Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче ырӑлӑх шкапӗ пур. Пулӑшма май пур тӑк шкапа япала хума юрать. Пулӑшу кирлӗ тӗк ҫав шкапран япала илме ирӗк пур.
Ырӑлӑх шкапне пӗр эрне каялла Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 17/25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку шухӑш вырӑнти коммерци организацийӗн пулнӑ.
Малтанах ҫак шкап апат-ҫимӗҫ йышӑнмалли-памалли пункт пулать тесе палӑртнӑ. Анчах ӑна вырнаҫтарсанах ҫынсем тумтир, пушмак, ача-пӑча япали, теттесем, кӗнекесем илсе килме тытӑннӑ.
Шкап кунсеренех ҫӗнелсе-пуянланса пырать. Ир енне сентресем пушанаҫҫӗ. Эппин, унта пырса чылай ҫын пулӑшу илет.