Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.0 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: 1-9-мӗш классенче паллӑсем лартасшӑн мар

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Софья Савнеш 13.09.2018 18:25 | 289 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

РФ Вӗренӳ министерстви шкулти паллӑсен ыйтӑвне ҫӗкленӗ. Паллӑсен системине улӑштарасси пирки вӗренӳ сообществипе пӗрре мар канашланӑ, ҫавӑнпа Раҫҫейри вӗренӗве аталантаракан Общество палати ку тӗлӗшпе ҫынсен шухӑшне пӗлме шут тытнӑ.

Хальлӗхе пуҫламӑш тата вӑтам шкулсенче паллӑсене пӑрахӑҫлама сӗнеҫҫӗ. 10-11-мӗш классем пирки калаҫу пулман.

Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Общество палатин сайтӗнче ыйтӑм пуҫарнӑ. Ку ыйтӑва РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Пӗтӗм Раҫҫейри ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнче ҫӗкленӗ. Ыйтӑма авӑнӑн 25-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Раҫҫей Общество палатин сайтне кӗрсе эсир те сасӑлама пултаратӑр.

Пилӗк баллӑ шкалана пӑрахӑҫлас ыйтӑва педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ чылай ҫул сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ҫакна хирӗҫ, хальлӗхе шкул кун валли хатӗр мар-мӗн.

#вӗренӳ, #ыйтӑмсем, #тӳре-шара, #общество палати

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52400
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкар районӗнчи пилӗк шкул вӗренӳ ҫулне хатӗр мар
2018, 08, 21
Министр чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче сарасшӑн
2018, 08, 23
Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн диплом ҫуках-шим?
2018, 08, 24
РФ вӗренӳ министрӗ Чӑваш Енри ачана ырланӑ
2018, 09, 03
Чӑваш Енри тӳре-шарана вырӑсла вӗрентӗҫ
2018, 09, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org