Упӑшки 11 ҫулти хӗрне хӗнени пирки амӑшӗ полицие пӗлтернӗ. Ку ӗҫ Следстви комитетне кӑсӑклантарнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ҫемьерен уйрӑм пурӑнать, тӳрӗ ҫул ҫине тӑма тӑрӑшать.
Сӑмах – Улатӑрта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын пирки. Вӑл ҫур ҫулта 11 ҫулти хӗрне виҫӗ хутчен хӗненӗ. Малтан ача кавир ҫине сӗткен тӑкса янӑ, тепрехинче килти йытта кӑра арҫынран хӳтӗлеме тӑнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче хӗрача ашшӗне эрехрен писме ыйтнӑ. Ҫакӑншӑн пӗчӗкскере пӗҫерккӗ лекнӗ.
Амӑшӗ чӑтайман – кун пирки полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем ытти тӗслӗхе те тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Халӗ ҫемьерен уйрӑм пурӑнакан арҫын эрех ӗҫме пӑрахнӑ-мӗн. Пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗн судне ярса панӑ.