Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулӑмпа кӗрешекенсем автомобиль шинисенчен тунӑ дренаж шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ ӗнене ҫӑлнӑ. Ку иртнӗ вырсарникун пулса иртнӗ.
Ӗне инкеке лекни пирки 112 пульт ҫине каҫхи 7 сехетре хыпар ҫитнӗ. Шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ выльӑха ҫӑлма ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пушарпа кӗрешекен службӑн ӗҫченӗсем ҫитнӗ.
Ҫӑлав ӗҫӗ ансат мар: ӗнене шӑтӑкран суранлатмасӑр кӑларма тӑрӑшмалла-ҫке-ха. Ҫӑлавҫӑсем тӑпрана чавнӑ, ҫапла майпа ӗнене автошинӑсенчен кӑларнӑ, хӑйне вара туртса кӑларнӑ.
Ҫӑлнӑ ӗне халӗ хуҫи патӗнчех пурӑнать.
Вулакан // 2761.74.8314
2019.10.29 20:59 | |
Кай-кай-кай, ним ăнланма та çук: ĕни те кĕрсе ÿкнĕ, ҫулӑмпа кӗрешекенсем те кĕрсе ÿкнĕ.Корреспонденчĕ хăй ÿкмен-и тата? | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2019.10.30 17:13 | |
Ҫулӑмпа кӗрешекенсене те инкекрен ҫӑлтӑмӑр — текста тӳрлетрӗмӗр. :) | |
