Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() «Чӗмпӗр-Шупашкар» маршрутпа хутлакан автобуссенчен пӗри шӑтӑк пулнине пассажирсенчен пӗри асӑрханӑ. Ҫакӑн пирки вӑл «ПроГород» портала систернӗ. Транспорт пассажирсене Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗ патӗнче лартнӑ. Автобус ҫула хускалнӑ хыҫҫӑн транспортӑн юсавсӑрлӑхӗ палӑрнӑ. «Автобусӑн урапи шӑтса кайнине пула салонӑн хыҫалти пайӗнчи ларкӑч айӗнчи урай шӑтрӗ курӑнать. Апла пулин те водитель нимӗн те тумарӗ. Пассажирсене автобуса лартрӗ те Шупашкар енне хускалса кайрӗ. Автобус тӑп-тулли халӑхчӗ. Салонта пӗчӗк ачасем те пурччӗ. Водитель пассажирсене пӗрех тултарчӗ те тултарчӗ. Шупашкарти юлашки чарӑнӑва ҫитеймерӗ — Алькешра антарчӗ. Автобус ҫул тӑршшӗпех хуллен килчӗ. Сехетре вӑл 20 километр хӑвӑртлӑхпа кайрӗ», — ӑнлантарнӑ МИХа пассажир. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |