Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Культура: Хакас Республикинче чӑвашсен фестивалӗ иртнӗ

Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Таисия Ташней 26.11.2019 19:32 | 197 хут пӑхнӑ
Культура

Хакас Республикинче «Чувашский колорит» (чӑв. Чӑваш колоричӗ) фестиваль иртнӗ. Мероприятие Абакан ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Доможаков аулӗнчи культурӑпа кану центрӗнче пуҫтарӑннӑ. Фестивале асӑннӑ регионӑн Усть-Абакан районӗнчи чӑвашсен «Пилеш» наципе культура автономийӗ Хакас Республикин Наци тата территори политикин министерстви пулӑшнипе ирттернӗ.

Мероприятие йӗркелекенсем чӑвашсен йӑли-йӗрки тӑрӑх чӑваш халӑхӗн культурипе паллаштарасси пулнӑ. Туйпа, салтак ӑсатнипе тата ача ҫуралнипе ҫыхӑннӑ йӑлана кӑтартнӑ.

Фестивальте чӑвашла юрӑсем янӑранӑ, наци тумне кӑтартнӑ.

Хакас Республикине чӑвашсем ҫитмӗл ҫул каялла куҫса кайнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне пирӗн ҫӗршывра ҫерем ватасси ҫинчен хушу тухнӑ.

#Хакас Республики, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #культура, #фестивальсем, #Абакан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Силпи асамачӗ» кӗркунне иртӗ
2019, 04, 19
Пишпӳлекре чӑваш фестивалӗ иртӗ
2019, 05, 16
Пушкӑртстанра «Шур ҫӑл» фестиваль иртнӗ
2019, 05, 30
Севастопольти фестиваль-концерта чӑвашсем те хутшӑннӑ
2019, 06, 05
Халӑх шавӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксен театрӗн ятне чӑвашла та вырӑсла та ҫырса хунӑ
2019, 11, 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org