Хулара
![]() Пӗлтӗр Шупашкарти общество транспорчӗсенчи билет икӗ хутчен хакланнӑ: утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата раштавӑн 1-мӗшӗнче. Кӑҫал хака татах хӑпартма палӑртнӑ. Улшӑнусем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулӗҫ. Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче постановлени проекчӗпе паллашма пулать. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, общество транспорчӗпе каймалли билет хакӗ 2 тенкӗ ӳсӗ. Ҫапла майпа авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа троллейбуспа каймашкӑн 22 тенкӗ кирлӗ пулӗ, карточкӑпа тӳлесен – 20 тенкӗ. Автобуссемпе маршруткӑсенче хак 25 тенкӗпе танлашӗ, карточкӑпа – 21 тенкӗ. Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет хакӗ 900 тенке ҫитӗ (халӑхпа организацисем валли). Студентсемпе вӗренекенсен билета 650 тенкӗпе туянма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |