Республикӑра
![]() Шупашкарта иртекен Фейерверксен фестивальне мӗнле ят памалла? Ун валли ят тупас тесе сасӑлав ирттереҫҫӗ. Йӗркелӳ комитетне 30 ытла сӗнӳ килнӗ ӗнтӗ. Вӗсенчен чи лайӑххисене, ҫиччӗшне, суйланӑ: «Салампи», «Асамат», «Асамлӑ», «Огни Чувашии», «Чебоксарский звездопад», «Волжские огни», «Фестиваль падающих звезд». Сире хӑшӗ килӗшет? ЧР Экономика аталанӑвӗн сайтӗнче килӗшнӗ ятшӑн сасӑлама пултаратӑр: economy.cap.ru/voting. Ҫапла майпа ҫитес ҫултан фестивалӗн ячӗ пулӗ. Аса илтерер: фестивале Республика кунне халаллаҫҫӗ. Вӑл ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче иртет. Кӑҫал фестиваль 1 сехет маларах, 22 сехетре, пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян каллех ҫил вӑйланнӑ, Шупашкарта самай алхаснӑ. Вӑл хӑш-пӗр япалана илсе ывӑтнӑ, йывӑҫсене тӳнтернӗ. «Про Город» хаҫат сайтӗнче ҫынсем Шупашкарта вӑйлӑ ҫил хыҫҫӑнхи сӑнӳкерчӗксене вырнаҫтарнӑ. «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ патӗнче йывӑҫ хуҫӑлса аннӑ. Граждан урамӗнчи 62\1 тата 64-мӗш ҫуртсен ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап контейнерне вӗҫтернӗ. Кадыков урамӗнчи 24-мӗш ҫурт патӗнче те йывӑҫ тӳнсе аннӑ. Вӑл хӗрарӑма кӑштах лекнӗ, унӑн ҫулне пӳлнӗ. Ытти чухне МЧС япӑх ҫанталӑк пулассине систерсе телефон ҫине СМС-ҫыру яраканччӗ. Чылайӑшӗн паян кунашкал СМС килмен. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫил вӑйланиччен темиҫе минут маларах кун пирки пӗлтернӗ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Алексей Кокелӗн музей ҫуртне хӑтлалатасшӑн. Ку тӗллевпе кӑҫал 1 миллион та 941 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ҫавна май электронлӑ аукцион ирттерӗҫ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен музей ҫурчӗн территорине, йывӑҫ ҫурт лараканскере, хӑтлӑлатмалла. Ҫак пӳртре Алексей Кокель ҫуралса ӳснӗ, кунта унӑн ачалӑхӗ иртнӗ. Ҫурт ҫывӑхӗнче йывӑҫсем лартӗҫ, курӑк акӗҫ, клумба йӗркелӗҫ, 8 сак, 4 ҫӳп-ҫап контейнерӗ лартӗҫ, ҫутӑ йӗркелӗҫ. Территорие хӑтлӑлатас ӗҫ ҫитес ҫул та малалла пырӗ. Ҫитес вӑхӑтра часавай ҫӗклеме, палӑк лартма, картина галерейи йӗркелеме, канмалли вырӑн тума палӑртнӑ. Музей ҫурта вара ҫӗнетсе шаларах кӗртсе лартма палӑртнӑ. Пӳрт умӗнче ултӑ вырӑнлӑ парковка пулӗ, ун хыҫӗнче – икӗ биотуралет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паллӑ ӳнерҫӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш халӑх художникӗ, профессор Праски Витти (Виталий Петров) Чӑваш Республикин патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ӑна сумлӑ премие тата хисеплӗ ята «Несӗлсем патне таврӑнни» ятпа хатӗрленӗ ӳнер ӗҫӗсен ярӑмӗшӗн панӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ. Праски Виттисӗр пуҫне премие тепӗр иккӗн тивӗҫнӗ. Философи ӑслӑлӑхӗсен кандидатне, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доцентне Герольд Плечова ӑна Иван Яковлевӑн пултарулӑхне тишкерсе наука ӗҫӗсем ҫырнӑшӑн панӑ. Техника ӑслӑлӑхӗсен докторне, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорне Александр Афанасьева вара — электромеханика енӗпе сумлӑ монографи ҫырнӑшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар хула администрацийӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене таса уй ра ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Унта инфратытӑм пачах ҫук. Лаптӑксене Муркаш районӗнчи Катикасси ял тӑрӑхӗнче уйӑрса панӑ. Унта вара ҫурт хӑпартмашкӑн условисем ҫук: инженери инфратытӑмне йӗркелемен. Ҫемьесем прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Анчах мэри пӗрех хӑйӗн тивӗҫне туллин пурнӑҫламан, ҫӗр лаптӑкӗсем патне инфратытӑм илсе ҫитермен. Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури ЧР Аслӑ судне тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхинче пиговор ҫемьесене хӳтӗленӗ: Шупашкар хула администрацине 9 уйӑхра поселок таран коммуникаци илсе ҫитермелле тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Ашмарин словарӗнче ку сӑмаха ҫапла ӑнлантарнӑ: сехмет, беда... Сехмет ҫакӑнать (несчастье). Ҫын трук (скоропостижно) вилсен, ӑна: сехметпе вилнӗ, теҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗх сасартӑк виле пуҫласан: «сехмет» пулчӗ пулӗ, теҫҫӗ. Сехмет — усал... Ӑна ҫине пырса тӑрсассӑн, тырӑ акма пуҫличчен, турра кӗлтуса илетӗн: торӑ папай, ырӑ сехмет тӗлне тутӑр, тетӗн... Вутлӑ сехмет, назв. духа... Ҫӗр сехмечӗ, назв. божества. Ҫапах та мӗне пӗлтерет-ха вӑл Сехмет? Ӑҫтан тухса кайнӑ ҫак сӑмах? М. Земская хӑйӗн 1963 ҫулта Мускавра «Советский писатель» издательствинче пичетленсе тухнӑ «Время в песках» кӗнекинче авалхи Египетри ҫынсен ӗненевӗнче чи аслӑ турӑ Ра тата унӑн хӗрӗ Сехмет ҫинчен ҫырса кӑтартать. Ра ятлӑ аслӑ турӑ хӑйӗн юратнӑ хӗрне, Сехмете, ҫӗр ҫине ҫынсене пӗтерме ярать. «Сехмет — богиня с телом женщины и львиной головой», — тенӗ. |
Вӗренӳ
![]() «Советская Чувашия» архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Шкултан вӗренсе тухакансем ППЭ тытаҫҫӗ. Хальлӗхе географипе, информатикӑпа, математикӑпа, историпе тата химипе кӑтартусем паллӑ. Историпе кӑҫал 2 ҫын 100 балл пухнӑ. Вӗсем – Шупашкартан. Химипе 6 яш-хӗр 100 балл пухайнӑ. Вӗсем Шупашкарти 2-мӗш лицейран, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейран, Улатӑрти 6-мӗш гимназирен, Вӑрмарти шкултан, Муркашри шкултан тата Краснормейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ шкулӗнчен вӗренсе тухакансем. Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан, математикӑпа тата географипе ППЭ кӑтартӑвӗсем лайӑхланнӑ. Геграфипе чи нумаййи 96 балл пухнӑ. Историпе 4 ҫын 100 балл пухнӑ. Пӗлтӗр унашкаллисем виҫҫӗн пулнӑ. Кӑҫал 80 балран ытларах пухакансем те чылайрах – 12,7 процент (пӗлтӗр – 9,5%). Кӑҫал хими предметне суйлакансен йышӗ ӳснине те палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта авариллӗ ҫурта… 20 миллион тенкӗпе сутаҫҫӗ. Вӑл культура еткерлӗхӗ шутланать. Здани Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 59-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ӑна сутасси пирки Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен сайтӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Малтанхи хак – 20 миллион тенкӗ. Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫурта приватизацилесси пирки документ алӑ пуснӑ. Ӑна II Николай патша пулнӑ чухнех хӑпартнӑ. Вӑл ун чухне хӗрлӗ эрех склачӗ пулнӑ. 2015 ҫулта ҫурта авариллисен йышне кӗртнӗ, кун хыҫҫӑн ҫынсене унтан куҫарнӑ. 2017 ҫулта вара ЧР Культура министерстви ӑна культура еткерлӗхӗн реестрне кӗртнӗ. Ҫав ҫулах вӑл пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян 16 сехет те 10 минутра Шупашкарти «Садовый» микрорайонта ача машина айне пулнӑ. Дементьев урамӗнчи 1-мӗш ҫурт картишӗнче 7 ҫулти арҫын ача велосипедпа ярӑннӑ, шӑпах 14-мӗш модельлӗ автомашина пынӑ. Ача пӑрӑнчӑк ҫултан сиксе тухнӑ, вӑл шӑпах урапа айне лекнӗ. Вӑйлах ҫапӑннӑнан арҫын ача та, велосипед та самай айккине вӗҫсе кайнӑ. Водитель авари хыҫҫӑн машинӑран тухнӑ та ачана алла тытнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ача пульницӑра тӑнсӑр выртать. Вӑл самай суранланнӑ. Кӑҫал арҫын ачан шкула каймалла. Автомашина рулӗ умӗнче вара 19 ҫулти каччӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче бензинӑн вӑтам хакӗ 44,02 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫапла майпа вӑл федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи хакли пулса тӑнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тарӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм хыпарлать. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта автомобиль бензинӗн пӗр литрӗн хакӗ 44,02 тенке ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтрах АИ-92 бензинӑн хакӗ – 41,4 тенкӗпе, АИ-95 – 44,14 тенкӗпе, АИ-98 вара 49,74 тенкӗпе танлашнӑ. Чи йӳнӗ бензин — Пушкӑрт Республикин тӗп хулинче: Ӗпхӳре ӑна 41,59 тенкӗпе туянма пулать. Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗр литр бензинӑн хакӗ вӑтамран 42,79 тенкӗ тӑрать. Палӑртса хӑвармалла, Чӑваш халӑх сайчӗ кӑшт маларах республикӑра бензин тӑруках 6,3 процент хакланни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.