Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: ХХI ӗмӗрти Потёмкин ялӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аскольд Де Герсо 16.08.2018 10:37 | 11253 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Ял пурнӑҫӗ

Чылай та пулмасть пирӗн ҫӗршывра футбол чемпионачӗ иртрӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Тутарстан Республикин ҫыхӑнупа информатизаци министрӗ анлӑ интервью панӑ. Вулатӑн та тӗлӗнетӗн. Унӑн сӑмахӗсемпе караслӑ ҫыхӑну ниепле те йӳнӗ пулма пултараймасть. Кама улталасшӑн вӑл, халӑха-и? Мӗншӗн пӗтӗм тӗнчипе ҫыхӑну йӳнӗ, пирӗн вара енчен те ылтӑн телефонсемпе калаҫатпӑр? Роуминг текен пулӑм ҫинчен ытти патшалӑхра пӗлмеҫҫӗ те, тесессӗн те юрать, ку вӑл пирӗн шухӑшласа кӑларнӑ япала. Ара, хӑть кӳршӗ яла шӑнкӑравла, хӑть Хабаровскине, уйрӑмлӑхӗ ҫук, бензин тӑкакласси ҫук. Анчах та чемпионат вӑхӑтӗнче ҫыхӑну питӗ пахалӑхлӑ пулчӗ тесе мӑнаҫланнӑ министр. Мӗншӗн пахалӑх мӗн-тӗр иртнӗ чухне кӑна паха пулмалла? Вӑл кашни кунхине паха пулма тивӗҫ мар-ши? Иккӗмӗш Кӗтерне патшара ларнӑ тапхӑрта Потёмкин текен кнеҫ пулнӑ, ятарласа ӑҫта мӗн-тӗр Иккӗмӗш Кӗтерне иртмелле-тӗк, урам тӑршшӗпе ӳкернӗ ҫуртсем, е вӑхӑтлӑха ӑсталанӑ ҫуртсем вырнаҫтарнӑ, халӑх пурӑнакан ҫуртсене пытарса. Паянхи кунччен пырать ҫакӑ пулӑм, пуҫлӑх килмелле -вӑл иртекен вырӑнсене тирпейлеҫҫӗ, ытти ҫӗрте хӑть те такӑнса ӳксе вил. Никама та шухӑш ҫук. ҫакӑ вара пур енчен ҫавнашкал. Кун пирки анчах та нихӑш тӗлте те шавламаҫҫӗ. Сӑмах майӑн, вӗрентӳ министрӗ пур оценкӑсем вырӑнне урӑх паллӑсем ҫирӗплетмелле тенӗ. Ун пирки Мускав Думин депутачӗсем сӑмах хускатнӑччӗ ӗнте. Ман шутпа "иккӗ" вырӑнне пӗр галочка лартмалла, "пиллӗк" паллӑ вырӑнне ҫаврашка ӳкермелли ҫеҫ юлнӑ ӗнтӗ. Часах акӑ Лӑпкӑ океанри утравсем ҫинче пурӑнакан папуассене ҫаврӑнатпӑр. Промышленноҫ енчен ҫывхартӑмӑр ӗнтӗ, заводсене тӗплесе суту-илӳ центрӗсем пур ҫӗрте те, ара, халӑхра мулӗпе укҫа, ир ҫинчен вӑранать те ыйхӑран, пӗрремӗш шухӑш: ӑҫта кайса укҫана тӑкаклам-ши, тет.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#карас телефонӗсем, #спорт, #ҫыхӑну, #футбол, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Конми // 3683.07.1765
2018.08.16 22:33
Ку - пуҫа ыраттракан ыйтусемлӗ тема. "Машу"ри тӗлпулура чиновниксем ҫине анчах шанса лармалла мар, терӗ президент. Пуҫарулӑх кирлӗ. Ырӑ ӗҫсем туса сайтсенче ҫырмалла. "Чиновник хушнӑ ӗҫсене ҫеҫ тӑвать. Громыко дипломатсене ҫапла вӗрентнӗ: ӗҫӳсене пурне те тӑваймасан та айӑпу пысӑках мар. Хушманнине тума юрамасть тенӗ".- "Умная политика" РФ радиокӑларӑм ертӳҫи Ас.Чесноков ӗнер калани тӑрӑх. Халӑхпа ыйтусене сӳтсе явмалла тет вӑл. Анчах пире урӑххине вӗрентнӗ аватанпах: "Мала тухма ан хтӑлан, кая та ан юл".Ефремов киноартист шӳтлетчӗ:"Господи исусе, вперед не суйся и сзади не отставай"
2018.08.17 19:39
Çавах та, мĕскер каласан та, Громыко министра çитекенни паянхи куна çук. Вăл пĕрре çеç:çук, тенĕ, урăх ыйтусем çуралман ют патшалăх ертÿçисен. Горбачёв вăхăтĕнче, Ельцин пирĕн пурччĕ-и çавнашкал министр?
Чиновниксем çине кăна шанса лармалла мар... Кам вара ирĕк парас пур? Е тата Конми трĕк парать-и?
Ку вăл, хăшĕ маларах пу лнă:чăххи е çăмарти? тенĕ пек пулса тухать, чиновнике шанса лармалла мар, хăвăн ирĕкÿпе те никам та пуçлама памасть. Чылай чиновник вара хушнă ĕçсене те пурнăçламасть, укçа: шалу ун пурпĕрех пырать. Тулеев кĕпĕрнатортан тухрĕ те самай çÿллĕрех вырнаçрĕ, Лужков шанчăка çухатса кăларчĕç те, паянхи кун çур мильюна яхăн пенси илет. Япăх-и?
Ман шутпа, пачах япăх мар. Депутатсем лараççĕ, тоже аван çеç.
Конми // 2983.49.6769
2018.08.17 23:24
Влаҫ ӗҫсем начаррине туйса халӑхпа ҫывӑхланас ҫул шырама тытӑнни сисӗнме пуҫланӑн туйӑнать: тӳре-шара аӑплӑ, тет асли.
ВЕССЕДАра "Умная политика" падиокӑларӑм уҫрӗҫ. Шафранова
чӑрмантарнине пӑхмасӑрах А..ЧЕСОКОВ ЧЫЛАЙ ҫивӗч ыйтусене
тӳррӗмӗн хускатса ыхралать. Ҫав шутра ксенофоби, наци политики т.ыт.те. Ку тӗрлӗ САСӐСЕНЧЕ мар, Раҫҫей радионче.
Экстремист тесе хупса лартнӑ хӗрсене судпах кӑларчӗҫ пулас.
Конми // 4101.44.4103
2018.08.20 21:09
А.Чесноков кашни кӗҫнерникун 17 сехетре Раҫҫей радиоӗнче !"Умная политика" темапа тухать. Итлесе пӑхӑр.
2018.08.21 21:37
Конми эсир "Пасси райот" пирки? Вăл ушкăн вырăслана куçарсан "Взбесившиеся ..." пулать. Тата унта экстремизм мар, пиар акци. Кама вĕсем интереслĕ:сассисем çук, сăн-пичĕ вĕсенни йышши кашни иккĕмĕшĕн. Мĕскерпе тата палăрма пулать? Радиокăларăм пирки: Сергей Доренко пĕр вăхăт тĕрĕсне калиш пулчĕ пĕрремĕш канал çинче, тĕрĕсĕ вара пачах урăх: кама кирлĕ çав укçа тÿленĕ. Çитменне аванах тÿленĕ. Ку çĕнĕ вăйă. Сăлтавне каярах тавçăрса çитĕпĕр, енчен те тавçăрма ирĕк парсан. Надежды юношей питают... е надежда хороший завтрак, но плохой ужин. Каçхи апат япăх пулсан, ирхи апат çинчен ĕмĕтленмелли пур-ши?
Конми // 2451.40.6245
2018.08.22 22:10
Урӑххисем пирки. Мускав хӗрарӑмӗсем вӗсене хӳтӗлесе 500ӗн ирӗк паман марша тухнӑ. Полици тивме хӑйман.
2018.08.24 17:56
Потёмкин ялĕсем кăна мар, шалу та потёмкинский. Юмахри евĕр пурăнатпăр, тăвансем
2018.09.03 06:26
Читая отдельных авторов не перестаю удивляться отсутствию логики. Не сегодня, завтра налоги готовы ввести на всё подряд, как было при Петре Первом, когда за дым из трубы в зимнее время налагали подати, но это никого не тревожит.Вам похоже не понять, не будет нормальных условий для жизни, то и язык не будет нужен. В Испании есть район, где живут баски, так у них ни школ, ничего, окружающие не понимают наречия, что ничуть не мешает им учить и говорить на родном наречии. И государственная программа образования здесь ни при чём
2018.09.26 21:18
Тата тепĕр пулăм пирки асăрхаттарас килет. Пирĕн патшалăхра çитес çулхине трасса çине беспилотник- инçе çула çÿрекен машинасем кăларатпăр тесе сăмах клаççĕ. Ÿркенмесĕрех "Вольво" компанийăн сайтне кĕрсе тухрăм, вĕсенчен тухнă сăмах-проект-çке. Унта вара: пуçласа склад, портсенче ĕçлеме кăларатпăр, унта пăхатпăр-сăнатпăр мĕнлерех хăйне кăтартать, тесе çырнă. Трасса çине кăларасси пирки сăмах та çук, ара, унта вĕт пуçсăрсем тăрăшмаççĕ. Трасса вăл хут çине ÿкернĕ йĕр çеç мар. Вăт Потёмкин, паянхи кун та унăн ячĕ çÿллĕ шайра
2018.09.30 12:25
Раççейре 40% таранччен халăх ĕçме чарăннă аншарлине, тата 40% ĕçкĕ нормине самаях чакарнă. Капла вара пур лавккасенчен туяннă аншарлине юлнă 20% халăх ĕçсе янă пулать. Ăçта кĕнĕ-ши çавăн чухлĕ эрех-сăра? Кам та пулсан шанать-ши çак цифрăсене? Е мĕнле пулнă иртнĕ ĕмĕрте, çавăн йышшиех халĕ те хут çинчипе пурăнатпăр-и? Хут çинче вара путăк-шатăксем курăнмаççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем