Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Суварпа» пӗчӗк суварҫӑсем юбилейлӑ сезонсене уҫӗҫ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 15.09.2019 17:03 | 199 хут пӑхнӑ
Культура

«Сувар» халӑх ташӑ ансамблӗ тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ ҫӗнӗ сезон уҫӗҫ. Кӑҫал ушкӑнсен юбилейлӑ сезон пулӗ. Аслисен — 40 ҫул, пӗчӗккисен — чӗрӗк ӗмӗр.

Сезона ушкӑнсем Шупшкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уҫӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

«Сувар» тата «Суварята» халӑхра тахҫанах ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем чӑваш ташшине хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те анлӑ сараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ушкӑнсем чӑваш ташшин асамлӑхне ҫӗнӗ ӑру валли упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнӑ ятпа йӗркеленӗ программа пуян пуласса шантараҫҫӗ. Вӑл аслисене те, ачасене те кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Программӑна Ирина Музыкантова юрӑҫ та (вӑл — ансамбльсен ертӳҫин Анатолий Музыкантовӑн хӗрӗ) хутшӑнӗ.

#чӑвашлӑх, #ансамбльсем, #культура, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкар урамӗсене чӑвашла граффитипе илемлетесшӗн
2019, 06, 21
Чӑвашсем Мари Элти уява хутшӑннӑ
2019, 06, 20
Юрӑпа ташӑ ансамблӗ пулмӗ-и?
2019, 06, 23
Томск чӑвашӗсемпе кемӗрсем те савӑннӑ
2019, 08, 02
«Чӑвашла пӗлнӗрен пушшех ҫӑмӑл»: оператор аллӑ ҫулхине уявланӑ
2019, 08, 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org