Шупашкарти кинотеатрсенчен пӗрне пынӑ ҫынна кинозала апатпа кӗртмен. Ҫавӑн пирки республикӑри МИХсенчен пӗринче ҫырса кӑтартнӑ. Кинозала кӗрейменни — асӑннӑ хаҫатӑн журналисчӗ иккен.
Арҫын шухӑшланӑ тӑрӑх, кинотеатрта Потребительсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑсаҫҫӗ. Вырӑнти барта илнӗ апатпа кӗме чармаҫҫӗ иккен. Анчах урӑх ҫӗртен туяннипе ирттермеҫҫӗ. Кинозала кӗрес умӗн хуралҫӑ апата тӗрӗслет.
Журналист кино та курайман, ӑна билет укҫине те тавӑрса паман.
Ҫак хыпара вуланисенчен хӑшӗсем кино пӑхнӑ вӑхӑтра чӑмласа ларнине хурлаҫҫӗ. «Хам пулсан тортпа тата пӗр тарелка яшкапа кайнӑ пулӑттӑм. Кино пӑхнӑ вӑхӑтра начарланса кайӑп тата», — йышши тӑрӑхласа ҫыракан та тупӑннӑ.