Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Транспорта урӑх ҫулпа ҫӳретӗҫ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 16.08.2019 18:53 | 188 хут пӑхнӑ
Хулара
Ашмарин урамӗ
Ашмарин урамӗ

Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарти Иван Яковлев проспектне юсама пуҫлӗҫ. Хальхинче 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи ҫул ҫавринчен пуҫласа Ашмарин урамӗ таран ҫӗнетмелле. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна май транспорта ҫав вӑхӑтра урӑх ҫулпа ҫӳретӗҫ. Чару троллейбуссене пырса тивмӗ ҫеҫ.

Транспорт ырантан, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен, тавран ҫӳрӗ. Шупашкар хулинчи «Алкеш — Энергетиксен поселокӗ» маршрутпа хутлакан 7-мӗш номерлӗ автобус ҫав вӑхӑтра Иван Яковлев проспектӗнчен 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектне пӑрӑнса кӗрӗ, унтан Эгер бульварӗпе, Ф. Орлов тата Ашмарин урамӗсемпе Иван Яковлев проспектне, Канаш шосси ҫине тухӗ.

«Луч» кинотеатр — «Фин долини» микрорайон» маршрутпа ҫӳрекен 44-мӗш маршрут Ашмарин урамӗнчен Иван Яковлев проспектне тухӗ, Канаш шосси патне ҫитсе ҫаврӑнса илсе Ашмарин тата Ф. Орлов урамӗсемпе, Эгер бульварӗпе, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе Иван Яковлев проспектне тухӗ.

#троллейбуссем, #автобуссем, #транспорт, #Шупашкар, #Алкеш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла?
2018, 12, 14
Ҫула шӑтӑк автобус тухнӑ
2019, 05, 05
Общество транспортӗнчи билет каллех хакланӗ
2019, 05, 08
Хӑш-пӗр троллейбуспа автобусӑн маршрутне улӑштарӗҫ
2019, 07, 19
Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен транспортра билет хакланӗ
2019, 08, 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org