Спорт
![]() Раҫҫейӗн футболисчӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пире савӑнтармаллипех савӑнтарчӗҫ. Вӗсем Испани командипе пӗрре саккӑрмӗш финалта тӗл пулчӗҫ. Пенальти вӑхӑтӗнче пирӗннисем ҫӗнтерчӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакансем чӑваш юнӗллӗ футболистсене республика Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн тава тивӗҫлӗ ятсемпе чысламалла тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Кун пирки, сӑмахран, Игорь Михайлов юрист Фейсбукра ҫырнӑ. Анчах вӑл шӳтленӗ. Аса илтерер, Сергей Игнашевич тата Артем Дзюба амӑшӗсем – чӑвашсем. Дзюбӑн — Ҫӗрпӳрен, Игнашевичӑн — Хӗрлӗ Чутай районӗнчен. Александр Головинӑн аслашшӗ Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, анчах Кемӗр облаҫне тухса кайнӑ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |