Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
-10.0 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]

Аçтахар Плотников: Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван чӗлхи театр умне тухатех!

Аçтахар Плотников05.11.2019 21:051744 хут пӑхнӑ

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.

Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.

Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!

Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ. Шӑнкӑравласан та урӑх ним ҫӗнни те пӗлеймӗп тесе шутларӑм. Вӑл хурава та хамшӑн «отписка» евӗр ҫеҫ йышӑнтӑм-ха.

Директор патӗнче хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн ыйту уҫӑмланчӗ. Чӑвашла ҫырма шутламан тени пӗрре те тӗрӗс мар. Шутланӑ. Чӑвашла текстне те хатӗрленӗ. Эп ҫырнӑ статья пулман пулсан ҫак кунсенчех чӑвашла ҫырни те хӑйӗн вырӑнне тупатчӗ. Паян пулса иртнӗ шӑв-шав хыҫҫӑн театр ятне ҫурт ҫине урӑхларах ҫырма шут тытнӑ, ҫавна май кӗтме тивӗ. Ку ӗҫе 22-мӗшччен йӗркелесе ҫитерес шухӑшлӑ.

Ҫурт ҫамки ҫинче вырӑсла ҫеҫ ҫырса хуни вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Пӗрремӗшӗ — ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкар театр форумӗ иртмелле. Вӑл чӳкӗн 11-мӗшӗнче пуҫланмалла. Ҫавна май васканӑ та ӗнтӗ, вырӑслине те пулин ҫурт ҫамки ҫине вырнаҫтарма — хӑнасене ятсӑр театрта йышӑнас мар тесе. Иккӗмӗшӗнчен — театр директорӗ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫав-ҫавах чӑвашла та пулӗччӗ. Ку уява вырӑсла ятпа ҫеҫ ҫавах кӗтсе илмӗччӗх.

Унсӑр пуҫне ҫурт ҫамки ҫинче вырӑн хӗсӗк пулни те лару-тӑрӑва самай кӑткӑслатнӑ. Чӑвашлине ӑҫта вырнаҫтарасси ыйту тӑратнӑ: вырӑслипе юнашар? е алӑк ҫийӗнчи полосапа усӑ курмалла? Ҫӗнӗ тум тӑхӑннӑ хыҫҫӑн театрӑн ум енӗ пушанса юлнӑ (асаилтерер, маларах унта театр анонсӗсем вырнаҫнӑччӗ) — унта ҫырасси пирки те шухӑшланӑ: пысӑк та илемлӗ саспаллисемпе вырнаҫтармалӑх вырӑн сахал мар. Ҫаксенчен хӑш варианта суйласа илнине каярах пӗлме пулӗ — вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн. Хальлӗхе сире пӗлтермӗпӗр, варианчӗсемпе ҫеҫ паллаштарӑпӑр.

Елена Васильевна патӗнче хӑнара пулни питӗ кӑмӑла кайрӗ. Чи килӗшнӗ самант — Иосиф Трера театрта манмаҫҫӗ: директор кабинетӗнче ун сӑнӗ тӑрать; Елена Васильевна та калаҫу хушшинче ун ятне вунӑ хут та асӑнчӗ пуль. Хӑшӗ-пӗри Иосифа ахалех вӑранма ыйтать — Ҫеҫпӗл ятӗнчен ҫамрӑксен театрӗнче кулаҫҫӗ тени тӗрӗс мар. Елена Васильевнӑн ятне те ырӑпа кӑна асӑнатчӗҫ эп тӗл пулнӑ ҫынсем. Театр ҫуртне хӑт кӗртес тесе вӑл театртах кунне-ҫӗрне ирттерет тени сахал мар илтрӗм. Чӑн та, калаҫуран та хӑйне шанса панӑ ӗҫе пӗтӗм чуна парса ӗҫлени лайӑх курӑнчӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ чӑннипе те илемлӗ пулса тухнӑ. Кӑна Валерий Туркай та палӑртрӗ. Елена Васильевнӑна эпир хамӑр енчен пуҫланӑ ӗҫе тивӗҫлӗ шайра вӗҫлеме сунатпӑр, театр форумӗ те, Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунне халалланӑ уяв та аван иртессе шанатпӑр!

