ЧР Элтеперӗн администрацийӗнче юпа уйӑхӗн 7-22-мӗшӗсенче тӗрӗслев иртнӗ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Тӳрех палӑртмалла: йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене нумай тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслеве Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ирттернӗ. Ведомство Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫурта, Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫурта, Республика лапамӗнчи 2-мӗш ҫурта, Энгельс урамӗнчи 9-мӗш ҫурта пӑхса тухнӑ.
Президент урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра (Правительствӑн ҫӗнӗ ҫурчӗ) йӗркене пӑснӑ тӗслӗх ытларах пулнӑ.
Республика лапамӗнчи 2-мӗш ҫуртра та ҫитменлӗхсем пулнӑ. Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра вара виҫҫӗмӗш хутран эвакуациленмелли алӑк пулман.