Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Халӑх шавӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксен театрӗн ятне чӑвашла та вырӑсла та ҫырса хунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 15.11.2019 17:13 | 2186 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Театрӑн паянхи сӑнӗ. Валерий Туркай ӳкернӗ
Театрӑн паянхи сӑнӗ. Валерий Туркай ӳкернӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ятне икӗ чӗлхепе ҫырса хунӑ. Кун пирки пире Валерий Туркай сӑвӑҫ пӗлтерчӗ. Асаилтеретпӗр, унччен маларах, театр ҫуртне ҫӗнетнӗ май, ятне вырӑсла кӑна ҫырнӑччӗ. Театр ертӳҫи Елена Николаева пире пӗлтернӗ тӑрӑх икӗ чӗлхепе ҫырса хума малтанах шут тытнӑ пулнӑ. Халӑх хушшинче шӑв-шав ҫӗкленнине пула театр ятне икӗ чӗлхепе халех ҫырса хунӑ.

Ҫак кунсенче театрта ҫамрӑксен театрӗсен пӗтӗм Раҫҫейри «Атӑл юмахӗ» фестивалӗ иртет. Унта ҫӗршыври тӗрлӗ тӑрӑхсенчи театрсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ. Паян, сӑмахран, 18 сехет ҫурӑра эсир Ӗпхӳри «Нур» тутар патшалӑх театрӗ лартнӑ «Живи на солнечной стороне» (чӑв. Хӗвел ҫӳтипе савӑн) спектакльпе паллашма пултаратӑр.

Унсӑр пуҫне, чӳкӗн 22-мӗшӗнче 14 сехетре пирӗн паллӑ поэтӑмӑра Ҫеҫпӗл Мишшин юбилейне халалласа кунта тӗп уяв иртмелле. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауриачӗсене чыслӗҫ, уява чаплӑ хӑнасем те хутшӑнӗҫ.

#ҫамрӑксен театрӗ, #чӑваш чӗлхи, #культура, #Шупашкар, #Ҫеҫпӗл Мишши, #фестивальсем, #Ӗпхӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 3618.72.3428
2019.11.16 10:47
Мӗн патне ҫитрӗмӗр, Акапасар-тӑванӑм: ЧӐВАШ ТЕАТРӖН "ҫамки" ҫине ЧӐВАШЛА ТА ҫырнӑшӑн савӑнатпӑр!..
"Сулахайри-сылтӑмри" пирки эп директорне асӑрхаттартӑм - тумаллине Саккунпа килӗшӳллӗн тума, Аҫтахар умӗнче.
Юрӗ ӗнтӗ, тен, кун пек, эс калашле, "тӗп хапха ҫийӗнче" пулни, аванрах та...
Чӑвашӑмсем! Пурсӑра та аслӑ Ҫеҫпӗлӗмӗр 120 ҫул тултарнӑ ятпа саламлатӑп! Паян 13 сехетре Сӑвӑҫӑмӑрӑн Палӑкӗ умне чечексем хуратпӑр. Пурте пырӑр!
Валери Туркай. 8-927-855-54-80
Микула // 9259.3.8429
2019.11.16 19:46
Чӑннипе мӗне кура ҫӗнтерӳ." Айӑплисем" малтан икӗ чӗлхепе ҫырма шут тытнӑ пулнӑ,анчах такам мантарнӑ тейӗпӗр. Тургай Валерий Владимирович Путинӑн шаннӑ ҫынни пулнӑран пулӗ кун пек хӑвӑрт итлени. Чиновникӑн Путинӑн шаннӑ ҫыннине мӗнле майпа хирӗҫлес ? Кунта ытларах ҫак сӑлтав пулас? Халӗ куртӑр мӗнле майпа чиновниксемпе ӗҫлемелле.

Тургайӑн алли яланах ҫӑмӑл пулмалла ? Ҫавӑнпа та Шупашкарти ачасем валли, тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем тӑвас ыйтӑва тапратма ӑна шанса парас терӗҫ чӑвашсем. Культура министерствинче Путина тата унӑн шаннӑ ҫыннисене хисепленине пӗлтӗмӗр. Пӗлес килет Шупашкар хула администрацинче тата вӗрентӳ министерствинче тӑрӑшакан чиновниксем Путина тата унӑн шаннӑ ҫыннисене хисеплес йӑла пур е ҫук ? Ҫеҫпӗл ячӗллӗ театр паян тем тесен те кирлех,анчах та Ҫеҫпӗл ячӗлле ача сачӗ,тӑван чӗлхепе ӳстермелли ,тата кирлӗрех.
Agabazar // 3026.24.3570
2019.11.17 00:46
Agabazar
Вӑт, вӑт, ҫапла! <<Путинӑн шаннӑ ҫыннисем>> ытларах пулччар-ха вӗсем пирӗн патра. Вара пире те, ҫавна кура, пурӑнма ҫамӑлрах пулӗ.
Е апла мар-и?
Ача сачӗсене Ҫеҫпӗл ятне, Сахаров Аккачемӗк ятне, Жуков Маршал ятне пани — кулӑшла. "Путене", "Сар хӗвел", "Ҫеҫке", "Юмах" тенисем те ҫителӗклӗ пулмалла.
Валери Туркай // 3618.72.3428
2019.11.17 02:15
"Микула" та, "Акапасар" та, чыс та мухтав сире"маншӑн ик айкки те - тӑвайкки" принциппа пурӑнманшӑн!
Ача сачӗсем пирки татӑклӑ сӑмах хускатма, чӑнах та, вӑхӑт ҫитнӗ. Тӗрӗс калан "Микула". Хускататпӑр та.
"Акпасар " та тӗрӗс калать: ача сачӗсене Ҫеҫпӗл :Яковлев: Хусанкай, Элкер ячӗсене памаҫҫӗ. Пепкесем вӗсем - пепкесем!..
"Путинӑн шаннӑ ҫынни" эп ӗлӗк пулнӑ, халь мар. Культура министрӗ ку чухне пирӗн чӑваш чунлӗ Чӑваш, ҫакӑ паха. Шел, унран пӗтӗмпех килмест...
Тата... АНОНИМСЕМ пулса ҫырма пӑрахӑр-ха, тархасшӑн! Мӗн, хӑвӑрӑн ятӑрсенчен хӑратӑр-и эсир? Е усал ӗҫ тӑватпӑр-и эпир?
Пурсӑра та чӗререн хисеплесе, Хветӳҫ ачи Валери Туркай
Микула // 9259.3.8429
2019.11.17 17:40
Вӑрттӑн тӑшман пек сӑтӑр тӑвас тесе ларать пулмалла Акапасар. Пӗтӗм ырӑ шухӑша путарма тӑрӑшать.Тутарсен юрать пулать, пире вара "кулӑшла", Акапасар ячӗллӗ агент шухӑшӗпе. Татарский Национальный Детский Сад им. Ш. Марджани
Agabazar // 4027.57.3394
2019.11.17 18:52
Agabazar
Сана вара Жуков Маршал ячӗллӗ ача сачӗ кирлӗ-им?"
Мӗнле сӑтӑр кунта ман енчен?
Нивушлӗ ача сачӗсене "Путене", "Сар хӗвел", "Ҫеҫке", "Пӑрчӑкан", "Капӑртма" йышши ятсем пама сӗнни чӑваша сӑтӑр туни пулать?
<<Организация НДОУ - ТАТАРСКИЙ НАЦИОНАЛЬНЫЙ ДЕТСКИЙ САД ИМ. Ш. МАРДЖАНИ. НЕ ДЕЙСТВУЕТ С 05.03.2019. Ликвидация некоммерческой организации по решению суда с 05 марта 2019 года>>
http://www.list-org.com/company/2936716
Атнер // 7884.1.3328
2019.11.17 19:57
Сакунпа килшӳллӗн малтан чӑвашла кайран вырӑсла пулмалла иккен.Кун пирки чиновниксене сахал мар аса илтерме лекнӗччӗ хӑй вӑхӑтӗнче.Кунта чиновник мар Ҫеҫпӗл ячӗллӗ тӑван театр хуҫисем, чӑвашсемех, чӑваша хисеплесе ҫырнӑ Конституци статьине пӑсаҫҫӗ.Халь каллех суда памалла им вара кусене?.Акапасар,сан ҫук и палланӑ ваккат и тӳре?.
Микула // 9259.3.8429
2019.11.17 21:33
Миҫе йӗм ҫӗтрӗн кабинетра йӑшталанса Акапасар,анчах та ӑнланмастӑн кирлине. Шупашкарти чӑваш ачин тата ашшӗ-амӑшӗн суйлама нимле ирӗк те ҫук. Кӗскен каласан чӑваш чӗлхине театр алӑкӗнчен кларман.Хусанта тем тесен те тутарсен ирӗклӗх пур.Шупашкарти чӑвашсен ҫук пулать Эс темле кукӑрлсан та пур тесе ,вӑл ҫук. Хӑш садикре сана чӗлхене чӑн суйлама ирӗк парать,воспитательсем те хатӗр,программа та пур? Ҫук ун пеккки Шупашкарта. Ку вӑл тем тесен те чӗлхе геноцичӗ?
"При записи в детские сады родителей Татарстана просят указать язык обучения. Портал госуслуг предлагает на выбор четыре варианта: "Только русский", "Предпочтительно русский", "Только татарский" и "Предпочтительно татарский".
Микула // 9259.3.8429
2019.11.17 21:40
Родители указали, сколько детских садов с выбранным языком обучения доступно в каждом из районов.
Тӗслӗхрен,Азнакаевский район:
31-только татарский
51-предп. татарский
4-только русский
24-предп. русский
Пирӗн Шупашкарта ?
0-чӑвашла кӑна
0-ытларах чӑвашла
Пӗтӗмпех вырӑсла пурте.
Agabazar // 4027.57.3394
2019.11.17 21:45
Agabazar
Шупашкарти ача сачӗсене чӑвашла ят парасран сехри хӑпнӑ Микулан.
Микула, эс Шупашкара темӗнле "Азнаккай районӗпе" мар, Хусанпа танлаштарса пӑх. Атту ларан унта хӑлхуна хыҫса....Марджани ача садне мӗншӗн хупнӑ? Ахӑртнех, тӗнпе ҫыхӑннӑран пулас.
Прокурорсемшӗн вырӑс та, чӑваш та ҫук. Курать саккуна пӑснине — айӑплав тӑратать. Сылтӑм-сулахай тӗлӗшпе те ҫавах. Атнер, чӑвашсемпе вырӑссене уйӑрма пӑрах. Акапасар е Валери Туркай шалӑп парасса кӗтсе ларакан прокурор вӑл — прокурор та мар. Унӑн хӑйӗн куҫӗ пур. <<Государево око>> тенӗ ӗлӗкех. Эппин вӑл Атнер е Акапасар куҫӗпе мар, коссутар куҫӗпе пӑхмалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем