Чӑвашлӑх
![]() Тӗменрен килнӗ чӑвашӑн машини Тӗменре пурӑнакан чӑваш Алексей Павлов хӑйӗн тимӗр урапи ҫине чӑвашла ҫырса хунӑ. Ҫак кунсенче вӑл Шупашкара килнӗ. Машинӑн хыҫалти чӳречи ҫинче кашни «Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине хисеплесе упрасси, ҫӗнетсе аталантарасси пирӗнтен кашнинчен килет» тенине вулама пултарать. Павлов Алексей Викторович Тӗменте тата Тӗмен облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсене пулӑшакан ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Вӑлах тӗрлӗ электротехника тата ҫутӑ хатӗрӗсемпе тивӗҫтерекен «Неосвет» предприяти ертӳҫи те. Алексей Викторович пулӑшнипе Тӗменре нумай-нумай культура мероприятисем иртеҫҫӗ. 43 ҫулхи Тӗмен чӑвашӗн ашшӗ-амӑшӗ — Чӑвашран. Ашшӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тухтамӑш ялӗнчен, амӑшӗ — Елчӗк районӗнчи Шуршуран. Арӑмӗ те унӑн чӑваш — Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑран. Сӑмах май, чӑвашла текста шӑп та лӑп арӑмӗ хатӗрленӗ. Алексей Викторовичӑн хӗрӗ Шупашкарти культура институтӗнче пӗлӳ пухать, ывӑлӗ хӗсметре, Хабаровск енӗнче. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Влаçран килмест, сиртен килет тенĕ евĕрли.