Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Чӑвашлӑх: Сантӑр Савкилта ҫемйи Германирен Мускава таврӑнӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 23.08.2019 06:17 | 261 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Александр Савельевӑн Фейсбукри странцинчи сӑнӳкерчӗк
Александр Савельевӑн Фейсбукри странцинчи сӑнӳкерчӗк

Германире пурӑнакан чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, «Ирӗклӗ сӑмах» сайта пуҫаракан Александр Савельевпа (Сантӑр Савкилта) мӑшӑрӗ Мария тата вӗсен ывӑлӗ тӑван ҫӗршыва таврӑнӗҫ. Ҫакӑн пирки Мария Фейсбукра пӗлтернӗ. Савельевсем Германие тухса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ хай вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.

Аса илтерер: Савкилта «Eurasia3angle» тӗпчевҫӗсен ушкӑнӗнче 2016 ҫултанпа ӗҫленӗ. Вӑл ушкӑн алтай чӗлхи мӗнле сарӑлнине тата мӗнле пулса кайнине тишкерес тӗллевпе йӗркеленнӗ, Германири Йена хулинче тӗпленнӗ.

Мария пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр арҫын пурнӑҫламалли виҫӗ тӗп тӗллеве виҫӗ ҫулта пурнӑҫланӑ: тӗрӗк чӗлхисен классификацийӗн йывӑҫне компьютер меслечӗпе хатӗрленӗ, ывӑлӑн ашшӗ пулса тӑнӑ, Мускавран 18 километрта хваттер туянмалӑх укҫа ӗҫлесе илнӗ.

Мария хӑй те ӗҫсӗр ларман. Ача пӑхнипех ҫырлахман вӑл. Виҫӗ ҫул каялла «хенде хох» тата и «Гитлер капут» тенисӗр пуҫне нимӗҫле тек ним пӗлменскер Германири университетра ӗҫлеме ирӗк илмелӗх ӑша хывнӑ, ҫавӑн ҫинчен калакан С1 сертификата тивӗҫнӗ. Сантӑр Савкилта вара акӑлчан чӗлхине ӑша тарӑннӑн илсе те ӗлкӗрнӗ.

#ҫемьесем, #чӑвашлӑх, #чӗлхеҫӗсем, #Германи, #Мускав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Мускавра чӑваш ҫыравҫисен вулавӑшне йӗркелесшӗн
2019, 06, 30
Мускаври Акатуя чӑваш ҫыравҫисем те хутшӑнчӗҫ
2019, 06, 30
Ыттисенчен уйрӑлса тӑракансен фестивалӗ иртӗ
2019, 08, 03
Никита Тӗнче: «Чӑваш Енре чӑвашла ҫыраймаҫҫӗ»
2019, 07, 30
Словакинче чӑвашсемпе паллаштарнӑ
2019, 08, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org