Хулара
![]() Раштав куйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти тӳре-шарана троллейбус-автобуса лартӗҫ. Ҫак пек сӗннӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков. Ун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ. Шупашкарти тӳре-шарана сити-менеджер транспорт реформине хаклаттарасшӑн. «Шупашкарта ҫулталӑка яхӑн транспорт реформине ирттеретпӗр. Ку эрнере эпир халӑх, пуҫару ушкӑнӗсен шухӑш-кӑмӑлне пуҫтарӑпӑр. Раштавӑн 2-мӗшӗнче эпӗ хам та общество транспорчӗпе ӗҫе кайӑп. Транспорт реформине хаклӑп», — ҫырнӑ Алексей Ладыков. Шупашкарти тӳре-шаран автобус-троллейбуспа ӗҫе кайса килмелли куна пӗлтӗр те ирттернӗччӗ. Ун чухне вӑл куна 2018 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче палӑртнӑччӗ. Сӑмах май каласан, Шупашкар ҫыннисем хӑш-пӗр маршрута вӑрах кӗтме тивни пирки пӑшӑрханса пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |