Хулара
![]() Шупашкарӑн Мускав районӗнчи Атӑл хӗрри юлашки вӑхӑтра хитреленсех пырать. Унта анса-хӑпармалли вырӑнсене пӗлтӗрех хитрелетнӗччӗ-ха, ҫыран хӗрринче канмалли вырӑнсем те хула ҫыннисемпе хӑнисем валли меллӗ. Велосипедпа ярӑнакансен кӑмӑлне те Шупашкарта шута илме тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗнер хулари тӳре-шара, Шупашкар хӑтлӑхӗшӗн яваплӑ специалистсем вырӑна тухса канашлу ирттернӗ. Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, канашлура сӳтсе явнӑ тӗп ыйту — велосипедистсен ҫулне куҫарса ун вырӑнне ролик конькипе ярӑнакансем валли ҫул туса парасси. Ҫак темӑна кун йӗркине кӗртнине мэринче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хушнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ вара ҫапла тума хула ҫыннисем ыйтнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта Вексельберг теплица хута яни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Кӑҫалхи кӗркунне унта пахча ҫимӗҫ ӳстерме тытӑнмалла. Анчах малтан теплица комплексӗ патне асфальт сармалла. Ҫула вара республика хуснинчи укҫа-тенкӗпе тӑвӗҫ. «Чӑваш Енре промышленноҫ тата инвестици ӗҫӗн аталанӑвӗн фончӗ» АУ «Ҫӗнӗ Шупашкар» теплица комплексӗ» патне ҫул хывмашкӑн электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 27 миллион та 795 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫул 962 метр тӑршшӗ, 6 метр сарлакӑш пулӗ. Ҫавӑн пекех теплица комплексне шывпа тивӗҫтермешкӗн 9 миллион та 100 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн уй-хирӗнче ака-суха тӑвакан, тыр-пул вырса илекен тракторист-машиниста ҫӗршыв Президенчӗн указӗпе чыслама йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута Владимир Путин ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви паян хыпарланӑ. Николай Юрьевич Тихонова «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ. Ӗҫ биографине Николай Тихонов вӑтам шкул пӗтерсен Вӑрнар районӗнчи «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) хуҫалӑхра ӗҫлеме пуҫланӑ. Салтака кайса килсен те вӑл тӑван колхозрах ӗҫленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче самана саккӑрла ҫаптарнӑ вӑхӑтра та ҫӗр ӗҫне пӑрахман. 1996 ҫулта вӑл Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн механика цехне вырнаҫнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл районти чи лайӑх комбайнер евӗр пӗрре ҫеҫ мар палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Ҫар призывӗ малалла пырать. Шупашкарти ҫар комиссарӗ Олег Иванов хӑйне евӗр тӗслӗхпе тӗл пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 19 ҫулти студент ун патне справка илсе пынӑ. Ахӑртнех, вӑл ҫара каясшӑн пулман. Справкӑра вӑл 28 чирпе нушаланнине кӑтартнӑ. Вӑл медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ-мӗн. Тепӗр икӗ кунран каччӑ ҫара кайма юрӑхсӑр пулнине ӗнентерекен справка йӑтса килнӗ. «Справкӑра 28 чир-чӗре кӑтартнӑ. Эпӗ каҫару ыйтрӑм та, кунашкал документпа ман пата мар, тӳрех пульницӑна каймаллине каларӑм. Хамӑн службӑра кунашкаллине пӗрремӗш хут куртӑм. Каччӑна тепӗр хутчен медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма направлени ҫырса панӑ. Раҫҫей ҫарӗнче ҫамрӑк та сывӑ каччӑсен пулмалла», - тенӗ Олег Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш поэзийӗн классикӗ Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми пичетленнӗренпе кӑҫал — 110 ҫул. Ҫавна май Вӑрмарти тӗп вулавӑшӑн таврапӗлӳлӗх секторӗ «Шедевр чувашской поэзии. Чӑваш поэзийӗн хайлавӗ» ятпа кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Курав темиҫе ярӑмран тӑрать: «Поэме «Нарспи – 110 лет» (чӑв. «Нарспи» поэма — 110 ҫулта), «Нарспи – жемчужина чувашской поэзии» (чӑв. Нарспи — чӑваш поэзийӗн ахахӗ), «Живое наследие К. Иванова» (чӑв. К. Ивановӑн чӗрӗ эткерлӗхӗ). Вӗсенчен кашниех поэтӑн кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗн тӗрлӗ тапхӑрӗпе паллаштарать. Паянхи куна «Нарспи» поэмӑна тӗнчери халӑхсен ҫирӗме яхӑн чӗлхине куҫарнӑ. Ҫап-ҫамрӑк пуҫпа ҫавӑн пек хайлав ӑсталанӑ поэтӑн ячӗ чӑннипех те вилӗмсӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Пирӗн сӑмах» хаҫата паянтан ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Унпа Чӑваш Енӗн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — хула тата общество инфраструктурин аталанӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Кучук паллаштарнӑ. Райхаҫат редакторне Игорь Львович Васильева лартнӑ. Район хаҫатӗнче Игорь Васильев 1992 ҫултанпа ӗҫлет. Малтан ял хуҫалӑх пайӗн корреспонденчӗ пулнӑ, 1993-2001 ҫулсенче — социаллӑ политика пайӗн заведующийӗ, 2002-2013 ҫулсенче — версткӑпа дизайн пайӗн редакторӗ, 2013 ҫултанпа — экономика тата социаллӑ политика пурнӑҫ пайӗн редакторӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна хаҫат редакторӗн тивӗҫне шанса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Александр Григорьев Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗҫленӗ Александр Григорьева Мари Эла куҫарнӑ. Александр Григорьев юлашки вӑхӑтра прокурор ҫумӗ пулса тимленӗччӗ. Кӳршӗллӗ регионта та вӑл ҫавӑн пек должноҫ йышӑнӗ. Чӑваш Енри прокуратура ҫыннине, юстицин аслӑ канашҫине, Мари Эла куҫарма Раҫҫейӗн генпрокурорӗ ӗнер йышӑннӑ. Александр Григорьев 1964 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. 1987 ҫулта Пермьри патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тепӗр ҫулхине ӑна Сӗнтӗрвӑрри район прокуратурине стажер пулса ӗҫе йышӑннӑ. Кӗҫех унта вӑл тӗпчевҫӗре тӑрӑшма пуҫланӑ. 1991 ҫултанпа вӑл республика прокуратурин тытӑмӗнче тӗрлӗ должноҫре тимленӗ, Чӑваш Енӗн прокурорӗн ҫумне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Время помогать» (чӑв. Пулӑшма вӑхӑт) ыркӑмӑллӑх акцийӗн ертӳҫипе Александр Ефимовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Фонд ҫулталӑк каялла ҫу уйӑхӗнче йӗркеленнӗ. Ҫак организаци сусӑр ачасене, йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнисене тӗрев парать. Ҫулталӑкра фонд сахал мар ырӑ ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ. Ачасене валли тӳлевсӗр концертсем, походсем йӗркеленӗ. Ӳлӗмрен фонд республика тулашӗнче мероприятисем ирттерме пуҫласшӑн. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертӳҫӗне пуҫаруллӑ ырӑ ӗҫшӗн мухтанӑ, тав тунӑ. «Ачасемпе амӑшӗсене хӳтӗлесси патшалӑх приоритечӗсенчен пӗри. Ырӑ ӗҫ туни каялла ырӑпах таврӑнать. Эсир ӑна тивӗҫлӗ», — тенӗ регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳ хулинчи «Южный» (чӑв. Кӑнтӑр) микрорайонта шкул тума пуҫланӑччӗ. Республика Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство ӗҫне пӗлтӗрех вӗҫленӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, объекта 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хута янӑ. Анчах тавралӑха хӑтлӑх кӗртес ӗҫе, оборудовани кӳрсе килессине ҫуркуннене хӑварнӑ. Пурнӑҫланӑ ӗҫсене тӳлеме республика хыснинче кӑҫал 53,2 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Виҫӗ хутлӑ шкулта пӗр сменӑра 1000 ача вӗренӗ. Ӑна хута ярсан Ҫӗрпӳри ачасем икӗ сменӑпа вӗренме пӑрахӗҫ. Хальхи вӑхӑтра иккӗмӗш сменӑна ҫӳрекен 301 ача пӗрремӗш сменӑра вӗренме пуҫлӗ. Ҫакӑ вӗсемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн меллӗ пулӗ. Шкула хӑтлӑх кӳресси епле шайра пулнине паян Иван Моторин премьер-министр хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енри Ҫӗмӗрле хулипе Нават ялне (выр. Наваты) Сӑр юханшывӗ урлӑ понтон кӗперпе ҫыхӑнтарнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, икӗ региона тӳрремӗн ҫитме май паракан ҫула ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫнӑччӗ. Паян кӗпере Ҫӗмӗрлери тата Чулхула облаҫӗнчи, ҫул-йӗр инспекцийӗн инспекторӗсем, автоҫулсене тытса тӑрассишӗн яваплӑ специалистсем хакласа йышӑннӑ. 5 тонна таран таякан машинӑсене чӑтакан кӗпер тӑрӑх ҫывӑх вӑхӑтра автобус хутлама пуҫлӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне ҫыхӑнтарӗ. Ҫурхи, ҫуллахи тата кӗрхи тапхӑрта ӗҫлекен понтон кӗпере 1998 ҫултанпа хута яраҫҫӗ. Икӗ регионта пулин те кӳршӗллӗ пурӑнса пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытакансемшӗн ӑна уҫни чӑннипех те паха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |