Тӗн
![]() Муркаш районӗнчи Оринин ялӗнче Ҫветтуй Троица чиркӗвне уҫнӑранпа кӑҫал 220 ҫул ҫитет. Унӑн алӑкӗсем 1798 ҫулта уҫӑлнӑ. Ун чухне вӑл йывӑҫран тунӑ храм пулнӑ. 19-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче храм ҫунса кӗлленнӗ. Кун хыҫҫӑн вырӑнти халӑх ӑна ҫӗнӗрен хӑпартма йышӑннӑ: анчах йывӑҫран мар, кирпӗчрен. Чиркӳ 1935 ҫулччен ӗҫленӗ. Ҫав ҫул ӑна хупнӑ. Тӗрлӗ ҫулта чиркӳ ҫурчӗпе склад, шкул, библиотека пек усӑ курнӑ. Ял клубӗ те пулнӑ вӑл. Вырӑс православи чиркӗвне ӑна 2002 ҫулта кӑна панӑ. 2011 ҫулта унӑн тӑрри йӑтӑнса аннӑ. Халӗ ав унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Халӑх та май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать. Ӑна ҫӗнӗ проектпа хӑпартаҫҫӗ. Чиркӳ ҫумӗнче вырсарни шкулне уҫнӑ, унта ачасем православи тӗнне вӗренеҫҫӗ, ӳкерме хӑнӑхаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Антон Смирнов Самарта «Жигулевские просторы» шахмат фестивалӗ иртнӗ. Унта ачасем хутшӑннӑ. Шупашкарти «Энергия» спорт шкулӗн вӗренекенӗ Ярослава Гурьева та Раҫҫей Кубокне каймалли путевкӑна ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: пирӗн ентеш 11 ҫул тултарман хӗрачасен йышӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫак кунсенчех Яролавльте Пӗтӗм тӗнчери «Ярослав Мудрый» шахмат фестивалӗ иртнӗ. Унта та ҫӳлерех асӑннӑ шкулта ӑсталӑхне туптакан Антон Смирнов палӑрнӑ. Вӑл 13 ҫул тултарман ачасен ушкӑнӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Каласа хӑвармалла: икӗ ҫамрӑк спортсмсен Сергей Соколов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хули 549-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ кун «Иванушки» ушкӑн килессине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Тунтикун иртнӗ канашлура Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Алла Салаева паллӑ ушкӑн уява килессине ҫирӗплтесех каланӑ. Анчах ытларикун каҫхине «Иванушки» ушкӑн уяв программинчен тухса ӳкнӗ. Хальлӗхе фейерверк умӗн, 21 сехетре, Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗн концерчӗ тесе кӑна ҫырнӑ. Ушкӑн мӗншӗн килмессине хула администрацийӗ ӑнлантарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.ru сайтран илнӗ сӑн Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗ хута янӑ «Уҫӑ хула» сайтра сасӑлав пуҫланнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле брендинг концепцине суйласшӑн. Ҫак каҫӑпа кайса сасӑлма пулать: https://og21.ru/poll/218. Анчах малтан регистрациленмелле. Конкурса «Брендум», «ImCompany», «Uplab», «Информ-медиа», «Футура» тата Мускаври «МАРШ лаб» архитектура шкулӗ компанисем 10 хӑтлав тӑратнӑ. Конкурс условийӗсемпе килӗшӳллӗн «Чебоксары – сердце Волги», «Чебоксары – центр развития круизного речного туризма», «Счастье на Волге» сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курмалла, ҫавӑн пекех хулари паллӑ элементсене кӗртмелле: Нарспи, Чапаев, Анне палӑкӗ, Чебурашка, Мускав ҫыранӗ, Атӑл, Юханшыв порчӗ, теплоходсем. Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пырӗ. Ҫӗнтерӳҫе комисси суйлӗ. Лару ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Муркаш районӗнчи Москакассинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Эчкерен ҫӑлтӑрӗсем» эстрада ушкӑнӗ Ҫатракасси ял уявӗнче хӑйӗн юррисемпе, шӳчӗсемпе халӑха савӑнтарнӑ. Ҫатракассисем уява кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут ирттернӗ. Ӑна ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ, хӑйӗн ӗҫне хуткупӑспа ҫыхӑнтарнӑ, культура ҫуртӗнче тата Ҫатракасси вӑтам шкулӗнче юрлама, ӳкерме тата хуткупӑспа выляма вӗрентнӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Василий Теплова халалласа ирттернӗ. Пурӑннӑ пулсан вӑл 90 ҫул тултаратчӗ. Уява ертсе пынӑ Ҫатракасси вӑтам шкулӗн ӗҫченӗ, хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Светлана Федорова В.Г.Теплов ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ертсе пынӑ хора ҫӳренӗ артистсемпе паллаштарнӑ. Вӗсене сцена ҫине хӑпартса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсене дизель топливи туянма Мускавран укҫа уйӑрӗҫ. Пирӗн республикӑри хуҫалӑхсене 36,2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Субсиди парасси ҫинчен калакан хушӑва Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Дизель топливи туяннишӗн субсиди валли нухрата Раҫҫейӗн резерв фондӗнчен уйӑрма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе хыснаран 5 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫав шутран 36,2 млн тенки Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсене лекӗ. Федерацин Атӑлҫи регионӗсенчен Ӗренпур облаҫне 237,8 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, Мари Эл республикине — 27,7 миллион тенкӗ. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсене пӗтӗмпе 1,38 миллиард тенкӗ тивӗҫӗ. Укҫа регионсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӑрӑх пайланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Вӗрентекенсен шалӑвӗ енчен пирӗн республика Раҫҫейри пӗчӗк укҫаллӑ регионсен шутӗнче. Пирӗн патри педагогсен ӗҫ укҫи уйӑхне вӑтамран 15 пин те 666 тенке ларать. Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн эксперчӗсемпе «Национальные ресурсы образования» (чӑв. Вӗрентӗвӗн наци ресурсӗсем) мониторинг тунӑ та, пирӗн республикӑри вӗрентекенсен шалӑвӗ пӗчӗкки палӑрнӑ. Шкулти педагогсен чӑн шалӑвӗ Раҫҫейӗн статистика органӗсем пӗлтернинчен пӗчӗкрех-мӗн. Пӗчӗк шалуллӑ Раҫҫейри регионсем шутӗнче Ингушети (унти вӗрентекенсен вӑтам шалӑвӗ 13 471 тенкӗпе танлашать), Дагестан (14 503 тенкӗ), Мари Эл (14 647 тенкӗ), Адыгей (15 825 тенкӗ), Чӑваш Ен (15 666 тенкӗ). Ҫак цифрӑсене vpgazeta.ru сайтра пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри ҫамрӑк арҫын Мускавра ҫынсенчен апат ыйткаласа ҫӳрет. Ҫакӑн пирки vistanews.ru сайтра ҫырса кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗнче пӗр пике ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл хӗр тусӗсемпе кафере апатланнӑ чух пӗр ыйткалакан пынӑ, апат ҫитерме ыйтнӑ. Хӗрсем ӑна валли ҫимелли туяннӑ, вӑл мӗншӗн урам тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳренипе кӑсӑкланнӑ. Арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, Мускава Шупашкартан ӗҫлеме кайнӑ. Унта пӗр ҫурт тара илсе пурӑннӑ. Анчах пушар тухса ҫурта тӗп тунӑ, арҫыннӑн докуменчӗсем ҫунса кайнӑ имӗш. Укҫасӑр, документсӑр этем, хӑйӗнпе вӑл Георгий тесе паллаштарнӑ, тӑван тӑрӑхне ҫитейменнине пӗлтернӗ, тӑванӗсене шырса тупма пулӑшма ыйтнӑ. Тӗнче тетелӗнчисем арҫын историне ӗненменнине, хӑй вӑл ҫавӑн пек пурнӑҫа суйланӑ тесе шухӑшланине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче кӗлӗ пӳлӗмӗ уҫӑлӗ. Турра ӗненекенсем валли республика влаҫӗсем 13,2 тӑваткал метрлӑ пӳлӗм уйӑрма йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑн иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ хирурги корпусӗнчи пӳлӗме Елисавета кнеҫ хӗрӗн чиркӗвӗн православи прихутне парӗҫ. Пӳлӗмре кӗлӗ кӗтесӗ пулӗ. Пульницӑри пӳлӗме прихут харпӑрлӑхне парасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута ӗнерех Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, куҫман харпӑрлӑха пӗр баланс ҫинчен тепӗр баланс ҫине куҫарни — конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ утӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӳкеҫ поселокӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Шупашкар районӗн уполномоченнӑй участковӑйсен тата ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Сергей Петров хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, эрнекун, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан арҫын Кӳкеҫ пӗвине пулӑ тытма кайнӑ. Тепӗр кунхине, ҫурлан 4-мӗшӗнче, пӗвере унӑн виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын эпилепсипе чирленӗ. Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа Шупашкар районӗнче 4 арҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |