Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче подъезд картлашкине юсанӑ. Ҫакӑн пирки Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. «Строительсем кайрӗҫ. Урлӑ ҫыхнӑ хӑйӑва никам та салтакан ҫук, ҫуртра пурӑнакансем пандуспа ҫӳреҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ вӑл. «Чарӑва пӑхӑнма хӑҫанччен чӑтӑмлӑх ҫитӗ-ши?» — йӗплесерех ҫавӑрттарнӑ пултаруллӑ калем ӑсти. Ҫав хыпара сӳтсе явнӑ май Александр Белов тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ. Виҫӗ подъезд крыльцине юсанине управляющи компани 400 пин енкӗпе хакланӑ иккен. «Ҫуртра пурӑнакансем пӑлхав ҫӗкленӗ, анчах хӑю патне пырса тӗкӗнме хӑюлӑх ҫитереймеҫҫӗ», — ҫырнӑ журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти районсем хушшинчи пайӗ сакӑр вуннӑ урлӑ каҫнӑ арҫынна шырать. Пӑрачкав район администрацийӗн сайтне лартнӑ хыпар тӑрӑх ҫухалнӑ ҫын Улатӑрта пурӑнни паллӑ. Вӑл Николай Ильич Куликов ятлӑ. 1937 ҫулта ҫуралнӑ. Килӗнчен ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайнӑ та ӑҫта ҫӳрени паллӑ мар-мӗн. Сӑнран пӑхсан арҫын сакӑр вуннӑсенче курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗреклӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ ҫутӑ. Уйӑрса илмелли паллӑсен шутне сӑмси пысӑккине кӗртнӗ. Килтен тухйнӑ чух Куликов ик айккинче кӗсьеллӗ шурӑ кӗпе, хура сланцы, хура нуски, тӗксӗм кӑвак трико тӑхӑннӑ, ун ҫинче е кӑвак, е симӗсрех тӗслӗ йӗрсем пулнӑ. Арҫынна куракансене 89373887873 е 88353120202 номерпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тобольскра Иртыш юханшывӗн ҫыранӗ ишӗлнипе унти чӑваш сӑмахӗ шар курнӑ. Асӑннӑ хулари «Тобольск-Информ» интернет-портал ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче юханшыв ҫыранӗ черетлӗ хутчен ишӗлнӗ. Ҫавна май унти чӑваш сӑмсахӗн пайӗ анса ӳкнӗ. Ирина Трофимова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш сӑмсахӗнче хӗрес вырнаҫтарнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче ҫыран ишӗлнӗ. Асӑннӑ вырӑнтан ҫӗр вунӑ метрта йӑтӑнса аннӑ. Ҫав кун аслати авӑтнӑ, вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ишӗлнӗ вырӑнпа ҫынсем пӗрех иртсе ҫӳреҫҫӗ иккен. Тобольск хулинчи чӑваш сӑмсахӗ — историлле вырӑн. Унта Ермакпа Ҫӗпӗр патши Кучум ҫапӑҫнӑ. Ҫав саманта каярах Василий Суриков вырӑс художникӗ «Покорение Сибири Ермаком» (чӑв. Ермак Ҫӗпӗр ҫӗнсе илни) ӳкерчӗкре сӑнланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн транспорт министерстви рейса автобус вырӑнне маршрутка кӑларнӑ усламҫа ку маршрутпа халӑха илсе ҫӳреме чарнӑ. Сӑмах кунта 109-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар — Тутаркасси» маршрут пирки пырать. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ маршрутпа ҫӳреме Н.А. Евдокимова ирӗк илнӗ. Контрактра палӑртнӑ тӑрӑх, усламҫӑн ку рейспа нумай вырӑнлӑ автобус ҫӳретмелле, анчах вӑл ҫул ҫине маршрутка кӑларнӑ. Ҫакӑ ятарлӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫиеле тухнӑ. Унсӑр пуҫне обществӑллӑ транспортра панӑ билетра урӑх усламҫӑн ят-шывне ҫырнӑ: Н.А. Евдокимова вырӑнне С.Ю. Георгиев. Палӑртса хӑвармалла, халӗ Транспорт министерстви асӑннӑ маршрутпа халӑха илсе ҫӳреме пултаракан урӑх пайтаҫа шырать. Автобуссене рейса унӑн ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑлармалла. Контракта ҫур ҫуллӑха ҫырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 2018 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче 8 пин те 600 ҫын ҫурт-йӗр, хваттер туянма ипотека кредичӗ илнӗ. Халӑха банксем пӗтӗмпе 13 миллиард тенкӗ кивҫен панӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарлать. Ҫынсене ипотека кредичӗ парасси кӑҫалхи ултӑ уйӑхра, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, 63,5% ӳснӗ. Вӑтамран вӗсем кивҫене 16 ҫултан парса татмалла илнӗ. Ытларахӑшӗ мӗн чухлӗ илни те паллӑ: 1 миллион та 500 пин тенкӗ. Раҫҫей банкӗн Атӑл-Вяткӑри тӗп управленийӗн Чӑваш Енри наци банкӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра пурӑнмалли кӗтес туянмашкӑн кредит илекенсен шучӗ пысӑкланни процент ставки пӗчӗкленнипе ҫыхӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче кредита 11%-па панӑ пулсан, кӑҫалхи асӑннӑ тапхӑрта — 9,6%-па. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Лана Прусакова Ҫамрӑк спортсменсем хӑш аслӑ шкула вӗренме кӗнине пӗлес килет-и? Лана Прусакова фристайлистка тата Кристина Кускова йӗлтӗрҫӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ. Икӗ спортменка та Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Лана журналистка пуласшӑн ахӑртнех – вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетне «Журналистика» енӗпе вӗренме кӗнӗ. Кристина вара ют чӗлхесен факультетӗнче «Лингвистика» енӗпе ӑс пухӗ. Вӗсем иккӗшӗ те аслӑ шкула тӳлевсӗр вӗренме кӗнӗ. Лана та, Кристина та – Раҫҫей спорт мастерӗсем, ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн ывӑлӗ Тӑвай районӗн прокуратуринчен пулӑшу ыйтнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 73 ҫул ҫитнӗ май кӑҫал ветерансене пӗр хутчен тӳлев панӑ. Анчах 90 ҫулти ветерана ку укҫа тивӗҫмен. Ӑна списока та кӗртмен-мӗн. Пенси фончӗ ветеранӑн пӑснӑ прависене хӳтӗлеме хирӗҫленӗ. Прокуратура вара укҫана шыраса илме пулӑшнӑ. Ҫапла майпа кӑна ватӑскере 10 пин тенкӗ панӑ. Пенси фончӗн Тӑвай районӗнчи уйрӑмӗн пуҫлӑхне вара куншӑн явап тыттарнӑ. Палӑртса хӑвармалла: ветеран вӑрҫӑра 1945 ҫулхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ҫапӑҫнӑ. Эппин, вӑл ветерансен списокне кӗме тивӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Шупашкарти предприятисенчен пӗринче Эйфель башни туса лартнӑ. Анчах ку священниксене питех те килӗшмен. Кун пирки Владислав Смирнов «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Эйфель башни чиркӳ ҫыннисене мӗншӗн килӗшмен-ха? Лешӗ часавайпа юнашар вырнаҫнӑ иккен. «Ку часавайра Андрей атте служба ирттерет. Вӑл Эйфель башнине хӑпартма пуҫласанах ҫакна хирӗҫчӗ. Хулара яланах чи ҫӳллӗ ҫуртсем чиркӳсемпе храмсем пулнӑ. Тӗн ҫурчӗсем ҫывӑхӗнче вӗсенчен ҫӳллӗрех объектсем пулмалла мар имӗш, — пӗлтернӗ Владислав. — Эпӗ хам башньӑна хирӗҫ мар-ха, анчах башньӑн урӑх вырӑнта лармалла пуль, — хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ Андрей атте. Ун шухӑшӗпе предприяти лаптӑкӗ пӗчӗк мар, Эйфель башнине тума урӑх вырӑнта та май пур. Аса илтеретпӗр, темиҫе ҫул каялла пупсем хирӗҫленине пула Ҫӗрпӳре парк йӗркелес ӗҫ чарӑнса ларнӑччӗ. Хула ҫыннисем валли ҫапла май вырӑнти тӳре-шара илемлӗ кӗтес туса параймарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Тутарстанри «Казан» ҫемье центрӗ умӗнче «Я выбираю небо!» (чӑв. Эпӗ тӳпене суйлатӑп) авиаци уявӗ пулӗ. «Ӑна хальхинче Раҫҫей Сывлӑш-ҫар флочӗн кунне, А.Н. Туполев авиаконструктор, ученӑй ҫуралнӑранпа – 130, тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавт, чӑваш кинӗ В.В. Терешкова космоса вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» чӑвашсен хаҫатӗнче Ирина Кузьмина пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, авиашоу программинче — «Русь» плиотаж ушкӑнӗн, ТУ –95, ТУ –160, ТУ– 22М3 ҫар авиацийӗн, Honda Jet, Л-410 ӗҫ авиацийӗн, Stinson 108, Цесна-172, «Фермер» самолетсен тата «АНСАТ», «Ми-8» и «Ка-32» вертолетсен вӗҫевӗ. Раҫҫей парашютисчӗсем парашюта мӗнле тӗрӗс пуҫтармаллине те кӑтартӗҫ. Уява байк-шоупа концерт вӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси ялӗнче урнӑ чире сарас мар тесе карантин йышӑннӑ. Ҫапла тума паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари служби урнӑ чире сарас мар тесе комплекслӑ план хатӗрленӗ. Кӗлӗмкассинче карантин тесе палӑртма асӑннӑ ялти пӗр ҫыннӑн уйрӑм хушма хуҫалӑхӗнче вилнӗ тилле асӑрхани хистенӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, чӗрчун урнӑ чирпе чирлени. Ҫакна выльӑх тухтӑрӗсем лаборатори анализӗ туса палӑртнӑ. Вилнӗ тилле тупнӑ тӑрӑхра урнӑ чире сарас мар тесе специалистсем ятарлӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби паян хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫавна республикӑн Патшалӑх ветеринари служби те хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |