Чылайӑшӗ ӑшӑ вырӑн ҫинче тутлӑ тӗлӗк курнӑ чухне, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫур ҫӗрте, шыравпа ҫӑлав службин дежурнӑй пульчӗ ҫине шӑнкӑрав килнӗ: ҫамрӑк арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискер ҫӗрле йывӑҫ тӑрринчен хӑй тӗллӗн анайман-мӗн.
Арҫын йывӑҫ ҫине хӑйех хӑпарнӑ-ха. Кушак аҫи унта хӑпарса кайнӑ та каялла анайман, ҫӳллӗшрен хӑраса ҫухӑрма тытӑннӑ иккен. Ҫамрӑк арҫын ӑна пулӑшас тенӗ – йывӑҫ ҫине хӑпарнӑ.
Анчах арҫын хӑй те каялла анайман. Юрать, телефон ҫумра пулнӑ – ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Ӑна пусмапа антарнӑ. Ҫав вӑхӑтра кушак аҫи те ҫӗрелле сиксе тарнӑ.