Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Абакан

Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Хакас Республикинче иртнӗ «ЧитiгенФЕСТ» пӗчӗк формӑллӑ спектакльсен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗнчен таврӑннӑ.

Чӑваш артисчӗсем Абаканта «Евгений Онегин» моноспектакле тата унсӑр пуҫне «Евгений Онегин» спектакле икӗ хутчен кӑтартнӑ. Билетсене унчченех сутса пӗтернӗрен «Евгений Онегин» спектакле икӗ хутчен кӑтартма йышӑннӑ.

Чӑваш артисчӗсен ӑсталӑхӗпе паллашма Хакас Республикин Правительствин Пуҫлӑхӗ Валентин Коновалов та пынӑ.

 

Культура

Хакас Республикинче «Чувашский колорит» (чӑв. Чӑваш колоричӗ) фестиваль иртнӗ. Мероприятие Абакан ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Доможаков аулӗнчи культурӑпа кану центрӗнче пуҫтарӑннӑ. Фестивале асӑннӑ регионӑн Усть-Абакан районӗнчи чӑвашсен «Пилеш» наципе культура автономийӗ Хакас Республикин Наци тата территори политикин министерстви пулӑшнипе ирттернӗ.

Мероприятие йӗркелекенсем чӑвашсен йӑли-йӗрки тӑрӑх чӑваш халӑхӗн культурипе паллаштарасси пулнӑ. Туйпа, салтак ӑсатнипе тата ача ҫуралнипе ҫыхӑннӑ йӑлана кӑтартнӑ.

Фестивальте чӑвашла юрӑсем янӑранӑ, наци тумне кӑтартнӑ.

Хакас Республикине чӑвашсем ҫитмӗл ҫул каялла куҫса кайнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне пирӗн ҫӗршывра ҫерем ватасси ҫинчен хушу тухнӑ.

 

Раҫҫейре
Александр Колбасов (ТАСС) сӑнӳкерчӗкӗ
Александр Колбасов (ТАСС) сӑнӳкерчӗкӗ

Абакан хулин мэрӗ Николай Булакин ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Хакас Республикин тӗп хулин пуҫлӑхӗ сарӑмсӑр вилӗмпе куҫ хупнине ТАСС информаци агентствине Хакас Республикин правительствин пресс-службинче ҫирӗплетнӗ.

Пӑтӑрмах Красноярск крайӗнчи Топольки ялӗ тӗлӗнче пулнӑ. Николай Булакин тытса пыракан «Ford» автомобиль Р-257 «Енисей» трассӑпа пынӑ чух ҫул айккине чӑмнӑ, йывӑҫа пырса тӑрӑннӑ. Ҫакӑн пек малтанласа пӗлтернӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем. Инкекре вырӑнтах вилнӗ мэр.

Булакин 1952 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Томскра ҫуралнӑ. Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Мускав облаҫӗнчи конструктор бюровӗнче инженерта ӗҫленӗ. Мускаври авиаципе технологи институтӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. Техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Красноярскри политехника институчӗн Абаканти филиалӗнче ӗҫленӗ. 1995 ҫулта ӑна Абакан мэрӗ пулма суйланӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 10

1928
98
Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ.
1961
65
Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1968
58
Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын