Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Телефон туянас тесе улталаннӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 21.09.2019 18:52 | 178 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Карас телефонӗ сутанҫи пулса укҫа вӑрланӑ ҫынна тытса чарнӑ.

Шупашкар ҫынни смартфон туянас тенӗ. Ӑна вӑл тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ тӑрӑх суйланӑ. Сутуҫи тавара он-лайн меслетпе тӳлемелли каҫӑ ярса панӑ. Шупашкар ҫынни итлесе ҫав каҫӑпа иртнӗ. Ҫав самантра унӑн шучӗ ҫинчи 10 пин тенкӗ ытла илӗннӗ.

Улталаннӑ ҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Шалти ӗҫсен министерствин уголовлӑ шырав управленийӗн. ӗҫченӗсем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл этем — Мускавра пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ иккен. Вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ. Наркотик енӗпе преступлени тунӑшӑн. Ҫамрӑка Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӑн тӗп хулине командировкӑна кайсан тытса чарнӑ.

Ҫамрӑк ҫын улталанине йышӑннӑ, парӑма саплаштарма пулнӑ. Халӗ ҫав ҫамрӑк ыттисене те маларах улталаман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ.

#тӗнче тетелӗ, #укҫа-тенкӗ, #ултав, #пӑтӑрмахсем, #ШӖМ, #Мускав, #Шупашкар, #ҫамрӑксем

ch
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Телефон вырӑнне ҫӗрулми тыттарнӑ
2019, 02, 13
Билет туянас тесе укҫасӑр юлнӑ
2019, 04, 16
Хваттер тара пама пулса улталанӑ
2019, 05, 21
Ҫынсене улталамалли ҫӗнӗ меслет тупнӑ
2019, 08, 22
Шупашкарти 5-мӗш гимнази вӗренекенӗ ракпа кӗрешет
2019, 09, 04

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org