Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Анна Спиридонова хӑйӗн пулатарулӑхӗпе куравра паллаштарӗ. Унӑн проекчӗ «Нехудожник» (чӑв. «Ӳнерҫӗ мар») ятлӑ.
«Кашни кун ӳкеретӗп. Мӗн ачаранпах ӳнерпе кӑсӑкланатӑп. Туса пӑхма хӑрамастӑп. Хампа ӗҫлетӗп. Йӑлтах хамӑн призма витӗр куратӑп. Фирма стилӗ ҫук. Кашни кун улшӑнатӑп. Илем шыратӑп…» - ҫапла ҫырнӑ депутат-ӳнерҫӗ.
Курав чӳк уйӑхӗ тӑршшӗпех ӗҫлӗ. Вӑл «Интерьерпа дизайн центрӗнче» (Ярославль урамӗ, 29-мӗш ҫурт) уҫӑлӗ. Куравра 30 ытла картина пулӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗрсе курма май пур. Пухӑннӑ укҫа-тенкӗ «Это Чудо» ыркӑмӑллӑх фондне кайӗ.
Курава 18 ҫултан аслӑраххисене кӗртеҫҫӗ.