Раҫҫейре
![]() 25-мӗш Чапаев дивизийӗ Севастопольте ирттернӗ юлашки, 25-мӗш, ҫапӑҫу вырӑнӗнче Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсем шырав ирттерӗҫ. Ушкӑна Чӑваш Енри Ҫарпа тинӗс флочӗн ветеранӗсен союзӗн председателӗ Владимир Крюковский ертсе пырӗ. Ҫула ахаль тухаймӑн. Хастар ҫын пулӑшу шыраса Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, чӑваш парламенчӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ Кирилл Ермолаев патне кайнӑ. Парламентари ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин ертӳҫин Дмитрий Медведевӑн Шупашкарти йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсемпе калаҫнӑ. Шыравҫӑсене депутат пулӑшма килӗшнӗ. Владимир Крюковский ерсте пыракан ушкӑн инҫе ҫула ҫак уйӑхӑн ҫурринче тухса кайӗ. Севастопольте вӗсем ҫурла уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын кредитпа парӑма кӗрсе кайнӑ. Хайхин пурӗ 250 пин тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Унран укҫа шыраса илес тесе кредитор судах ҫитнӗ. Тӳре йышӑну кӑларнӑ хыҫҫӑн ӗҫе Куславкка районӗнчи суд приставӗсене ярса панӑ. Суд приставӗсем арҫыннӑн пурлӑхне шырама пуҫланӑ. Унӑн «Renault Sandero» машини асӑннӑ районти Мӗниҫырминче пулни ҫиеле тухнӑ. Суд приставӗсем автомобиле ҫийӗнчех арестленӗ. Унсӑр пуҫне арҫыннӑн суд приставӗсене 18 пин те 755 тенкӗ тӳлемелле. Ку вӑл — исполнительнӑй ӗҫ пуҫарнӑшӑн. Парӑмлӑ этеме чикӗ леш енне кайма та чарнӑ. Федерацин суд приставӗсен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑма вунӑ кунта татмалла. Унсӑрӑн машинӑна сутса ярӗҫ, ҫав укҫапа кредитшӑн татӑлӗҫ, суд приставӗсем те хӑйсен тӳпине илсе юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре наци проекчӗсемшӗн яваплисене ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Наци проекчӗсене, вӗсенче палӑртнӑ тӗллевсемпе кӑтартусене пӗтӗмӗшле пурнӑҫлассишӗн республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин яваплӑха хӑй ҫине илӗ. Уйрӑм енсемпе вара тӗрлӗ министра ҫирӗплетнӗ. Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин «Безопасные и качественные автомобильные дороги» (чӑв. Хӑрушсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем), «Жилье и городская среда» (чӑв. Ҫурт-йӗр тата хула таврашӗ) енсемшӗн те уйрӑммӑн яваплӑ. «Цифровая экономика» (чӑв. Цифра экономики) еншӗн —Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, «Производительность труда и поддержка занятости» (чӑв. Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ тата ӗҫлӗхе пулӑшасси), «Малое и среднее предпринимательство и поддержка индивидуальной предпринимательской инициативы» (чӑв. Пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑлӑх тата уйрӑм усламҫӑсен пуҫарӑвне пулӑшасси), «Международная кооперация и экспорт» (чӑв. Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт) енсемшӗн — экономика министрӗ Владимир Аврелькин, «Экология» (чӑв. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулари йӑмраХарпӑр шухӑш
Хулара
Шупашкар хули ешӗл йывӑҫсемпе пуян тесен пӗрре те йӑнӑшмӑп пулӗ. Ытти хуласемпе танлаштарас пулсан пирӗн республикӑн тӗп хулине ним иккӗленмесӗр симӗс хула теме май пур. Чулхула, Хусан ку тӗлӗшпе тем тесен те кайра. Ытти хуласенче темле пулӗ те, калама пултараймастӑп — хӑшӗ-перинче пулса пулин те тӗплӗн сӑнамалӑх вӗсенче вӑхӑт ирттермен. Ҫавах та ешӗл хула тесен те Шупашкар пур йывӑҫа та кӑмӑллӑн йышӑнмасть. Ҫӑкасем — урамсен тӑршшӗпех вырнаҫнӑ, хурӑнсем чылай. Ҫав вӑхӑтрах, темшӗн, Шупашкар хули йӑмрана — лешӗ чӑваш халӑхне сӑнлакан йывӑҫсенчен пӗри шутланать пулин те — кӑмӑлласах каймасть. Мӗн пуррине те питӗ хӑвӑрт касса ваклама васкаҫҫӗ. Мӗншӗн йӑмрашӑн Шупашкар хупӑ?Мӗншӗн? Пӗр енчен йӑмра илемсӗр йывӑҫ. Касмасан — паллах, ӳссе каять те ним илемсӗр пулса тӑрать. Анчах вӑхӑтра касса тӑрсан унпа лаптӑка питӗ илемлетме лайӑх вара. Хитрескер. Тирпейлемесен, пӑхса тӑмасан темле хитре йывӑҫ та илемсӗрленет. Сӑнаса пӑхсан Шупашкарта ҫаралса юлнӑ хурӑн питӗ нумай. | ||
Культура
![]() Пушкӑртстанра халӑх ятне тивӗҫне чӑваш ансамблӗсен хисепӗ 25-е ҫитнӗ. Вӗсем пирки асӑннӑ тӑрӑхри «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ. Халӑх ятне тивӗҫнисем ҫаксем: • Пишкайӑнри культура ҫурчӗн «Шурӑ хурӑн» чӑваш юррисен халӑх хорӗ, Авӑркас районӗ; • «Мерчен» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ, Авӑркас районӗн Тӗп культура ҫурчӗ, Толбазӑ ялӗ; • «Илем» халӑх фольклор ансамблӗ, Пелепейри «Урал-Батыр» ял хутлӑхӗсен хушшинчи наци культурисен центрӗ, Пелепей районӗ; • Пелепейри ачасен 1-мӗш номерлӗ ӳнер шкулӗ ҫумӗнчи «Сӗрен» тӗслӗхлӗ ача-пӑча юррисен ансамблӗ (вӑл икӗ ҫул каялла «Сӗрен» «Мерчен» ушкӑнпа пӗрлешсе «Мерчен» ятпа ҫӳреме пуҫланӑ); • «Шурӑ хурӑн» фольклорпа этнографи ансамблӗ, Пишпӳлекри культура керменӗ; • Пӑслӑкри «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ, Пишпӳлек районӗ; • «Мерчен» фольклор ансамблӗ, Пишпӳлекри Тӗп культура керменӗ; • Пӑслӑкри культура ҫурчӗн «Виҫтӳпе ҫӑлтӑрӗсем» «тӗслӗхлӗ» хореографи ансамблӗ, Пишпӳлек районӗ; • Уйӑлкари «Ҫӑлкуҫ» чӑваш юррисен фольклор ансамблӗ, Ермеккей районӗ; • Чӑваш Кӑпавӗнчи культура ҫурчӗн «Пилеш» чӑваш юррисен вокал ансамблӗ, Иглин районӗ; • «Ҫӑлкуҫ» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ, Йӑмран ялӗ, Кармаскалӑ районӗ; • «Шевле» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ, Суук-Чишма ялӗ, Кармаскалӑ районӗ; • «Ҫеҫпӗл» фольклор ансамблӗ, Кривле-Илюшке культура ҫурчӗ, Куюргазӑ районӗ; • «Туслӑх» вокал ансамблӗ, Мелеуз хули; • «Сувар» чӑваш халӑх ансамблӗ, Ҫӗнӗ Хурамал ялӗ, Мияки районӗ; • «Палан» чӑваш вокал ансамблӗ, Ямансасри культура ҫурчӗ, Ҫтерлӗ районӗ; • «Парне» чӑваш юррисен ансамблӗ, «Рощинский» совхоз, Ҫтерлӗ районӗ; • «Ашкатар ҫӑлкуҫӗсем» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Ашкатар ялӗ, Федоровка районӗ; • «Мерчен» чӑваш фольклор ансамблӗ, Уралти культура ҫурчӗ, Федоровка районӗ; • «Ҫеҫпӗл» фольклор ансамблӗ, Юмашри культура ҫурчӗ, Чекмагуш районӗ; • «Родничок» фольклор ансамблӗ, Мичуринскри культура ҫурчӗ, Шаран районӗ; • «Илемпи» вокал ансамблӗ, Октябрьский хули; • «Шуратӑл ҫӑлкуҫӗсем» чӑваш юррисен ансамблӗ, Салават хули; • «Тавах» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ, Ҫтерлӗ хули; • «Нарспи» фольклорпа этнографи халӑх ансамблӗ, Ӗпхӳ хули. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхин уйрӑмлӑхӗ — ӑна анлӑ тесе пӗлтерни. Унта ытти ыйтупа пӗрлех республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӑхса тухрӗҫ. Ларӑва Михаил Игнатьев Элтепер уҫрӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Михаил Игнатьев ҫур ҫулхи аталанӑва пӗтӗмлетекен пухусем ҫак кунсенче районсемпе хуласенче иртнине, унта республика ертӳҫисем тухса ҫӳренине пӗлтерчӗ. Михаил Игнатьев район-хулари пӗтӗмлетӳллӗ пухусене урӑхларах йӗркелемеллине палӑртрӗ. Республика Элтеперӗ каланӑ тӑрӑх, депутатсем те ыйту памаҫҫӗ. Пуху тӗллевӗ — лару-тӑрӑва пӗлсе тӑрасси, вырӑнсенчен тӗрӗс информаци илесси. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи пухӑва Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова кӗртменнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. | ||
Республикӑра
![]() Патӑрьел район администрацийӗ «Lada Vesta Cross» седан туянасшӑн. Кун пирки администрацин финанс пайӗ пӗлтернӗ. Ҫӑмӑл машинӑна конкурс ирттерсе суйлӗҫ. Автомобилӗн пирвайхи хакӗ — 846,9 пин тенкӗ. Патӑрьелти тӳре-шара «Lada Vesta Cross» машинӑна механика курупкӑллине илме палӑртнӑ. Унӑн тӗсӗ хура металлик пулмалла. Автомобиле суйланӑ чухне ҫавӑн пекех унӑн хыҫалти чӳречисене тӗттӗмлетнине, хыҫалтине курмалли камерӑллӑ пулнине, климат-контроль пуррине, навигациллӗ мультимеди тытӑмне, хыҫалти ларкӑчсене ӑшӑнмалла тунине, хыҫалта ларакансен чавса хумалли вырӑн пуррине шута илӗҫ. Машина туянмалли аукцион ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Ун хыҫҫӑн контракта вунӑ кун хушшинче алӑ пусӗҫ, тепӗр вунӑ кунтан машина район администрацине ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
![]() Пирӗн республикӑра ял уявӗсене пухӑнасси юлашки ҫулсенче хытах йӑлана кӗчӗ. Ҫак мероприятине тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ шайра йӗркелеҫҫӗ. Пӗрисем хӑйсен ял ҫыннисене сума сунине, ятлӑ-сумлисене хисеп тунине палӑртма тӑрӑшаҫҫӗ. Теприсенче килсерен пухнӑ укҫа-тенкӗпе така туянса ӑна пусса шӳрпе пӗҫернипе, вӑрӑм сӗтел хушшине ларса ӗҫсе ҫинипе, концерт пекки лартнипех ҫырлахаҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ялсенче те ял кунӗсем ирттернӗ. Нумаях пулмасть унти темиҫе ял тӑрӑхӗнче: Атнар ял тӑрӑхӗнчи Атнарта, Йӳҫпан ял тӑрӑхӗнчи Турханта, Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗнчи Чурпайӗнче, Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗнчи Уйпуҫра, Ҫӗн Ирчемесра, Малиновкӑра уявсене пухӑннӑ. Вӗсене сӑнлакан сӑн ӳкерчӗксенчен пӗринче (ӑна район администрацийӗн сайтӗнче куртӑмӑр) ҫынсем ҫутӑ юпине спорт инвентарӗ вырӑнне усӑ курнине асӑрхарӑмӑр. Ку вӑл ялсенче спорт хатӗрӗсем хӗсӗккине палӑртакан пулӑм-тӑр... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансемпе ӗҫлекенсем кӑҫалхи ҫур ҫулта уйӑхсерен вӑтамран 25 пин те 547 тенкӗ те 80 пус ӗҫлесе илнӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-уйӑхӗсенчинчен ҫак цифра 10,7 процент ӳснӗ. Маларах эпир асӑннӑ цифра — номиналлӑ ӗҫ укҫи. Ҫав вӑхӑтрах чӑн-чӑн (вырӑсла ӑна реальная теҫҫӗ) ӗҫ укҫи текен ӑнлав та пур. Вӑл вара — шалупа мӗн чухлӗ тавар туянма май панине кӑтартакан цифра. Ӑна палӑртнӑ чухне инфляци шайне шута илеҫҫӗ. Чӑн-чӑн ӗҫ укҫин шайӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 9,3 процент ӳснӗ. Сӑмах май, Раҫҫейре те ку шай ҫавӑн пекрех: ҫӗршывра чӑн-чӑн шалу 9,1 процент пысӑкланнӑ. Ҫак цифрӑсене паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Иван Моторин премьер-министр асӑнса хӑварчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раҫҫейре
![]() Ҫурла уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче Мускав облаҫӗнчи Дубровское ялӗнче «Санкцисене – 4 ҫул» сыр фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнакан сыродел тата блогер Олег Сирота йӗркеленӗ. Олег Сирота Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Андрей Воробьева тата РФ промышленноҫ суту-илӳ министрне Денис Мантурова фестивале йӗркелеме пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. Унта 200 фермер, 45 пине яхӑн ҫын килсе курнӑ. «Русский Пармезан» сыр нӳхрепре 1,5 ҫул ытла «пиҫсе» выртнӑ. Фестивальте ӑна аукцион ирттерсе сутнӑ, укҫа-тенке хосписсене пулӑшакан «Вера» ыркӑмӑллӑх фондне панӑ. Фестивальте 1500 сыртан пицца хатӗрленӗ. 50 сантиметр сарлакӑшскере 20 минутра пӗҫернӗ. Ҫапла майпа нимӗҫсем 110 сортран хатӗрленӗ пиццӑран та ирттернӗ, рекорда ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |