Чӑваш Енри организаци-учрежденисенче мина лартнӑ тесе каллех хӑратнӑ. Ҫакна эпир республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче паян хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Сирпӗнмелли хатӗрсем вырнаҫтарнӑ текен хыпар илтсен яваплӑ тытӑмсем (полици тата Росгварди ӗҫченӗсем) яланхиллех васкавлӑн ӗҫе кӳлӗннӗ. Турра шӗкӗр, ниҫта та нимӗн те тупӑнман.
Правӑна сыхлакан органсем халӗ усал шӳтлекенсем камсем пулнине палӑртассипе тимлеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
Мина лартнӑ тесе шиклентерекенсем маларах та темиҫе хутчен пулнӑччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти 11 шкула, хӑш-пӗр суту-илӳ ҫуртне мина хуни пирки электрон почтӑпа систернине, ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче каллех ҫавӑн пек хыпарланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.