Комментари:

Agabazar // 4142.12.7254
2019-11-13 22:45
Agabazar
Анкă-минкĕсем килсе ерчĕç кунта. ((
Шкулта чăвашла вĕрентни "сиенлĕ" тесе шахвăртам пекки тăваççĕ. Тупăнаççĕ вĕт çавăн пеккисем!

Ылханма çеç пулать унашкал <<ăславçăсене>>! (((
Микула // 9259.3.8429
2019-11-15 20:53
ЧНК ӗҫлемелле тет ? Лешсем теприсен ӗҫлемелле теҫҫӗ? Кайрӗ те вара. Калӑр тӳрех пирӗн ӗҫ мар тесе ? Паян кашни чиновник,кашни сӑвӑҫ,юрӑҫ,ҫыравҫӑ,актер,ӑсчах ,культура ӗҫчене хӑйшӗн кӑна тӑрӑшать? Чӑвашла та ҫырма ан манӑр тенипе "Уяв ячӗпе " тесе ҫыркалани вӑл паянхи чеелӗх кӑна. Етӗрнере "Пукане" ят та пачӗҫ ача сатне ,анчах та нимӗн те улшӑнмарӗ. Ӑна та" так на всякий случай" тӑрӑшатпӑр вӗт тесе калама ҫеҫ турӗҫ. Туркайӑн та ыттисен те нимле майпа та "хӑвачӗ" ҫитеймеҫ пулмалла паян, ача сачӗсем пирки тӗрӗссине калама ? КПД чылай чакнӑ пулмалла? Ятласа мар калатӑп,факта кӑна палӑртса паратӑп. Кахал тата пач ҫӳлтен хушмасӑр пӗр хускану та тӑвайман чиновниксенчен ташлама пуҫламалла тесе каласа куҫран ӳкесрен хӑратпӑр ҫав.
Микула // 9259.3.8429
2019-11-15 21:03
Ӗҫне тапратас пулсан кам мӗн тума пултарать ҫавна тумалла. Ман ӗҫ мар ку темелле мар пулӗ ? Ҫак ӗҫе хутшӑнма хирӗҫ пулни те "таркӑнла сутӑнчӑклӑх" пулмалла?
Agabazar // 2173.77.5898
2019-11-15 21:21
Agabazar
Микула, ЧНКна ĕçлеттерсе яр-ха. Çын тĕлĕнсе тăтăр!
Микула // 9259.3.8429
2019-11-15 21:54
Тимӗр калӗ мӗн унта . Устав тенине вӗренмелле. Паян ахалех тӗлӗнтереҫҫӗ,пач килте ӗҫлеменнипе. Халӑхра тахҫанах частный кантура ят та ҫӳрет,ҫавӑнпа та пирӗн, вырӑнти чӑвашсен,унтан нимӗн те ыйтмалли ҫук,уйрӑмах Республикӑра пурӑнаканнисен. Пирӗн вӗт паян мӗнле йӑла малта,ырӑ ӗҫ тума туллаша каймалла. Вырӑнта ,чӑвашсем ытларах пурӑннӑ ҫӗртре, ырӑ ӗҫ тума "ирӗк" , уйрӑм майпа уйрӑммисене кӑна лицензи параҫ пулмалла? Ӗненмесен чӑваш паттӑрӗсен хроникине тишкерӗр. Ахтобуспа пухӑнсах ярӑнса ҫӳреҫҫӗ паттӑрла "чунҫӳревсенче",анчах та киле таврӑнсан ним те асӑрхамаҫҫӗ паттӑрла ӗҫсем те ҫок? Питӗ канлӗ,паттӑрӗсем те паттӑрсем пек ,вырӑнти чиновниксене те канлӗ. Анчах та...

Унсӑр пуҫне,калатӑп,Шупашкарта чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла.
Микула // 9259.3.8429
2019-11-16 19:48

Чӑннипе мӗне кура ҫӗнтерӳ." Айӑплисем" малтан икӗ чӗлхепе ҫырма шут тытнӑ пулнӑ,анчах такам мантарнӑ тейӗпӗр. Тургай Валерий Владимирович Путинӑн шаннӑ ҫынни пулнӑран пулӗ кун пек хӑвӑрт итлени. Чиновникӑн Путинӑн шаннӑ ҫыннине мӗнле майпа хирӗҫлес ? Кунта ытларах ҫак сӑлтав пулас? Халӗ куртӑр мӗнле майпа чиновниксемпе ӗҫлемелле.

Тургайӑн алли яланах ҫӑмӑл пулмалла ? Ҫавӑнпа та Шупашкарти ачасем валли, тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем тӑвас ыйтӑва тапратма ӑна шанса парас терӗҫ чӑвашсем. Культура министерствинче Путина тата унӑн шаннӑ ҫыннисене хисепленине пӗлтӗмӗр. Пӗлес килет Шупашкар хула администрацинче тата вӗрентӳ министерствинче тӑрӑшакан чиновниксем мӗнлерех, Путина тата унӑн шаннӑ ҫыннисене хисеплес йӑла пур е ҫук ?

Ҫеҫпӗл ячӗллӗ театр паян тем тесен те кирлех,анчах та Ҫеҫпӗл ячӗлле ача сачӗ,тӑван чӗлхепе ӳстермелли ,тата кирлӗрех.
Agabazar // 3026.24.3570
2019-11-17 00:06
Agabazar
Тавай, тавай, ĕçле, Микула юлташ!
Атнер // 3106.72.6424
2019-11-17 10:24
Тӗрӗс Микулай.Тата Тургай ним пытармасӑр,хӑрамасӑр каласа патӑр халӑха.Унӑн хӗрӗ Илемпи пирӗн ачасемпе пӗрлех ӳснӗ.Садикӗ чӑвашла пулман.Анчах та пирӗн ачасем калаҫаймаҫҫӗ тӑван халӑх чӗлхипе хамӑр заслуженнӑйсем пулсан та, а Тургайӑн пултараҫҫӗ.Тата чи тӗлӗнмелли.Эпир пурте папа мама,а Тургай вара АТТЕ.А садиксем чӑвашла кирлӗ,паллах,халӑх ыйтать пулсан.Мӗнле вӑрттӑнлӑх пур Тургайӑн ачасене тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентессинче.
Вулакан // 1843.58.5894
2019-11-20 05:43
Атнер, ман шутпа çав вăрттăнлăхĕ, Туркай çирĕп характерĕре. Вăл çине тăрсах ачи-пăчине чăвашла ăнланма та калаçма вĕрентнĕ пулас, пĕрмай тăван чĕлхипе хутшăнса та хистесе тăрса. Ĕпир вара, нумайăшĕ адаптивлĕ характерлĕ, ăçта çăмăлрах çавăнталла пăрăнатпăр. Ĕпир пурте тĕрлĕрен-çке. Туркай вара, ман шутпа паллах, кĕрешӳ характерлĕ. Хирĕçле тумашкăн кăмăлĕ те пур.
Микула вара тĕрĕс астутарса тăрать, ача пахчисем чăвашла пулмалла тесе. Ак çав çулхиех ача-пăча тăван чĕлхи никĕсне хывать та. Кайран çавă, кун-çулĕ тăршшипе упранса та астутарса пырĕ.
Валери Туркай // 3618.72.3428
2019-11-21 04:51
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, ... 9

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org