«Чылай арҫын сывлӑха вӑхӑтра тӗрӗслеттермест», — теҫҫӗ Республикӑн онкологи диспансерӗнче. Ҫулталӑкра ҫулсерен 200-е яхӑн ҫыннӑнне простата ракне тупса палӑртаҫҫӗ. Усал шыҫӑ малтанхи вӑхӑтра хӑйӗн пирки нимӗн те систермест. Республикӑн клиника диспансерӗ 45 ҫултан аслӑрах арҫынсене анализ тӳлевсӗр пама йыхравлать. Ҫакӑ чире малтанхи тапхӑрта палӑртма май парать. Асӑннӑ пульницӑра юна профилактика тӗллевӗпе чӳк уйӑхӗн 14 тата 15-мӗшӗсенче 10 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен 308-мӗш пӳлӗмре илӗҫ. Онкодиспансер поликлиники Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫав кун 9 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен онколог-уролог йышӑнӗ. 11 сехетре 225-мӗш пӳлӗмре простата ракӗнчен сыхланмалли тата ӑна вӑхӑтра палӑртмалли ҫинчен ӑнлантарса паракан шкула чӗнеҫҫӗ.