Хулара
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарта темиҫе троллейбус тата автобус хӑйсен маршрутне улӑштарӗҫ. 12-мӗш автобус Мускав проспекчӗпе вӗҫне ҫитиех каймӗ – Максим Горький проспекчӗ еннелле пӑрӑнӗ. 22-мӗш автобус Арҫынсен ҫветтуй троица мӑнастирӗ таран ҫӳреме пуҫлӗ. Ҫак автобуссен маршручӗсем утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен улшӑнӗҫ. 10-мӗш троллейбус Яковлев проспекчӗпе кайса Эгер бульварне кӗрӗ, унтан Роза Люксембург урамне ҫитӗ. Кунашкал ҫул валли тепӗр 5 троллейбус кирлӗ пулӗ. Асламас урамӗнчи ҫула туса пӗтерсен 35-мӗш автобус «Хӗвеллӗ» микрорайона кӗме тытӑнӗ. Ҫак улшӑнусем ҫурла уйӑхӗнчен пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |