Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑма ҫынсене улталанӑ тесе тытса чарнӑ. Чӑваш Енри право хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, 30 ҫулти хӗрарӑм ҫынсене хваттер тара яратӑп тесе шантарнӑ. Те укҫа илнӗ хыҫҫӑн ҫухалнӑ вара, те ҫынсене урӑхла мелпе шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ — кун пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартман. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи темиҫе хут та улталама пултарнӑ. Ӑна ШӖМӗн Пуҫиле шырав управленийӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Пурӑнмалли кӗтес тара илес тесе ҫав хӗрарӑмпа ҫыхланса улталаннисене право хуралҫисене систерме ыйтаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче мӗнле номерсемпе шӑнкӑравламаллине те кӑтартнӑ: 8 (8352) 24-37-97, 24-37-98 е 02. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |