Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен Нина Сретенская ҫӗркаҫ Турцинчи пульницӑра пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна паян, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, операци тумалла пулнӑ. Аса илтерер: пике пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Мускаври Блохин ячӗллӗ Онкологи центрӗнче сипленнӗ, анчах унта тек пулӑшайман. Нинӑна ҫывӑх ҫыннисем Турцинчи клиникӑна илсе кайнӑ. Унта хӗре сиплеме, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартма пулнӑ. Анчах 16 ҫулти хӗр операцие кӗтсе илеймен. Кӑҫал кӗркунне Нина Сретенскаяна сиплеме ҫынсем укҫа пухма тытӑннӑ. Турцире сипленме 7 миллион тенкӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ маларах. Ҫак тӑкаксен шутне сиплев, донор шырани, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартни, реабилитаци кӗнӗ. Шупашкар пики валли донора та тупнӑ пулнӑ — 29 ҫулти турккӑ хӗрарӑмне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |