Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирлекенсем нумайланнӑ. Ҫавна май республикӑри хӑш-пӗр шкулти классене карантина янӑ. Виҫӗ шкулта вара ачасем пачах вӗренмеҫҫӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.

Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 3 шкулта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 2 пӗлӳ ҫуртӗнче тата Вӑрмар районӗнчи 1 шкулта – 505 ача вӗренмест, карантинра.

Шупашкарта вара вӑхӑтлӑха 1492 ача парта хушшинче лармасть. Хулари 25 шкулта 55 класа карантина янӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – 815, Ҫӗмӗрлере 58, Хӗрлӗ Чутай районӗнче 22 ача вӗренме ҫӳремест.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55291
 

Тӗнче тетелӗ

Тӗнче тетелӗнче кашни утӑмрах – ултавҫӑсем. Ҫавӑнпа ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Халӑх тетелӗсенче ларнӑ чухне ҫынсем мӗн ҫырнине ӗненмеллех-и?

Нумаях пулмасть Улатӑрта пурӑнакан 23 ҫулти хӗр 3 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӑх тетелӗнче аппӑшӗнчен ун патне ҫыру килнӗ, лешӗ укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Йӑмӑкӗ нимӗн шутламасӑрах кӑтартнӑ счет ҫине укҫа куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл аппӑшӗ патне укҫа ҫитнипе ҫименнине пӗлме шӑнкӑравланӑ. Лешӗ вара нимӗнле укҫа та ыйтман, йӑмӑкӗ страницӑна «ҫӗмӗрнӗ» ултавҫӑсемпе ҫырӑннӑ иккен.

Вӑрнарта пурӑнакан 29-ти хӗрарӑм никамран та кивҫен илмен. Анчах пӗр кунхине ун патне пӗлӗшӗ шӑнкӑравланӑ та кивҫене хӑҫан парса татассипе интересленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче ҫак хӗрарӑмран ҫыру килнӗ-мӗн, укҫа ыйтнӑ. Чӑннипе вара ку ӗҫ – ултавҫӑсен.

Етӗрне районӗнче пурӑнакан 24-ри хӗр ӗҫ укҫин справкисӗрех кредит илме ӗмӗтленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче «кредитор» ҫырнӑ, страховкӑшӑн 5 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Укҫа кӑтартнӑ счет ҫине куҫсанах «кредитортан» пӑс та юлман.

 

Ӑслӑлӑх
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Раҫҫей культура министрӗн Владимир Мединскин шухӑшӗпе, Шупашкар сахалтан та 200-250 ҫул аслӑрах. Ҫакӑн ҫинчен вӑл Шупашкара иртнӗ эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, килсен каланӑ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат ытларикун тухнӑ номерте пӗлтернӗ.

Владимир Мединский Шупашкар хули пулса кайнӑранпа — 550, Чӑваш автономи облаҫӗ чӑмӑртаннӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине уявласа ирттерме туса хунӑ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ертсе пынӑ. Унта Шупашкар таса та хӑтлӑ хула пулнине, ҫавна май Чӑваш Ен культура министерстви ҫумӗнче кинокомисси йӗркелеме, Мускавран, ытти хуларан паллӑ кинокомпанисене фильмсем ӳкермешкӗн чӗнсе илме сӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӑл, историк пулнӑ май, Шупашкар хули 550 ҫулта кӑна пулма пултарайманни ҫинчен асӑннӑ. «Хаяр Иван патша ҫарӗ пуш хирте чарӑнманах ӗнтӗ. Ҫавӑнпа сирӗн ӑсчахсен, археологсен ку ыйтӑва ҫине тӑрса тӗпчемелле. Раҫҫейри ҫӑлкуҫсемпе танах чикӗ леш енчисене те тишкермелле», — палӑртнӑ министр.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Ульяна Салмина амӑшӗпе пӗрле Тӗкӗрҫ рашчин администрацийӗ патне вӑрӑм ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта вӑл зубр ҫури валли ят шыранине ҫырса кӑтартнӑ.

Ульянӑпа амӑшӗ 20 яхӑн ят сӗннӗ. Рашча администрацийӗн ӗҫченӗсене тӳрех иккӗшӗ килӗшнӗ: Мулат тата Юман. Мулат ятра зубр амӑшӗн саспаллисем пур: вӑл Мулана ятлӑ. Юман вара ҫирӗп сывлӑха кӑтартать. Чӑвашсем сывлӑха юманпа танлаштараҫҫӗ-ҫке-ха. Кунсӑр пуҫне юман – республикӑн символӗ. Ҫапла майпа зубр ҫури Мулат Юманович пулса тӑнӑ.

Рашча администрацийӗ пӗчӗк Ульянӑна 2019 ҫул валли календарь парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫемйипе зоопарка пӗр уйӑх тӳлевсӗр ҫӳрӗ.

 

Хулара

Юратакансен кунӗ ҫывхарать. Аса илтерер: Ҫветтуй Валентин кунне нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Юратакансен уявӗнче Шупашкарти Мускав районӗ акци ирттерме палӑртнӑ. «Уйрӑлмасӑр – пӗр кун» ятлӑ вӑл. Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун ЗАГС уйрӑмӗнче уйрӑлма шут тытнӑ мӑшӑрсенчен заявлени йышӑнмӗҫ. Уявра ҫак шухӑшпа пынӑ упӑшкипе арӑмне тепӗр хутчен ларса тӗплӗн шухӑшлама ыйтӗҫ.

Палӑртмалла: нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЗАГС пайӗнче уйрӑлакансем хальлӗхе ҫук-ха. Кӑмӑллӑ хыпар пур вара: ҫак кун 5 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55278
 

Хулара
Юрий Шакеев тунӑ сӑн
Юрий Шакеев тунӑ сӑн

Ҫак кунсенче Шупашкарта Ладыковӑн 19 ҫулти ывӑлне Олег Ладыкова тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: хулара ҫамрӑксен ушкӑнӗ хирӗҫнӗ, тытса чарнӑ чухне Ладыков-кӗҫӗнни полицейские тапӑннӑ, полици уйрӑмӗнче пӗрне питӗнчен ҫапнӑ.

Паян Шупашкарти Калинин районӗн судӗнче Олег Ладыковӑн ӗҫӗпе суд ларӑвӗ пулнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ УКн 318-мӗш (влаҫ представительне хур кӑтартнӑшӑн) тата 115-мӗш (ҫапнӑшан) статйисемпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ларура прокурор ҫамрӑка икӗ уйӑхлӑха арестлеме ыйтнӑ. Суд вара урӑхла йышӑну тунӑ: Ладыков-кӗҫӗннине ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен килти ареста лартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55282
 

Хулара

Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче пысӑк тиев турттаракан транспортсене ҫӳреме чарӗҫ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем ҫак кунсенче йышӑну хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав документра палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑр тиев турттаракан автотранспорта хулана кӗме кӑҫал пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче чарӗҫ. Хула тӳри-шари кунашкал йышӑнӑва ҫуркуннесерен тӑвать, ҫапла майпа вӗсем ҫакӑ автомобиль ҫулӗсене ейӳ сарӑлнӑ вӑхӑтра хытӑ арканасран упрама пулӑшасса шанаҫҫӗ.

Палӑртса хӑвармалла, пӗлтӗр хулана кун йышши машинӑсене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче кӗме чарнӑччӗ, ҫак тапхӑр ун чухне ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен тӑсӑлнӑччӗ.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫитес кӗҫнерникуна, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшне, палӑртнӑ «тӳрӗ линие» тухмӗ. Ҫавӑн пекех ҫитес тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, графикпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ тӗлпулӑва та ирттермӗ: хула ҫыннисемпе курнӑҫмӗ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑлана кӗнӗ мероприятисене Алексей Олегович чылай пӗлтерӗшлӗрех ӗҫсене пурнӑҫланӑран ирттермӗ. Ҫав кунсенче сити-менеджер Сочи хулинче ҫуллен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици форумне хутшӑнӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакансемпе вӑл унтан таврӑнсан тӗл пулӗ, канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене хуравлӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби маларах пӗлтерӗ.

 

Политика

Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ иртнӗ, тӗп ыйтӑвӗ Патшалӑх Канашне ертсе пыракана суйласси пулнӑ. Ҫапла майпа Альбина Егорова председатель должноҫне йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх Канашӗн ҫак ларӑвӗнче председателе ҫирӗплетмешкӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн депутачӗсем иртнӗ ларура вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе Альбина Егоровӑн кандидатурине сӗннӗ.

Аса илтерер, Альбина Егорова 1958 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. Питӗрти патшалӑх техника университетӗнче экономиста вӗреннӗ. Ултӑ ҫул хушши Чӑваш Енӗн конкурентлӑ политикӑпа тариф службине ертсе пынӑ, 2016 ҫултанпа Патшалӑх Канашӗн предселателӗн ҫумӗнче — хысна, финанс тата налуксем енӗпе ӗҫлекен комитет пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Валерий Филимонова председательтен кӑларсан ун тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ.

 

Статистика
Суд приставӗсен федераци службин сайтӗнчен илнӗ сӑн
Суд приставӗсен федераци службин сайтӗнчен илнӗ сӑн

Суд приставӗсен ӗҫӗ ҫапла – парӑмсене шыраса илесси. Ҫав шутра – алимент укҫине те. Ҫак кунсенче приставсем алимент тӳлемен ҫынсем хӑш районсенче ытларах пулни пирки каласа кӑтартнӑ.

Алимент тӳлемесӗр парӑма кӗнисем Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче нумай. Ҫак муниципалитетсенче кашни 68-85-мӗш ҫын парӑмҫӑ-мӗн. Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк, Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх.

Алиментпа парӑма кӗнисен 9 проценчӗ – хӗрарӑмсем. Парӑма татмасан приставсем мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Акӑ кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне 2 пине яхӑн ҫынна автомобиль рулӗ умне ларма чарнӑ.

Пӗлтӗр парӑмҫӑсенчен 8,5 пин ача валли 175 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. 1400 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 673 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2045, 2046, 2047, 2048, 2049, 2050, 2051, 2052, 2053, 2054, [2055], 2056, 2057, 2058, 2059, 2060, 2061, 2062, 2063, 2064, 2065, ... 4072
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2026 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, улшӑнусем кирлӗ пулнине ӑнланмалли самант ҫитӗ. Ӗҫри тата килти ӗҫсене шайлаштарма тивӗ. Тен, эсир ӗҫ сирӗн вӑхӑта тата вӑя нумай илнине, ҫывах ҫынсене вара тимлӗх сахал уйӑрнине ӑнланатӑр. Приоритетсене тӗрӗс пайламалла. Ан манӑр: ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансем пулӑшмасӑр карьерӑра ӳсме йывӑр.

Кӑрлач, 15

1861
165
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1945
81
Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...