫула республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пыракан ушкӑн тухса кайнӑ. Йышра — Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – экономика министрӗ Владимир Аврелькин, усламҫӑсемпе «Эсӗ – предприниматель» федераци программине кӗнӗ ҫамрӑк предпрнимательсем.

Михаил Игнатьев ӗҫлӗ тӗл пулусене хутшӑнӗ, тӗрлӗ шайри тӳре-шарапа курнӑҫса ӗҫлӗ ыйтусене сӳтсе явӗ.

Питӗрти форума 1997-мӗш ҫултан йӗркелеме пуҫланӑ. 2006 ҫултанпа ҫак ӗҫе Раҫҫей Президенчӗ тӑтӑшах хутшӑнать. Ҫирӗм ҫулта форум шайӗ те ӳснӗ, унта тӗрлӗ шайри ҫынсем сӳтсе явакан ыйтусем те экономикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ.

 

Сывлӑх

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи хирургсем Чӑваш Енри ҫынна операци тунӑ. Хусанта тухтӑр ҫӗҫҫи айне выртма тивнӗ 49 ҫулти ҫыннӑн гипофиз аденоми пулнӑ. Шыҫӑ пысӑккине кура вӑл суккӑрланнӑ.

Регионсем хушшинчи клиникӑпа диагностика центрӗнче иртнӗ операцие пӗтӗм Раҫҫейри хирургсем пӑхнӑ. Тинӗс леш енчи тухтӑрсемпе Хусанти медицина ӗҫченӗсен тӑрмашӑвне ятарлӑ вӗренӳ центрӗнче сӑнама-вӗренме май килнӗ.

«Шыҫӑ питӗ пысӑккине кура вӑл ыйхӑ артерине сиенлетнӗ. Ҫав артерипе пуҫ мимине юн пырса тӑрать», – ӑнлантарнӑ операци тӗллевне АПШри Питтсбург университечӗн медицина центрӗн нейрохирургӗ, профессорӗ Пол Гарнер.

Операцие эндоскопи мелӗпе ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӗлӗкхилле касса тӑман, ҫӗнӗ йышши майпа усӑ курнӑ.

 

Хулара

Шупашкарти Модӑсен ҫуртӗнчи кафене тата каҫзи клуба хупма йышӑннӑ.

Шупашкар прокуратури Модӑсен ҫуртӗнчи «Паблик паб» клуба тата «Дровишки» пиццерие хупма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисемпе килӗшсе тӑмалла ӗҫсем пурнӑҫласан заведенисене ҫӗнӗрен уҫма чармӗҫ.

Сӑмах май, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Модӑсен ҫуртӗнчи кафере ҫулӑм хыпса илнӗччӗ. Унти ҫынсене васкаса урама кӑларнӑччӗ, пушара алхасма паманччӗ.

Республикӑн тӗп хулинчи «Модӑсен ҫурчӗ» центрта пушар сигнализацийӗ тата хӑрушлӑх пирки пӗлтерекен тытӑм юсав пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗ Правительство пайташӗсемпе ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирттернӗ канашлура суту-илӳпе кану центрӗсенчи тӗрӗслевӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвне тишкернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_18055
 

Раҫҫейре

Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра ачалӑх тапхӑрне тӑсма пултарӗҫ. Халӗ ку вӑхӑт 21 ҫулччен шутланать, малашне ҫак вӑхӑта 30-а ҫитересси пирки сӑмах тухнӑ.

«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Вести Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен хыпарӗсем) ушкӑнра ҫырнӑ тӑрӑх, ачалӑх тапхӑрне вӑрӑмлатас пирки Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова каланӑ.

Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ачалӑх тапхӑрне вӑрӑмлатас юхӑм тӗнчипех сисӗнет. Сӑмах май, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин пуҫламӑшӗнче ачалӑх вӑхӑчӗ пирӗн патра 14-ччен пулнӑ, 60-мӗш ҫулсенче — 16-ччен, халӗ — 21-ччен. Ӳлӗмрен ҫак вӑхӑта 25—30 ҫулпа танлаштарас сӑмах-юмах пур.

«Ҫынсен ӗмӗрӗ вӑрӑмлӑнтӑр тесен вӗсен сывлӑхӗшӗн ҫуралсанах тӑрӑшма тытӑнмаллӑ», — тенӗ Вероника Скворцова министр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_18023
 

Культура

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӗмӗрсен ташши» (вырӑсла ку уяв ятне «Танцы предков» тесе куҫарнӑ) пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна Владимир Милютин хореограф 70 ҫула ҫитнине халалланӑ.

Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсем Владимир Аркадьевича тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, Питӗре пырсан чӑваш хореографийӗпе паллаштарнишӗн тав тунӑ, Владимир Милютин ирттерекен занятисем асра юлнине ӑшӑ кӑмӑлпа палӑртнӑ. Куславкка ҫӗрӗ ҫинче ҫитмӗл ҫул каялла ҫуралнӑ чӑваш Питӗрти «Кевер» хореографи ансамбльне пулӑшса пынине, ҫавна май ушкӑн Питӗрпе Ленинград облаҫӗнче паллӑ ансамбльсенчен пӗри пулса тӑнине те асӑнса хӑварнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-146053914_1603
 

Ҫутҫанталӑк

Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулти 7-мӗш «а» класра вӗренекен ачасем «Заповедные острова России» (чӑв. Раҫҫейӗн заповедниклӑ утравӗсем) конкурсра ҫӗнтернӗ.

«Заповедники» (чӑв. Заповедниксем) центр тата «Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗ» ача-пӑчапа ҫамрӑксен организацийӗ кӑҫалхи ака-ҫу уйӑхӗсенче пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ирттернӗ.

«Маттур ачасем. «Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнеки» проектпа ӗҫлени сая каймарӗ», — тесе ҫырнӑ Александр Яковлев орнитолог тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче.

Шупашкарти ачасен ӗҫӗ «Творчество во благо заповедных островов» (чӑв. Заповедник утравӗсемшӗн тӑрӑшни) номинацире ҫӗнтернӗ. Проект ертӳҫисем — эпир маларах асӑннӑ А.А. Яковлев тата З.В. Максимовӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗччен «Океан» уйлӑхра канӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall33299429_12061
 

Хулара
Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн
Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн

Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти 15 маршруткӑн ҫулӗ улшӑнать, 18-шне вара пачах пӑрахӑҫлаҫҫӗ. Хула администрацийӗ вӗсен списокне пичетленӗ.

Постановленипе килӗшӳллӗн, кӑсал раштавран пуҫласа 15 автобус маршручӗ улшӑнӗ. Вӗсен йышне 7, 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗш маршруткӑсем кӗнӗ. Пачах пӑрахӑҫлама палӑртнисен йышӗнче вара ҫаксем: 1, 10, 14, 16, 18, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65.

Халӗ ҫынсене илсе ҫӳрессипе ӗҫлекен усламҫӑсене илсе ҫӳремелли свидетельствӑсене тата маршрутӑн ҫӗнӗ карттисене параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49947
 

Республикӑра

Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑма тин ҫуралнӑ ачине путарса вӗлернӗшӗн суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ.

Хайхискер пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче хӑйӗн хваттерӗнче хӗрача ҫуратнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ӑна шыв тултарнӑ савӑтра путарса вӗлернӗ. Унтан амӑшӗ вилене целлофан хутаҫа хунӑ та юханшыв патне кайнӑ, отверткӑпа усӑ курса пӑра шӑтарнӑ, хутаҫа вакка чӑмтарнӑ. Йӗр ан юлтӑр тенӗ-ши – вакка юрпа хупланӑ.

Ача виллине пӗлтӗр акан 22-мӗшӗнче ҫав вырӑнтах тупнӑ. Судпа медицина экспертизи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ача вӑхӑтрах ҫуралнӑ. Амӑшне тупас тесе следовательсем судпа генетика экспертизи ирттернӗ. Ачан ДНК-профилӗ Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмӑннипе пӗр килнӗ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.

 

Хулара

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пурӑнакансем вӗри шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫук, ҫынсем шыв укҫи тӳлемен мар. Микрорайонӑн котельнӑйне пӑхса тӑракан «СУОР» «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти умӗнче парӑма кӗнӗ.

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Газпром межрегионгаз Чебоксары» асӑрхаттарса ҫыру янӑ, тепӗр икӗ кунран вара котельнӑйне сӳнтернӗ. Микрорайонта 30 ытла ҫурт вӗри шывсӑр юлнӑ. 203-мӗш ача пахчинче те вӗри шыв ҫук.

Паян 13 сехет ҫурӑра микрорайонта пурӑнакансем журналистсемпе тӗл пулнӑ. Ҫынсем чан ҫапаҫҫӗ. Ара, вӗсем управляющи компанине вӗри шывшӑн укҫа тӳлесе тӑнӑ-ҫке-ха. Ҫынсем пӗтӗм инстанцирен, ҫав шутра прокуратурӑран та, пулӑшу ыйтаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти Мускав район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара ача чӳречерен тухса ӳкнӗ.

Телее, пӗчӗкскер пӗрремӗш хутран аялалла чӑмнӑ. 2 ҫулти шӑпӑрлана пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӑл Хулари ача-пӑча клиника пульницинче стационарта выртать.

Ҫапла, ҫанталӑк шӑрӑхланнӑ май ҫынсем чӳречесене москитлӑ сетка караҫҫӗ. Вӑл вара ачашӑн питӗ хӑрушӑ. Пӗчӗкскер ун ҫине туянса тухса ӳкме пултарать.

Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Романова ку енӗпе тимлӗ пулмаллине аса илтернӗ. Уйрӑмах – нумайх хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49956
 

Страницӑсем: 1 ... 2131, 2132, 2133, 2134, 2135, 2136, 2137, 2138, 2139, 2140, [2141], 2142, 2143, 2144, 2145, 2146, 2147, 2148, 2149, 2150, 2151, ... 3956
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.