Культура
![]() «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухмалли тумтирсене ҫӗнетӗ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗн методисчӗ Екатерина Осипова пӗлтерчӗ. Асӑннӑ коллектив Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ коллективсен республикӑри фестиваль-конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Гран-прие тивӗҫнӗ ушкӑна 100 пин тенкӗ парӗҫ. Фестивалӗн гала-концерчӗ Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче нумаях пулмасть иртнӗ. Ку мероприятие 2024 ҫулччен вӗҫӗмех ирттерӗҫ. 2019, 2021, 2023 ҫулсенче ӑна «Йӑла-йӗрке» номинаципе йӗркелеме йышӑннӑ, 2020, 2022, 2024 ҫулсенче — «Культура – вӑл эпир!». Кӑҫалхи фестиваль-конкурса хутшӑнма 21 муниципалитетран 30 заявка пулнӑ. Вӗсенчен 13-шне суйласа илнӗ. «Уяв» ансамбле, сӑмах май, РФ тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Душа России» патшалӑх премийӗн лауреачӗ Зинаида Козлова ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |