2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енри темиҫе хулапа районта (хальхинче вӑл 7 муниципалитетра иртӗ) Ҫӗнӗ ҫул ҫул ҫӳревӗ пуҫланӗ. Чӑваш Енӗн информаципе турист тата культура центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫӳрев 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшӗччен пырӗ.
«Чӑваш Енри ҫӗнӗ ҫул ҫул ҫӳрев» 2019 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче (кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче), Шупашкар районӗнче (кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче), Муркаш районӗнче (кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче), Сӗнтӗрвӑрри хулинче (кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче), Улатӑр хулинче (кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче), Етӗрне районӗнче (кӑрлачӑн 6 тата 7-мӗшӗсенче), Ҫӗрпӳ районӗнче (кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче) пулӗ.
Туристӑн ҫӗнӗ ҫул карттине кӑҫал хут ҫинче мар, Чӑваш Енӗн информаципе турист тата культура центрӗн volgatourizm.ru сайтӗнче онлайн мелпе регистрацилӗҫ.
Ятарлӑ маршрутпа ҫӳренине ӗнентерме ятарлӑ фотозонӑра сӑн ӳкерӗнмелле. Сӑн ӳкерчӗксене vkontakte тата instagram халӑх ушкӑнӗсене #НовогоднееПутешествиеПоЧувашии (чӑв. #ЧӑвашЕнриҪӗнӗҪулҪулҫӳревӗ) хэштег ҫырса лартмалла. Ҫӗнтерӳҫӗне кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӑна парнепе хавхалантарӗҫ.