Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен страницисене ҫӗмӗрнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 13.11.2019 23:07 | 1803 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ
Виталий Сергеевӑн ҫӗмӗрнӗ страници
Виталий Сергеевӑн ҫӗмӗрнӗ страници

Чӳкӗн 13-мӗшӗнче сӑтӑрҫӑсем чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен темиҫе страницине ҫӗмӗрнӗ. Шар курнисен йышӗнче Виталий Сергеева тата Вероника Пинеслӑва асӑнма пулать — сайт редакторӗ вӗсенчен укҫа енчен пулӑшу ыйтакан ҫырусем илнӗ.

Сӑмахран, Виталий Сергеевӑн страницинче амӑшӗ ҫул-йӗр инкекне лекни пирки ҫырнӑ, ӑна васкасах укҫапа пулӑшмалли пирки вырнаҫтарнӑ. Сехетрен, калас пулать, унӑн страницинче ҫӗмӗрни пирки информаци вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех Вероника Пинеслуран та ҫыру ҫитнӗ, ун ячӗпе 12 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ.

Калас пулать, пӗр-пӗр страницӑна кӗме май тупнӑ хыҫҫӑн сӑтӑрҫӑсем унӑн юлташӗсенчи аккаунтсенчен вӑл е ку майпа укҫа ыйтма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем хӑйсен ҫырӑвӗсене шар курнӑ ҫыннӑн ӳсӗмне кура хатӗрлеҫҫӗ.

Хӑвсамӑр страницӑсен вӑрттӑн сӑмахӑрсене тивӗҫлӗ шайра упрамалли пирки аса илтеретпӗр, пули-пулми сайтсенче вӗсене кӗртмелле мар. Унсӑр пуҫне, час-часах страницӑна кӗме май тупнин сӑлтавӗсенчен пӗри вӑл — тӗрлӗ ресурссенче пӗрешкел парольпе усӑ курни. Пӗринче пӗлнипех сӑтӑрҫӑсем тӳрех темиҫе сайта кӗме май тупаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех укҫа ыйтсан килӗшме сӗнместпӗр — юлташӑрсем ыйтаҫҫӗ пулин те маларах вӗсемпе телефонпа ҫыхӑнса лару-тӑру мӗнлерех пулнине ыйтса пӗлӗр.

#тӗнче тетелӗ, #пӑтӑрмахсем, #культура, #эстрада

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2168.8.8758
2019.11.14 15:35
Agabazar
Тупса палартмалла та — тĕрмене хупмалла. Ют çĕршывра пулсан — Интерпол майĕсемпе кунта сĕтĕрсе килмелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем