Культура
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарта Тутарстанри ӳнер ӑстисен концерчӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн тӗп хулинче йӗркеленӗ Пӗтӗм тутарсен XVIII Сабантуйне халалланӑ. Концерт курма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Тутарстан Республикин премьер-министрӗн ҫумӗ, Тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗн наци канашӗн ертӳҫи Василь Шайхразиев, Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев кайнӑ. Ӑстасен сцена ҫинчи ӑсталӑхӗпе паллашиччен тӳре-шара тутарсен художество промыслисене хатӗрлекенсен пултарулӑхӗпе паллашнӑ. «Тутарсен хӑйне евӗр культури Раҫҫейӗн нумай енлӗ культурин уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать», – тенӗ Михаил Игнатьев тутар ӑстисен концерчӗ пуҫланас умӗн сцена ҫине тухсан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма Ҫӗмӗрле арҫынни (ятне ҫак йӗркесен авторӗ, шел те, итлесе юлайман) хутшӑнчӗ. Вӑл ялта пурӑнать, телепередачӑна мӑнукӗпе Ксюшӑпа тата хӗрӗпе ҫитнӗ. Вӑл — смс-викторина ҫӗнтерӳҫи. Кӑларӑма хутшӑнма май килнишӗн арҫын хӑйӗн хӗрне тав туса чечек ҫыххи тыттарчӗ. Телепередачӑн спонсорӗнчен арҫынна телевизор лекрӗ. Ӑна парне те тухрӗ, анчах вӑл ӑна илме килӗшмерӗ — малалла выляма кӑмӑл турӗ. Ҫӗмӗрле арҫыннин мӑнукӗ сӑвӑ каларӗ. Вӑл асли пӗчченех пурӑнать тесе ӗнентерчӗ, унпа ҫӗрулми лартнине пӗлтерчӗ. Анчах ача тӗрӗс мар калани палӑрчӗ: арҫын арӑмӗпе пурӑнать, унӑн ывӑл та пур. Ҫӗмӗрле арҫынни, шел те, финала лекеймерӗ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Котеркасси ялӗнче пурӑнакансем уйри ҫӗр пайӗсем патне пыма май ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ял ҫыннисем ҫак ыйтупа районӑн прокурорӗ Зелфинас Карама патне ҫитнӗ. Пысӑк йышран тӑракан ушкӑн алӑ пуснӑ ҫӑхавра палӑртнӑ тӑрӑх, «Новочебоксарский» теплица комплексне тӑвакансем ял ҫыннисен ҫӗр пайӗсем патне каякан ҫула карта тытса хунӑ. Палӑртар, теплицӑна «Теплицы регионов» (чӑв. Регионсен теплицисем) тулли мар яваплӑ общество тӑвать. Унӑн хуҫи — Виктор Вексельберг. Проекта усламҫӑ 6,5 миллиарда яхӑн тенкӗ укҫа хума хатӗр. Теплица хӑпариэтакан ҫӗр лаптӑкӗ уйрӑм ҫынсен харпӑрлӑхӗнче пирки строительство чӑрмавлӑ пуҫланнӑ сӑмах-юмах тухнӑччӗ малтан. Халӗ, ав, тепӗр ыйтӑва хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнчи шкулӑн алӑкне приставсем пичет ҫапсах питӗрнӗ. Апатланмӑшӑн пӗр уйӑх ӗҫлеме юрамӗ, мӗншӗн тесен унта йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче шкулта апат пӗҫернӗ чухне санитари нормисене пӑхӑнмашкӑн условсем ҫуккине тупса палӑртнӑ. Апатланмӑшра апат хатӗрлемелли тата упрамалли ятарлӑ вырӑнсем ҫук ҫавӑн пекех чашӑк-тирӗк ҫумалли, пахча ҫимӗҫ, пулӑ, какай тасатмалли пӳлӗмсем ҫук. Апатланмалли залра вара мачча хӑмисене ҫуллӑ сӑрӑпа сӑрланӑ. Шкул директорӗ апатланмӑшра ҫитменлӗхсем пуррине тунман, ун валли хушма ҫурт тумашкӑн смета хатӗрлени пирки пӗлтернӗ. Строительство валли укҫа-тенкӗ шыраҫҫӗ-мӗн. Апла пулин те Роспотребнадзор апатланмӑш ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарма йышӑннӑ. Шкулта вара ҫуллахи уйлӑх ӗҫлемелле пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче ӗҫлекенсем тинех хаш сывларӗҫ пуль-ха. Ара, ҫак кунсенче вӗсем пилӗк уйӑхшӑн ӗҫ укҫи илнӗ-ҫке-ха. Предприяти парӑма кӗни пирки чылай калаҫрӗҫ. 219 ҫынна (вӗсен йышӗнче ӗҫрен кайнисем те пур) пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи тата кӑҫалхи нарӑс-ака уйӑхӗсенчи шалӑва тӳленӗ. «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн ӗҫченӗсен умӗнче парӑм самаях пухӑннӑччӗ-ха. Пӗтӗмпе – 4 миллион тенкӗ те 625 пин тенкӗ. ЧР прокуратури, республикӑри ӗҫ патшалӑх инспекцийӗ пулӑшнипе унта ӗҫлекен ҫынсем хӑйсен саккунлӑ укҫисене илме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен хваттерне юсама пулӑшни – ырӑ йӑла. Халӗ мэри виҫӗ ветеранӑн килне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе хула хыснинчен 500 пин тенке яхӑн уйӑрнӑ. Аукцион ирттересси пирки те пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫе утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Подрядчикӑн юсав ӗҫӗсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Уйӑрнӑ укҫапа Шупашкарти Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх тата Ленин проспектӗнчи икӗ хваттере (80 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ) юсав ӗҫӗсем ирттерӗҫ. Унта обой ҫыпӑҫтарӗҫ, плинтуссем ҫапӗҫ, балкон тата чӳрече блокӗсене улӑштарӗҫ. Мусоргский урамӗнчи харпӑр ҫуртра вара 406,5 пин тенкӗпе тӑррине тӗпрен ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта арҫын хӑйне малалла талпӑнакан усламҫӑ пек кӑтартса ҫынсенчен укҫа кивҫен илнӗ. Вӑл расписка та ҫырнӑ-ха, автомойкине залога хӑварни пирки каланӑ. Анчах хайхискер пӗр эрнерен йӗп те ҫип ҫухалнӑ. Халӗ ӑна приставсем шыраҫҫӗ. Арҫын 28 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Приставсем вӑл Гремячево поселокӗнчи коттеджра пытанса пурӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗр уйӑх ӗнтӗ вӗсем унта пыраҫҫӗ, анчах шала иртеймеҫҫӗ: хуняшшӗпе хунямӑшӗ кӗртмеҫҫӗ. Ҫитменнине, картишӗнче алабай йӑхӗнчи йытӑсем ҫӳреҫҫӗ, ют ҫынна курсанах хамлатаҫҫӗ. Шупашкарти Калинин районӗнчи суд приставӗсем ҫав коттеджа тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫав арҫын унта пурӑнни пирки, ӑна машинипе коттедж патӗнче курни ҫинчен сас-хура ҫитнӗ-мӗн. Тӑванӗсем тӗлӗшпе вара протокол ҫырнӑ. Ара, вӗсем приставсене ӗҫлеме чӑрмантараҫҫӗ вӗт. Парӑмҫа ШӖМ те, патшалӑх автоинспекцийӗ те шырама пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнчи фермӑра пушар алхаснӑ. 19 сехет ҫурӑра сӗт упрамалли вырӑнта ҫулӑм тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар шыв ӑшӑтмалли хатӗр хӗрсе кайнӑран тухнӑ. Тӑрӑ йӑлтах ҫунса кайнӑ, здани кӑштах сиенленнӗ. Фермӑри ытти хуралтӑ, телее, ҫунман. Пушарнӑйсем киличчен фермӑри ӗнесене, 100 ытла пуҫа, урама кӑларнӑ. Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пасар ҫуннӑ, пулӑ павильонӗ сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 467 пушар тухнӑ. Ҫулӑмра 38 ҫын вилнӗ, 46-ӑн суранланнӑ. 236 ҫынна пушартан ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи фермер Евгений Майоров тӗве ҫемйинчи чӗрчуна – альпака – ӗрчетме шухӑшланӑ. Тупӑш тӑвасшӑн мар вӑл, чун киленӗҫӗшӗн ҫеҫ тытать вӗсене. Фермер альпака унччен те усрама хӑтланнӑ-ха. Анчах чӗрчунсене конфискациленӗ, мӗншӗн тесен кирлӗ документсем пулман, инстанцисем витӗр тухман. Иккӗмӗш хутӗнче Евгений Майоров Анапӑран 3 альпак илсе килнӗ. Шел те, аҫи вилнӗ. Икӗ ами вара халӗ йыш хушнӑ. Вӗсене Мартин тата Фаина ят панӑ. Альпакӑн ҫӑмӗ паха. Вӗсем кунта утӑ, комбикорм ҫиеҫҫӗ, симӗс курӑк юратаҫҫӗ. Анчах кашни ҫур ҫулта вӗсен шӑлне хӑйрамалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян Кӳкеҫре ача нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче ача ӳкнӗ. Инкек каҫхи 16 сехет тӗлӗнче район центрӗнчи ҫӗнӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче пулса иртнӗ. Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, хӗрача виҫҫӗмӗш хутран персе аннӑ. Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ҫынсем васкавлӑ пулӑшу машинине чӗннӗ. Ача амӑшӗпе тата ашшӗпе пурӑнать. Ӳкнӗ ача — шкул ҫулӗсенче. Анчах вӑл ӑс-тӑн енчен чирлӗрех теҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпа та пулӗ вӑл чӳрече патне шикленмесӗрех пынӑ-ши?.. Инкек вӑхӑтӗнче аслисем килте пулнипе пулманнине уҫӑмлатма май килмерӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Стрелоксен 139-мӗш дивизийӗн урамӗнчи пӗр ҫуртра тӑваттӑмӗш хутри балконран 11 ҫулти арҫын ача ӳкнӗччӗ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл сывлама пӑрахнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑччӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Николай Дмитриевич, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ляпидовская Светлана Михайловна, филолог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрчӑкан Нина Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |