Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

Хулари ача-пӑча 2-мӗш пульницинче ҫӗнӗ инфекци корпусӗ тӑвӗҫ. Аукцион ирттересси пирки утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Ҫӗне корпус хута ямашкӑн пахча ҫимӗҫ управне, ҫӗр айӗнчи резервуара, ҫӳп-ҫап купаламалли лапама аркатӗҫ. Здани 1-3 хутлӑскер пулӗ. Хальхи инфекци корпусӗпе ӑна ҫӗр ҫийӗн тунӑ каҫӑ сыпӑнтарӗ.

Кунсӑр пуҫне подрядчикӑн автотранспорта дезинфекцилемелли здани, котельнӑй, ҫӳп-ҫап хумалли вырӑн тумалла.

Заявкӑсене утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукциона утӑн 27-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малтанхи хак – 338,1 миллион тенкӗ. Ҫӗнӗ инфекци корпусне килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 18 уйӑхра туса пӗтермелле.

 

Республикӑра

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Енри 15 ҫемьене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ.

Шупашкарта ҫак чыса Геннадипе Людмила Егоровсем, Станиславпа Лия Ушаковсем тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – Юрипе Антонина Бахаревсене, Ҫӗмӗрлере Евгенипе Владилена Железцовсене, Канашра Вячеславпа Нина Игнатьевсене, Улатӑрта Викторпа Татьяна Чернышевсене орден пама йышӑннӑ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Геннадипе Валентина Игнатьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Григорипе Лидия Каюковсем, Красноармейски районӗнчи Валерьянпа Акулина Клементьевсем, Йӗпреҫ районӗнчи Алексейпа Клавдия Купрановсем, Елчӗк районӗнчи Николайпа Раиса Лапшинсем, Улатӑр районӗнчи Тимофейпа Елизавета Мигуринсем, Муркаш районӗнчи Леонидпа Зинаида Орловсем, Вӑрнар районӗнчи Владимирпа Роза Павловсем, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Николайпа Лидия Ядаринкинсем те ҫак хисепе тивӗҫнӗ.

Палӑртмалла: ҫак мӑшӑрсем 50 ҫул ытла килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

 

Тӗн

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ манаха шырать. Трифон атте Муркаш районӗнчи арҫынсен Александр Невский мӑнастирӗнче службӑра пулнӑ.

Унӑн чӑн ячӗ — Ананео Владимир Евгеньевич. Вӑл 85 ҫулта. Трифон атте утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ватӑскер ӑҫталла кайни паллӑ мар.

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ манах мӗнлереххине пӗлтерет: Трифон атте 160 сантиметр ҫӳллӗш, имшерккескер, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ тӗттӗмрех, кӑштах шуралнӑ. Трифон атте манах тумне тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ӑна куракансене 02 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Кӗсье телефонӗнчен – 112 номерпе.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50884
 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкарта аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫав вӑхӑтра пӗр хваттере аҫа ҫапнӑ.

«Благовещенски» микрорайонти хваттере аҫа ҫапнине ҫынсем курнӑ. «Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 22 сехет те 10 минутсенче Пасар урамӗнче вырнаҫнӑ хваттере аҫа ҫапрӗ», - ҫапларах пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. «Эпир машинӑра лараттӑмӑр, пирӗн куҫ умӗнче ҫиҫӗм ялтлатрӗ, виҫҫӗмӗш хутри хваттерӗн чӳречине аҫа ҫапрӗ. Вӑл ҫийӗнчех хыпса илчӗ, вырӑна виҫӗ пушар машини килчӗ», - тенӗ Дарья.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хваттерте тивӗҫлӗ канури ҫын пурӑнать. Вӑл урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50887
 

Ҫутҫанталӑк
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче пурӑнакансене ҫанталӑк самаях шар кӑтартнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил алхаснӑ.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ҫӗрте чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Пӑр айне лекнӗ ҫынсене ӑмсанмалли ҫук: самаях ыраттарнӑ-мӗн. Шорчекассинче пахча ҫимӗҫе те, теплицӑсене те сӑтӑр кӳнӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем те пӑр ҫунине пӗлтереҫҫӗ. Урамри ҫынсем чарӑну патне аран чупса ҫитнӗ. Пӑр чул пекех хытӑ пулнӑ, ӳте лексен ыраттарнӑ.

Синоптиксем хальлӗхе лӑпланмалли хыпар пӗлтермеҫҫӗ: ҫитес вӑхӑтра регионта вӑйлӑ ҫумӑр, пӑр ҫӑвас, ҫил алхасас хӑрушлӑх пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50886
 

Сывлӑх

Чӑваш Енри психиатрсем Хусанта ташланине ҫирӗплетеймӗпӗр-ха, анчах бала хутшӑнни паллӑ. Унти В.М. Бехтерев ячӗллӗ республикӑри клиника пульницинче ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Бал у Бехтерева» (чӑв. Бехтерев патӗнчи бал) иртнӗ. Ӑна клиникӑн 149-мӗш ҫулхине халалланӑ. Мероприятие сывлӑх сыхлав учрежденийӗн тӗп врачӗ Ф.Г. Зиганшин пуҫарнӑ.

Владимир Михайлович Бехтерев — Раҫҫейри паллӑ психиатр, невропатолог, физиолог, психолог, рефлексологипе патопсихологи енӗпе ҫӗршыври паллӑ специалист, академик. Хӑйӗн ӗҫӗе вӑл Хусанта пуҫланӑ. Унӑн тӗп тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ нерв чирӗсене тӗпчесе сиплени ҫеҫ мар, чун чирӗллисемпе этемле пулма вӗрентни тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Маларах эпир асӑннӑ Фарит Зиганшин психика енӗпе чирлӗ ҫынсемпе ӗҫлекенсен паха ӑс-хакӑллӑ пулмаллине, ӳнер ҫак енӗпе ырӑ витӗм кӳнине палӑртнӑ.

Бал пирӗн республикӑри специалистсем те хутшӑннӑ.

 

Республикӑра

Тухтӑрсен пӗлӗвне ӳстерекен республикӑри института ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырӗ. Унпа паян коллектива республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов паллаштарнӑ.

Ҫӗнӗ хыпарпа паллаштарнине министерствӑн пресс-служби аякран пуҫланӑ: коллективпа тӗл пулнинчен, отрасльти тӗллевсене пурнӑҫлассине сӳтсе явнинчен.

Ҫӗнӗ ректорпа, Нина Емельяновӑпа, министр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллаштарнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ пуҫлӑх тухӑҫлӑ ӗҫлеме тата професси енчен ассе пыма суннӑ.

«Тухтӑрсен пӗлӗвне ӳстерекен институт ырӑ кун-ҫуллӑ тата республика аталанӑвне витӗм кӳрет», — ырланӑ Нина Николаевна хӑй ертсе пыракан учреждение.

Нина Емельянова биографийӗпе хыпарта паллаштарман. Институт сайтӗнче те ҫӗнӗ ректорпа ҫак самантра паллаштарманччӗ.

 

Республикӑра

«Чӑвашавтотранс» предприяти утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса хӑш-пӗр муниципалитетра пассажирсене турттарма пӑрахӗ. Предприятин транспорчӗ Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле хулисенче ҫӳремӗ.

Район-хулара пассажирсене турттарассипе муниципалитет саккасҫӑ шутланать. Хальхи вӑхӑтра пилӗк муниципалитетра ҫӗнӗ перевозчиксене кӗске вӑхӑтлӑх свидетельствӑсем парассипе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. «Чӑвашавтотранс» предприяти вырӑнне хӑш-пӗр районта пассажирсене уйрӑм ҫынсем халех турттараҫҫӗ. Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек тӗслӗх Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче пур. Перевозчика ылмаштарнӑшӑн пассажирсем шар курмасса шанаҫҫӗ.

 

Культура
Черетлӗ сезона хупнӑ каҫ лартнӑ спектакль саманчӗ
Черетлӗ сезона хупнӑ каҫ лартнӑ спектакль саманчӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи икӗ актер ҫӗнӗ сезонта сумлӑ юбилейсене уявлама хатӗрленет. Ҫакӑн пирки театрӑн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Юрий Владимиров ӳнер учрежденийӗ черетлӗ сезона хупнӑ май каланӑ. 100-мӗш сезонти чаршава театр И.С. Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» пьесипе лартнӑ спектакльпе ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хупнӑ.

Театра пухӑннисем умӗнче ҫав каҫ тухса калаҫнӑ Юрий Владимиров иртсе кайнӑ юбилейлӑ сезона пӗтӗмлетнӗ. Ҫитесси пирки асӑнса хӑварнӑ май чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина 95 ҫулхине уявлассине пӗлтернӗ. Раштав уйӑхӗнче РСФСР халӑх артисчӗ Нина Григорьева 80 ҫулхи юбилея палӑртӗ. Тӑван сцена ҫине тухма вӗсем пӑрахман-ха.

 

Республикӑра

Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнчи ачасен савӑнӑҫӗн чикки ҫук ахӑртнех. Нумаях пулмасть унти ача пахчинчи вылямалли лапама ҫӗнетнӗ.

Патреккелсем вӑйӑ лапамне хӑйсен укҫипе ҫӗнетмен. Вӗсем ҫак ӗҫе федераци гранчӗ пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. Вӑйӑ лапамне хальхи йышши хатӗрсем вырнаҫтарнӑ: спорт комплексӗ, хӑйӑр купи, чуччу, каруҫҫель. Район пӗтӗмпе ҫак тӗллевпе 800 пин тенке тивӗҫнӗ. Ку укҫапа Патреккелти ача пахчине кӑна мар ҫӗнетнӗ. Грант пулӑшнипе Елчӗкре те вӑйӑ комплексӗсем «ӳссе» ларнӑ.

Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар елчӗксем. Ҫывӑх вӑхӑтра «Пилеш» парка ҫӗнетме палӑртнӑ. Ачасем – пирӗн пуласлӑх, йӑлтах вӗсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/19783
 

Страницӑсем: 1 ... 2051, 2052, 2053, 2054, 2055, 2056, 2057, 2058, 2059, 2060, [2061], 2062, 2063, 2064, 2065, 2066, 2067, 2068, 2069, 2070, 2071, ... 3903
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пулӑм хыҫҫӑн пулӑм ҫаврӑнӗ кӑна. К у- тунтикунччен. Унччен пурнӑҫламан ӗҫсемпе тивӗҫсене халӗ тытма тивӗ. Ӗҫтешсенчен е пӗлӗшсенчен пулӑшу ыйтӑр. Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ пуллашу е пулӑм кӗтет.

Ҫу, 27

1939
86
Михайлов Николай Дмитриевич, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1949
76
Ляпидовская Светлана Михайловна, филолог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Пӑрчӑкан Нина Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...